Стадион тулашĕнчи ăмăрту

15 Июн, 2018

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре шăчăпа сикес енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç: пирĕн çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут — стадион тулашĕнче.
ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх – çакнашкал ăмăртусене Шупашкарта яланхи пек мар йĕркелес шухăш 2015 çулта, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне ирттернĕ вăхăтра, çуралнă. Ун чухне турнира стадионта мар, Шупашкарăн тĕп тÿремĕнче уçнă. Çакна хула çыннисем хавхаланса йышăннă. Чăваш Енре спорт ăмăртăвĕсене çÿллĕ шайра ирттернине, кунта пурăнакансем атлетсене хавхалантарма пĕлнине шута илсе Раççейри шăчăпа сикекен паллă спортсменсем Шупашкара килнĕ.
«Ăмăртусене стадион тулашĕнче ирттересси Европăра тата тĕнчипех вăй илсе пырать. Эпир çакнашкал форматпа паян пĕрремĕш хут ăмăрту ирттеретпĕр», — терĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ /çăмăл атлетика енĕпе/, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский турнира уçнă май. Вăл республика ертÿлĕхне ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, физкультурăпа спорта аталантарма тăрăшнăшăн тав турĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй ырă тĕслĕх кăтартнине пĕлтерчĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп тренера Пĕтĕм Раççейри турнира шăпах Чăваш Енре ирттернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ, шăчăпа сикекен спортсменсене ăнăçу сунчĕ. «Паян Чăваш çĕрĕ çинче чи вăйлă та хăюллă спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ», — палăртрĕ вăл.
«Ăмăртусене стадион тулашĕнче ирттернин ырă енĕсенчен çаксене палăртас килет: кунта куракансем юнашарах, вĕсен хавхалантарăвĕ спортсменсене питĕ кирлĕ. Çакнашкал ăмăртусем йăлана кĕрессе шанатпăр», — пĕлтерчĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин шăчăпа сикес енĕпе аслă тренерĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççейĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ Светлана Абрамова.
Мероприятие килнисем çĕршывăн пĕрлештернĕ командин лидерĕсене çывăхранах курса киленчĕç. Ăмăртусем 5Ç5 форматпа иртрĕç. Секторта харăсах хĕрарăмсем те, арçынсем те ăмăртрĕç. Куракансем ку формат питĕ кăсăклă пулнине палăртрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене Михаил Игнатьев тата Юрий Борзаковский чысларĕç. Хĕрарăмсен хушшинче Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Анжелика Сидорова /Чăваш Республики — Мускав/ ылтăн медале тивĕçрĕ: вăл 4 метр та 60 сантиметр çÿллĕш чикке парăнтарчĕ. Арçынсенчен чи маттурри Раççей спорт мастерĕ Илья Просвирин /Ярославль облаçĕ/ пулчĕ: 5 метр та 40 сантиметр.
Турнир вĕçленсен кăмăл пуррисем спортсменсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме тата автограф илме пултарчĕç. «Ку ăмăрту мана çамрăклăхпа пысăк ăсталăхăн уявĕ пек туйăнчĕ. Спортсменсем шăчăпа питĕ хитре сикеççĕ, çакна çывăхран курни питĕ вăйлă. Шутласа пăхăр-ха: 5 тата 6 метра яхăн çÿллĕшне сикеççĕ вĕт-ха! Вĕсене курса хам вĕçсе каяссăнах туйăнать. Пĕтĕмлетсе каласан – чунра калама çук ырă туйăмсем хуçаланаççĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ ЧПУ студенчĕ Максим Васильев.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.