Çарпа патриот вăййисем иртеççĕ

19 Июн, 2018

Çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпӳ районĕнче вырнаçнă "Çăлтăрлă" ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" финал вăййисем иртеççĕ. Аса илтерер, Чăваш Енре ку йăлана 1968 çулта пуçланă, унтанпа пĕрре те татман. Çулсеренех унта 30 пине яхăн ача хутшăнать.

"Зарница" тата "Орленок" вăййисем çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 10 сехет те 30 минутра савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕç.Республикăри çамрăк армеецсен финал вăййисенче кăçал 82 ушкăн тупăшать:

"Зарница" - 21 муниципалитетри 25 команда;

"Орленок" - 21 муниципалитетри 23 команда;

"Çарпа патриот клубĕсем" - 13 муниципалитетри 14 команда;

"Профессиллĕ вĕренӳ организацийĕсем" -20 команда.

4 кун хушшинче ачасен çак зачетсене пурнăçламалла: чăрмавлă çула парăнтарасси, стройпа утасси, туризм тата ытти те. Гражданла патриотлăх енĕпе теори пĕлĕвне компьютерпа тест мелĕпе тĕрĕслĕç. Делегацисен ертӳçисем валли "Ертӳçĕ вĕрентекен" конкурс программи иртĕ. Пăшалтан пересси, вăй гимнастики, ишесси, кросс тата ытти те конкурс программăра пулатех.

"Зарницăра" тата "Орленокра" çĕнтернисем "Атăл çи зарницине" тата Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерӳ" çарпа спорт вăййине хутшăнĕç.

Рубрика: 

Комментировать

Новости по теме