Владимир Иванов — Патшалăх Канашĕн депутачĕ
«Суйлав уççăн тата демократи никĕсĕ çинче ăнăçлă иртрĕ», — çапла пĕтĕмлетрĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков республикăра вырсарникун иртнĕ сасăлава ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен йĕркелекен планеркăра унăн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май.
Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн халăх суйлакан влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсен депутачĕсен хушма суйлавĕ иртнĕ. Кандидатсем Патшалăх Канашĕн пĕр мандатлă 9-мĕш Етĕрне суйлав округĕнчен суйламалли депутатăн, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕн мандачĕсемшĕн кĕрешнĕ. Çавăн пекех Элĕк районĕнчи Шĕмшеш тата Етĕрне районĕнчи Иваньково ял тăрăхĕсен пухăвĕсен депутачĕсене те суйланă.
Аса илтерер: республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕн вырăнĕ Николай Малов Раççей парламентне куçнă хыççăн пушаннăччĕ. Ку мандата суйлавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов çĕнсе илнĕ, уншăн суйлавçăсен 76% яхăн йышĕ хăйсен сассисене панă. Кĕрешÿ çивĕчлĕхне кăтартмашкăн ытти кандидат кăтартăвĕсене пĕлтерни те вырăнлă-тăр: «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти представителĕ сасăсен 11% пухнă, коммунистшăн 8% ытларах йыш сасăланă, Жириновский «кăйкăрĕшĕн» - 2,3%.
Шупашкар хула пухăвĕн йышне кĕрессишĕн пынă кĕрешÿ тата çивĕчрех пулнă — унта çичĕ кандидат хутшăннă. Мускав патшалăх автомобиль çул-йĕрĕн техника университечĕн Атăл тăрăхĕнчи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова чи нумай сасă пухнă — 61,8% яхăн. Вăл та — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ.
Çак партиренех суйлава хутшăннă Надежда Порфирьева — Етĕрне хулинчи 1—мĕш гимнази директорĕ — депутатсен Иваньково ял тăрăхĕн пухăвĕн депутачĕ пулса тăнă. Уншăн суйлава хутшăннă йышăн 80% ытла сасăланă. Элĕк районĕнче вара Коммунистсен партийĕн представителĕ мала тухнă. Депутатсен Шĕмшеш ял тăрăхĕн депутачĕн мандатне Виталий Рыков çĕнсе илнĕ — суйлавçăсен 54,8% ытла йышĕ ун майлă пулнă.
Александр Цветков çуллахи кун пулнине пăхмасăр халăх сасăлава хастар хутшăннине палăртрĕ. Ун шучĕпе, сасăлав кăтартăвĕсем обьективлă, çакна сăнавçăсен йышĕ пысăк пулни те çирĕплетет. «Камсем çĕнтерессишĕн çине тăчĕç, суйлав кампанийĕнче питĕ хастар пулчĕç, хăш кандидатсене çынсем вĕсен пархатарлă ĕçĕсем тăрăх лайăхрах пĕлеççĕ — çавсем çĕнтерчĕç», —терĕ вăл.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев участоксен суйлав кампанийĕсен членĕсене пурнăçланă ĕçшĕн тав турĕ, суйланнă депутатсене вара республика, хула, ял тăрăхĕсен, вĕсенче пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме сунчĕ.
Комментировать