Ывăлĕ ашшĕн çулнех суйланă

15 Июн, 2018

«Виççĕри ывăл – ашшĕне, виççĕри хĕр вара амăшне пулăштăр», – тенĕ ватăсем. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнчи Смирновсем çак каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ. Акă çемье пуçĕ Валерий мĕн ачаранпах ашшĕне Петр Филипповича пулăшма тăрăшнă: малтан – килти хуçалăхра, кайран – колхозра. Çуллахи каникул вăхăтĕнче кĕтÿ пăхнă вăл, кăшт çитĕнерехпе комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ. Ашшĕ «Авангард» колхоз ертÿçи пулнă-çке. Халĕ акă Валерий Петровича ывăлĕ Петр май килнĕ таран пулăшать.

Чунĕ ял хуçалăхнех туртнă

Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман. Çакна шута илсех ĕнтĕ Петр Филиппович кĕçĕн ывăлне Валерие «колхозра ман пек ан нушалан» тенĕ. Çывăх çыннин сĕнĕвне тĕпе хурса каччă 11 класс пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физика-техника факультетне вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те студент каникул вăхăтĕнче тăван колхозра комбайнерта ĕçленĕ. Унăн чунĕ ял хуçалăхнех туртнă. «Шел, атте 1996 çулхи раштав уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Эпĕ 2001 çулта ЧПУран вĕренсе тухрăм, кÿршĕ ялти шкула — вăл Тутарстанри Кайпăç районĕнче — преподавателе вырнаçрăм. Çав хушăрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Шкулта виçĕ çул ĕçлесен чун чăтмарĕ, 2004 çулта «Авангард» ЯХПКна килтĕм», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Валерий Смирнов.

Тĕрĕссипе, ун чухне çав ЯХПК арканма пуçланă ĕнтĕ. Валерий Петрович, çамрăк председатель, асăннă хуçалăхран «Аранчеево» тулли мар яваплă общество туса хунă. 2009 çулта вара хăйĕн хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Майĕпен техникăна çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра унта Шуршупа Чăваш Тăрăмĕнчи 12 çын ĕçлет. Тĕпрен илсен — çамрăксем, вĕсенчен нумайăшĕ 45 çула çитмен. Ялта ĕç вырăнĕсем йĕркелени çав тăрăхра пурăнакансемшĕн питĕ лайăх паллах.

ХФХ ертÿçин мăшăрĕ Ирина Николаевна та — преподаватель. Вăл ялти шкулта 7 çул ачасене вĕрентнĕ, пĕлÿ çурчĕ хупăннăранпа мăшăрĕпе пĕрле ĕçлет, бухгалтери ыйтăвĕсем шăпах ун çинче. Смирновсен ывăлĕ Петр 5-мĕш класс пĕтернĕ. Вăл кунсерен тенĕ пекех хресчен-фермер хуçалăхне васкать, унти техникăна ăмсанса сăнать. Хăйĕн машина-трактор рулĕ умне лармалли вăхăчĕ хăçан çитет-ши тесе кĕтет. «Тен, ывăлăм манăн ĕçе тăсĕ?» — ывăлĕ çине ăшшăн пăхнă май пĕлтерчĕ ашшĕ. Смирновсем Валерий Петровичăн амăшĕпе Любовь Илларионовнăпа пĕрле пурăнаççĕ, унăн сăмахĕнчен иртмеççĕ. «Анне малтан аттене кунĕпе курман, халĕ вара мана талăкĕпех курмасть. Çапах эпĕ атте çулне суйланăшăн ÿкĕнместĕп», — чунне уçрĕ фермер. Мухтанма юратмасть вăл, «Атăл хĕррине çитмесĕр атта ан хыв», — тет час-часах.

Патшалăх пулăшăвне – икĕ хутчен

Валерий Смирновăн хресчен-фермер хуçалăхĕ 2014 çулта выльăх ĕрчетекен çемье фермисене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн гранта тивĕçнĕ. Çак укçапа усă курса фермер Шуршу ялĕнче 100 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма тунă. Ăна хăпартнă чухне çĕнĕ технологисемпе усă курнă. Унтах сĕт пăрăхĕ, холодильник, кирлĕ ытти оборудовани вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра витере харăсах 12 ĕнене сума пулать. Сĕт тÿрех холодильнике каять. Тислĕке транспортер кăларать.

Çавăн пекех пăруламалли витене реконструкциленĕ. Выльăх апачĕ валеçекен ятарлă техника, çĕнĕ трактор туяннă. Фермăра ĕçлекенсем валли çăвăнмашкăн душ тата кану пÿлĕмĕ тунă. Ахальтен мар ĕнтĕ Наталия Еникова доярка: «Валерий Петрович хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн нумай тăрăшать. Ĕç условийĕсем çăмăллансах пыраççĕ. Тавах ăна çакăншăн», — терĕ.

Тăрăшса ĕçлекенсене патшалăх пулăшатех. Валерий Петрович 2017 çулта ЧР Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăннă, маларах асăннă программăпа тепĕр грант илме пултарнă, ку хутĕнче — 10 миллион тенкĕлĕх. Асăннă укçапа пăру витине, малтанхи хуçалăхран юлнăскере, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. 30 пуç пăру туяннă. Техникăна çĕнетнĕ: тырă çапса тĕшĕлекен «Агрос-550», выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн «Дон-680» комбайнсем, «КСУ-1» косилка илнĕ.

Паянхи кун ХФХра сăвăнакан 100 пуç ĕне, мăйракаллă шултра выльăхăн пĕтĕмĕшле шучĕ — 270 пуç. Фермер ĕнесен йышне ÿстерме хирĕç мар, чăн та, çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен тепĕр вите тумалла. «Ăна 2021 çулта тепĕр грант илсен хăпартăпăр», — шÿтлесе те чăнласа пĕлтерчĕ Валерий Петрович. Унăн çак ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах!

Выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Çакăн валли кирлĕ техника çителĕклех. Пĕтĕмпе — 1700 гектар çĕр. Унта пĕрчĕллĕ культурăсем /тулă, урпа, сĕлĕ/ тата нумай çул ÿсекен курăк акаççĕ. Çавăн пекех 100 гектар куккурус çитĕнтереççĕ. Рапс та, горчица та акаççĕ. Горчицăна иккĕмĕш çул çеç туса илеççĕ пулин те ăна вырнаçтарас тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Рапса Хусана ăсатаççĕ — килĕшÿ тунă. Тырра Чăваш Тăрăмĕнчи складсене хураççĕ. Валерий Смирнов йĕтем çинчи ĕçе те автоматизацилесшĕн.

Малашлăх планĕсем пысăк унăн. Вăл кăçал заправка туса пĕтересшĕн. Хăйсен территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе малалла ĕçлесшĕн: кивĕ сарая салатасшăн, çул сарасшăн. Правлени çурчĕ тата столовăй тăвасшăн. Ака-суха, утă тата вырма вăхăчĕсенче ырми-канми ĕçлекенсене хире кайсах апат çитереççĕ. Çавăнпа столовăй кирлех тесе шухăшлать ХФХ ертÿçи. Сăмах май, хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче килĕшÿ туса çынсене ĕçе илеççĕ.

Фермер хăй патĕнче ĕçлекенсем пирки ыррине çеç калать. Тĕслĕхрен, пĕртăван Стаспа Петр Колсановсем пирки. «Петр питĕ лайăх специалист. 21 çулта çеç пулин те техникăна тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет», — тет. Шăллĕ Никита та пиччĕшĕсене кура техника енне туртăнать. Эппин, шкул пĕтерсен вăл та пурнăçне ял хуçалăхĕпех çыхăнтарас шанăç пур.

Техника тенĕрен, Валерий Петрович трактор рулĕ е комбайн штурвалĕ умне хăй те ларать. Ĕçрен те хăрамасть вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ Валерий Смирнов фермерăн сăн ÿкерчĕкне кăçал Елчĕк районĕнчи Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Лашасене юратать

ХФХ ертÿçи чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать. Тахçан вăл спортпа туслă пулнă: кросс чупнă, йĕлтĕрпе ярăннă. Ачаранпах лашасене юратаканскер халĕ хăйĕн фермер хуçалăхĕнче таса ăратлисене усрать. Вĕсене Етĕрнери заводран тата Мускаври ипподромран илсе килнĕ. Лашасене ĕне фермин заведующийĕ Илья Павлов пăхать. Чĕлхесĕр янаварсене вăл та питĕ юратать. Чăнласах та, таса ăратлăскерсем çине пăхса тăранма çук: хитрескерсем куçа илĕртеççĕ.

Фермерăн лашисем ăмăртусене те хутшăнаççĕ /юлан утпа та, ятарлă кÿмепе те/, малти вырăнсене тăтăшах йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, районти Акатуйсенче. Пĕлтĕр унта Хип-Хоп мала тухнă. Çур çул каялла Малыш Кайпăç районĕнче иртнĕ ăмăртура çĕнтернĕ, холодильнике «тивĕçнĕ». Шел, ун чухне урине ыраттарнă вăл, çавăнпа хальлĕхе ăна ăмăртусене илсе каймаççĕ. «Малыш пире хăйĕн пекех таса ăратлă тиха парнелессе шанатпăр. Лашасен шутне ÿстерес килет», — пĕлтерчĕ Валерий Петрович. Хĕлле вĕсем лашасене кÿлсе çунапа ярăнаççĕ. Çăварнире катаччи чупаççĕ. Паллах, ял çыннисем те айккинче юлмаççĕ.

Валерий Смирнов нумай фермерпа çыхăну тытать. «Пĕр-пĕринчен вĕренсе пыратпăр. Ыттисенчен юлас марччĕ тесе ĕçлетпĕр», — пĕтĕмлетрĕ пуçаруллă фермер.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.