Бюджет: киввине пĕтĕмлетрĕç: çĕннине тÿрлетрĕç

15 Июн, 2018

Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕммĕш сессийĕн кун йĕркинче саккунсен проекчĕсем кăна икĕ теçеткене яхăн пулчĕç, çапах тĕп калаçу бюджет тавра пычĕ. Депутатсем ĕнер республикăн 2017 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланине тишкерсе хакларĕç, кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртессине ырларĕç.
Пĕлтĕрхи ÿсĕмлĕ
Иртнĕ çулхи бюджет пирки эпир пĕрре кăна мар çырнă, çапах вице-премьер – финанс министрĕ Светлана Енилина тунă докладăн хăш-пĕр саманчĕпе паллаштарни вырăнлă. Мускав кÿрекен пулăшу та ÿсĕмлĕ-ха, çапах вăл бюджет тытăмĕнче хамăрăн тупăш тÿпи самай пысăкланнине пайăррăн палăртрĕ. Çакăнта усламран илекен налук ÿсĕмĕн витĕмĕ курăмлă. Ку вара промышленноç производстви пысăкланнипе сăлтавланнă. Çакă бюджет расхучĕсене 10,6% чухлех пысăклатма май панă. Çав вăхăтрах патшалăх парăмне чакарма пултарнă.
Министр бюджетниксен шалăвне палăрмаллах ÿстерни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Медиксен, педагогсен ĕç укçи хушăннă, социаллă ĕçченсен шалăвне — 40, культура ĕçченĕсенне 31% чухлех пысăклатнă. Чăн та, шăпах ĕç укçи тавра тавлашу çуралчĕ те. Депутатсен пĕрин шучĕпе, пуçлăхсемпе вĕсен заместителĕсен тата тĕп бухгалтерсен ĕç укçи ытти ĕçчен илекен тÿлеврен нумай хут пысăккипе çырлахма юрамасть — ку енĕпе улшăну кирлĕ.
Владимир Михайлов депутат ĕçтешне ертÿçĕсен шалăвĕ пысăк пулмаллине ĕнентересшĕн пулчĕ-ха. Совет саманинче хăй инженерта ĕçленĕ чух уйăхра 120 тенкĕ илнĕ-мĕн, токаре вара 200-300 тенкĕ тÿленĕ имĕш. Çакă та, ун шучĕпе, тĕрĕс мар: пултаруллă ертÿçĕсем лайăх ĕçлесе илме тивĕç. Токарь сменăна вĕçлет те — ĕç пирки ыранччен шухăш çук, пуçлăхăн вара унăн социаллă ыйтăвĕсене татса парасси, унăн станокне электричествăпа тивĕçтересси, ытти пирки пуç ватмалла, мĕскĕн çакăн пирки шухăшласа çĕр çывăраймасть… Анчах Дмитрий Арсютов депутат чăн лару-тăрăва уçăмлатрĕ. Медицинăра, сăмахран, пуçлăх ыттисенчен темиçе хут пысăкрах шалу илет тени тĕрĕс мар. Врач шалăвĕ экономикăри вăтам виçен 200% танлашать, тĕп врачăн вара ахаль врачăннинчен пĕтĕмпе те 1,5 хут кăна пысăкрах.
Николай Николаев депутат трибуна умне тухсан тин «ют кĕсьери укçана шутлассипе» çыхăннă темăран пăрăнма май килчĕ. Вăл бюджета ăнăçлă пурнăçланине палăртрĕ: садиксем туниех мĕне тăрать! Çапах сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусем пурпĕр вĕçленмерĕç-ха. Васкавлă медпулăшу тытăмĕнче саккуна пăсни пирки каллех сăмах пулчĕ. Унта пÿлĕмсене арендăна панă-мĕн, анчах çакăншăн тÿлев кассăна кĕмен. Владимир Викторов депутат çакна хирĕçлемерĕ, хăш-пĕр çынна явап тыттарнине çирĕплетнипе пĕрлех çивĕч ыйтусене тишкернине палăртрĕ.
Кăçалхи те
хушăнать
Пĕлтĕрхи бюджета пур¬нăç¬ланине сасăласа ырланă хыççăн депутатсем тÿрех кăçалхи бюджета пысăклатас ыйтăва пăхса тухрĕç. Светлана Енилина бюджет тупăшне 1,5 млрд яхăн тенкĕлĕх пысăклатма сĕнни, паллах, ырă хыпар. Ку — Мускав паракан укçа. Çапла вара унтан килекен укçа виçи кăçал пĕлтĕрхинчен 8,5% пысăкрах пулать. Бюджет тупăшĕ 47,7 млрд тенкĕрен иртет.
Хушма укçа ача сачĕсен пурлăх базине пуянлатма, ФАПсем тума, ял çыннисен социаллă ыйтăвĕсене татса пама, ытти тĕллев валли кайĕ. Сăмах май, бюджетниксен ĕç укçине кăçал та палăрмаллах пысăклатасшăн.
Андрей Александров депутат инвестици тăкакĕсем пысăккине ырласа хакларĕ: çак укçа — вун-вун çул усă кÿме тивĕç тăкаксем.
Кияметдин Мифтахутдинов трибуна умне час-часах тухмасть, анчах ку хутĕнче вăл та сăмах илчĕ — пăшăрханăвĕ тулса çитни куç кĕрет. Республикăри газ потребителĕсен парăмĕ 2,8 млрд тенке çитнĕ те — кулянмасăр! Çавна пулах вăл ертсе пыракан, газпа тивĕçтерекен икĕ предприятире ĕç укçи те палăрмаллах чакнă иккен — премисем çук… Депутата хăйĕн ентешĕ — Каçал тăрăхĕнчех çуралса çитĕннĕ парламентари Петр Краснов пÿлчĕ. Ун шучĕпе, газ парăмĕсен ыйтăвĕ бюджетпа пачах çыхăнман… Кияметдин Садыртдинович парăнмарĕ: бюджетпа тÿрремĕнех çыхăннă, мĕншĕн тесен парăмлисен шутĕнче бюджет организацийĕсем те йышлă. Çийĕнчен Петр Степановича ÿпкелесе те илчĕ: производствăра ĕçлесе курманскер ку ыйтусене ăнланмасть…
Краснов та — маххă параканни мар: хăй трактор заводĕнче ĕçленине, пушарнăй, колхозник, дворник пулнине аса илтерчĕ — акă вăл производство. Газпром вара — пачах та производство мар, газ сутни çеç… Юрать, регламент пур, унсăрăн ентешсен тавлашăвĕ тата та шала кĕрсе кайма та пултаратчĕ пуль. Светлана Енилина та енсене лăплантарчĕ темелле. Вăл парăм ыйтăвне лайăх пĕлнине çирĕплетнĕ май çивĕчлĕхе чакарас енĕпе ĕçленине палăртрĕ. Çапах газовиксене Мифтахутдинов ыйтнă пек бюджетран субсиди тÿлеме май çукки çинчен те каларĕ. Депутатсем бюджет саккунĕн проектне икĕ вулавпа тишкерсе ырларĕç.
Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.