Çиччĕри хĕр ачан - пĕрремĕш кĕнеки

23 Мая, 2014

Ача-пăча валли çырнă кирек мĕнле кĕнеке те кăсăклă вуланать. Унпа "вĕттисем" кăна мар, аслисем те хаваспах паллашаççĕ. "Чун çимĕçне" хайлаканĕ хăй те ача та - апла ку кĕнекене канфетпах танлаштармалла. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Александра Сапожниковăн "Приключения Конфетки и Печеньки" кĕнеки пичетленсе тухнă. Юмах авторĕ çичĕ çулта кăна-ха. Пăрчăкан пек çивĕч те вăр-вар, хаваслă хĕр ача Шупашкарти 43-мĕш шкулта 1-мĕш класс пĕтерет. Александра пултарулăхпа тавра курăма аталантаракан тĕрлĕ кружока çÿрет, воспитательсемпе педагогсене хăйĕн шухăшлавĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Пĕррехинче вăл икĕ хĕр тус - Конфеткăпа Печенька - пирки юмах шухăшласа кăларать. Кружок ертÿçисене питĕ килĕшнĕ вăл. Вĕсем Сашăн ашшĕпе амăшне кĕнеке кăларма сĕнеççĕ.

Кĕнекен чăн малтан хĕр ачан аслашшĕпе асламăшĕ вуланă. Вĕсем мăнукĕн пултарулăхне пысăк хак панă. Кĕнекене С.А.Бритвина художница ĕçĕсем илем кÿреççĕ. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсенче вăл авторăн кăмăл-туйăмне аван уçма пултарнă. Шкул çулне çитмен тата кĕçĕн класра вĕренекенсем валли кăларнă кĕнеке 1000 экземплярпа кун çути курнă.

Юмахра та пурнăçри пекех йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ. Шкул ачин произведенинче хăюллă паттăрсем те, усалккасем те, пысăк туслăх та пур. Туслă пулнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе кăна усала çĕнтерме пулать. Пĕчĕк вулакансене Александра Сапожниковăн "пылак" кĕнеки кăмăла килетех! Вулăр та туслă пулма вĕренĕр!

Рубрика: