Ĕçлеме пултараççĕ

15 Июн, 2018

Çĕртмен 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов Вăрнарти Акатуя хутшăннă.
Поселокри культурăпа кану паркĕнче иртнĕ уяв вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем тĕп урамсемпе утнинчен пуçланнă. Вĕсем çапла майпа пурне те «суха пуçпа çĕр туйне» йыхравланă. Тĕп сцена çинче пухăннисене район пуçлăхĕпе Геннадий Спиридоновпа райадминистраци пуçлăхĕ Леонид Николаев саламланă. Леонид Николаев районта кăçалхи çураки епле иртни пирки каласа кăтартнă, тĕллевсемпе паллаштарнă. Михаил Игнатьев Вăрнарсем акара аван ĕçленине, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмине, пахча çимĕçе ытларах лартнине палăртнă. «Куккурус туса илессипе — район малтисен ретĕнче. Вăрнар районĕнче пурăнакансем ĕçлеме те, пысăк çитĕнÿсем тума та пултараççĕ. Çураки кăтартăвĕсем çакна тепĕр хут çирĕплетеççĕ», — тенĕ республика ертÿçи. Михаил Игнатьев чи хастаррисене патшалăх наградисемпе чысланă. Уява вырăнти артистсен юрри-ташши, пăхаттирсен кĕрешĕвĕ, спорт ăмăртăвĕсем илем кÿнĕ.
Пысăк хак панă
Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа ирттернĕ мероприятире «Чи пултаруллă усламçă», «Хăвăн ĕçне уç» республика тата хула конкурсĕсен çĕнтерÿçисене чысланă.
Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, усламçăсем тата банк тытăмĕнче ĕçлекенсем хутшăннă. Регион ертÿçи бизнесра тăрăшакансем инвестицие илĕртес енĕпе пуçаруллă ĕçленине пысăк хак панă. «Предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ — куллен çĕнĕлĕх шырама хистекен сфера. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларманнисем, аталанмашкăн май шыракансем, патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе усă куракансем ĕçе ăнтараççех», — палăртнă Михаил Игнатьев. Мероприятире предприниматель тытăмĕнче ĕçлекенсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра сăмах пуçарнă. Тĕслĕхрен, бизнеспа влаç органĕсен хушшинче электронлă документсен çаврăнăшне лайăхрах йĕркелесси, патшалăх пулăшăвне илессине çăмăллатасси, çĕр лаптăкĕсемпе усă курасси тата ытти ыйтăва хускатнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.