Уçлăхра тĕрлĕ кĕвĕ янăрать

1 Июн, 2018

Вĕсен хушшинче композиторăн хăйĕн кĕввине тупмалла

«Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă пултарулăх çыннин халăха пĕлтермелли яланах пур», — тет вăл. Вăрнар районĕнчи Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне, РФ Композиторсен союзĕн членне, «Янташ» эстрада ушкăнĕн ертÿçине, РФ Культура министерствин «Культура тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ Анатолий Никитина паян пултарулăх ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

«Вун виççĕ – телейлĕ хисеп»

— Анатолий Никитич, эсир çут тĕнчене çĕртмен 13-мĕшĕнче килнĕ. Хăшĕ-пĕри ку хисепрен хăрать. Сирĕншĕн мĕнле вăл?
— Вун виççĕ маншăн лайăх, ăнăçуллă хисеп. Кирек хăш уйăхăн вун виççĕмĕш кунĕнче те ĕç пуçлама хăрамастăп. Мана вăл вăй-хăват парать, лайăх самантсем парнелет. Эпĕ гороскоппа кăштах интересленетĕп. Ăна ĕненес тĕк, Шăшисем — кăштăртатса, пĕр чарăнми ĕçлекен çынсем. Пĕррехинче çĕр чăмăрĕ çинчи чĕр чунсем Турăпа тĕл пулнă. Шăши ун патне пуринчен малтан чупса пынă. «Эсĕ гороскопра пĕрремĕшĕ пулатăн», — тенĕ ăна Çÿл хуçа. Ун хыççăн ытти чĕр чун та хускалнă. Малти пулнăран шăшие тата ытларах юратать Турă.
Эсир 500 ытла юрă хайланă. Халăх патне çитменни те нумай пулĕ. Вĕсене çырма сире мĕн хавхалантарать? Вăй-хăватне ăçтан тупатăр? Ара, пурнăç пĕрре те çăмăл мар, кашнин хăйĕн йывăрлăхĕ пур.
— Паллах, Надьăпа килĕштерсе, чăмăртанса, ăнланса пурăнни хавхалантарать. Тата пĕтĕмпех Турăпа çыхăннă. Ирхине вăрансанах ăна аса илетĕп, «Эй Çÿлти Аттемĕр» кĕлле вулатăп, пурнăç панишĕн тав тăватăп, сывлăх ыйтатăп. Манăн шухăшпа, кашнин хăйĕн турри пур. Турă панинчен нумай килет. Китай гороскопĕпе килĕшÿллĕн 9 хисеп çын пурнăçне пĕтĕмпех кăтартса парать. Çут тĕнчене килнĕ çул хисепĕнче 3 пулмалла. 3 пулсан Турри çынна талант панă. Кунашкал çын çуралсанах телейлĕ. Унăн пултарулăх вăй-хăвачĕ пур.
Анчахрах çырнă юрăсем çинчен пĕлес килет.
— Вĕсенчен пĕри — «Эсĕ аякра» юрă. Аркадий Руссаковăн сăввине тĕпе хурса сăмахĕсене Надежда Никитина йĕркелерĕ. Юрий Сементер поэтпа тахçантанпах тачă çыхăнса ĕçлетĕп. Çак кунсенче унăн сăввипе «Кĕлĕ» юрă çыртăм. Çитес вăхăтрах ăна куракан патне çитересшĕн. Çавăн пекех нумаях пулмасть «Саламлать сире «Янташ» юрă хайланăччĕ. Сăмахĕсем çав тери хитре. «Анне сăнарĕ» юрă та «пиçсе тухрĕ»… Çĕнĕ юрăсене çуркунне Пушкăртстанра йĕркеленĕ концертра куракансем ăшшăн йышăнчĕç. «Эсĕ аякра» янăрасан чылайăшĕн куçĕ шывланчĕ. Чăваш Енри куракан вĕсене итлеймен-ха.
Чи малтан çуралнă юрă… Вăл асра юлнах пуль…
— Астăватăп-ха: «Çавал» ансамбль коллективĕнче ĕçленĕ чухне Юрий Сементер сăввипе «Ан васка» юрă çырнăччĕ. Унтан Петĕр Çăлкуç сăввисемпе «Вожатăйсем», «Юратсассăн» юрăсем çуралнăччĕ. Унăн «Эпĕ юратма ĕлкĕреймен» сăвви те пирĕн патра хăйĕн черетне кĕтсе выртать. Чи юратнă юрă хăшĕ-ши? Маншăн вĕсем пурте хамăн ачасем пекех хаклă, çывăх. Пурне те юратса, чун витĕр кăларса кĕвĕленĕ.
«Пирĕн чарăнма ирĕк çук»
Аçăр тимĕрçĕ пулнине, аннĕр трактористкăра ĕçленине пĕлетĕп. Юрра-кĕвве юратасси камран куçнă?
— Вĕсем иккĕшĕ те пултаруллă пулнă. Атте Никита Афанасьевич купăс ăста каланă. Мандолина, балалайка, сĕрме купăс, кĕсле, шăпăр хăй тĕллĕн ăсталанă. Анне Мария Яковлевна уçă саслăччĕ, хитре юрлатчĕ. Сăнĕпе те чиперччĕ. Раççей телеертÿçи Екатерина Андреева пекрех сăнлăччĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан çемье çавăрнă вĕсем. Пĕрремĕш мăшăрĕ Антонина аттене кĕтсе илеймен, тепре качча тухнă. 6 пĕртăван — 4 ывăлпа 2 хĕр — çитĕннĕ эпир. Виççĕшĕ — музыка енĕпе профессионалсем. Йăмăкăм Людмила консерватори пĕтернĕ, çамрăксене балалайка калама вĕрентет. Юрий баян ăста калать, шкулта ачасене музыка предмечĕпе пĕлÿ панă. Анне, шел те, эпĕ консерваторире вĕреннине кураймарĕ. Апла пулин те вăл эпĕ музыка енĕпе кайнишĕн хĕпĕртетчĕ. Атте 72 çула çитрĕ. Вăл пĕрремĕш юрăсене çырнине курчĕ, «Юратсассăн» юрра шăрантарнине итлейрĕ.
Анатолий Никитич, калăр-ха: 70 çул арçыншăн сахал-и е нумай-и?
— Пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт çитмен-ха маншăн. Пĕр шухăшласан, çичĕ теçетке çул нумаях мар. Малаллах тапаланмалла, ĕçлемелле, Турă панине пурнăçламалла. Эпĕ хама ватă тесе шутламастăп. Хул- çурăма çемçетме ирсерен тĕрлĕ хускану тăватăп.
Чăвашра пĕр вăхăтра сцена çинче мăшăрпа пĕрле юрласси йăлана кĕчĕ. Калăр-ха, эсир сцена çине мĕнле тĕллевпе тухнă?
— Надежда Ивановнăпа сцена çине пĕрле тухатпăр тесе шухăшламан та. Эпир юрăсене «Янташ» ушкăнри çамрăк юрăçсем урлă халăх патне çитерме ĕмĕтленнĕ. Каярахпа вăхăчĕ, мехелĕ çитрĕ пуль… Шăпах тата пурнăçпа çыхăннă юрăсем çуралчĕç. Хамăр та çулланса пынă май пурнăç тути-масине туйма пуçларăмăр. Юрий Сементер сăввипе кĕвĕленĕ «Пурнăç юррине» сцена çинче пĕрле юрланине халăх хапăлласа йышăнчĕ. Унтан «Кăвак çеçпĕл» юрларăмăр. Хитре юрă пулчĕ. Паян та çĕнĕ юрăсемпе пĕрлех кирек ăçта концертпа кайсан та «Кăвак çеçпĕле» шăрантарма ыйтаççĕ. Халĕ пирĕн чарăнма ирĕк çук.
Пĕр интервьюра эсир: «Чăвашăн чунĕ те юрлама пĕлет», — тенĕччĕ. Калăр-ха, чун юрланă вăхăтра мĕн тăватăр?
— Маншăн чи пĕлтерĕшли — юррăмсене халăх килĕштерни. Ман пата халăх юратăвĕ уçă варкăш илсе çитерет. Çунатланса хăпартланса каятăп та çав варкăша халăх патне каялла çĕнĕ юрă урлă тавăрса парас тетĕп. Çав самантра чун юрланине сисетĕп. Çĕнĕ кĕвĕ çуралать. Ăна апла та, капла та «çавăрттаратăп», пĕр-пĕр сăвă çаврăмне лартса пăхатăп. Унтан хама итлекен вырăнне лартатăп: халăх килĕштерĕ-ши ăна? Çĕнĕ юрă çуралсанах чи малтан мăшăрăма кăтартатăп. Надя манăн пĕрремĕш критик. «Ку юрă каять», — терĕ вăл «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?» юрра çырсанах.
Ку юрра эсир юрлатăр-и?
— «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?» юрă халăхра анлă сарăлчĕ. Анатолий Чебановăн сăввинче мана пĕр шухăш — ĕмĕр иккĕ мар, тĕнче виççĕ мар — тени кăмăла килчĕ. Чебанов сăввине хирĕçÿллĕрех çырнăччĕ. «Мул, укçа çитмест-и пире?» — тесе юрлаймастăн. Надежда ăна юрă валли юрăхлă туса çитерчĕ. Илемлĕ юрă çуралчĕ. Пĕрре Александр Арсентьев килчĕ те çĕнĕ хайлавсене итлерĕ. Çак юрра килĕштерчĕ… Хирĕçлеймерĕм, парса ятăм… Ăна юрлама пуçларĕ. «Арсентьев питĕ хитре юрă çырнă», — теме пуçларĕç çынсем… Вăхăчĕ çитнипех çуралчĕ «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?», халăх валли кĕтнĕ юрă пулса тăчĕ. Ку юрра эпир те юрлатпăр. Чăваш наци телекуравĕнче те шăрантарнăччĕ ăна.

«Маншăн пултарулăх ĕçĕ йывăр мар»

— Пултарулăх çынни пулма йывăр мар-и? Вăл нихăçан та ирĕклĕ мар, яланах професси тыткăнĕнче. Мунчара милĕкпе çапăннă чухне те ĕçĕ пиркиех шухăшлать.
— Пултарулăх çынни пулнăшăн нихăçан та ÿкĕнмен. Çакă çÿлтен программăласа янă пулăм. Маншăн пултарулăх ĕçĕ йывăр мар. Мĕншĕн тесен поэтсем калашле «алă хăех çырать» туртăм хамра пуррине туятăп. Композиторсемшĕн уçлăхра пĕтĕм кĕвĕ янăрать. Вĕсен хушшинче мусăкçăн хăйĕн кĕввине шыраса тупмалла. Кайран юрра майлаштармалла…
Хăшĕсем эрех кăшт астивсен лайăх çырăнать теççĕ.
— Ун пек калани — мухтанни кăна. Чайковский калашле, композиторăн пĕрмаях ĕçлемелле. Мусăкçă рояль умне ларсан, ĕçлеме тытăнсан тин çуралать çĕнĕ юрă. «Турă çынна алă çинче хăмпăсем тухиччен ĕçлесен тин пулăшать», — тесе ахальтен каламан.
Малтанхи тапхăрта «çунат сарма» кам пулăшнă сире?
— Малтанхи юрăсем тухсанах чăвашлăха чунĕпе парăннă Виçпÿрт Шăмăршă чăвашĕ Петр Муллин пулăшрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.