Мăштавăшсем Уйăп Мишшине асра тытаççĕ
Ăшă çил вĕрет вăш та вăш,
Вутланать вăй-халăм.
Куç умĕнче Мăштавăш,
Ак – эп çуралнă ялăм.
«Хир кĕвви». УЙĂП Мишши..
Çак йĕркесем вырăн тупнă Шупашкар районĕнчи Мăштавăш ялĕнче Михаил Шумилов сăвăçа халалласа хатĕрленĕ палăк çинче. Ăна çывăх кунсенче ял халăхĕ савăнăçлă лару- тăрура уçма хатĕрленет.
Ырă ĕçе Мăштавăшсем хыснаран укçа-тенкĕ ыйтмасăр, уçă кăмăллă çынсене явăçтарса пуçарнă. Паллă çыннăн ятне вилĕмсĕрлетес тĕллеве вĕсем чун туртнипе пурнăçланă. «Темиçе çул каялла ялти ватăсем, ун чухне Виталий Ананьев старостăччĕ, Уйăп Мишшин музейне тума йышăнчĕç. Анчах кайран çак ĕç чарăнса ларчĕ. Икĕ çул каялла мана старостăна суйласан ваттисен пуçарăвне тăсас терĕм», – каласа кăтартрĕ Виктор Петров. Хастар та мал ĕмĕтлĕ Виктор Геннадьевич пирки пире Апаш ял тăрăхĕнче каласа кăтартрĕç. Виктор Петров малтан пĕр предприятире тĕп механикра ĕçленĕ, халĕ уйрăм çын предприятийĕнче коммерци директорĕнче тăрăшать. Чунĕ вара тăван ялсемшĕн çунать.
Паллă ентешĕн палăкне уçма никамран та укçа хистесе- тапăнса ыйтса çÿремен. Май тата кăмăл пуррисем пулăшнă. Пĕрисем 100 тенкĕ панă, теприсем – 1000 тенкĕ. Хăшĕсем вара тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама хутшăннă: кирпĕч уйăрнă, постамента купалакансене апат пĕçерсе çитернĕ, территорие тирпейленĕ.
Уйăп Мишшин палăкĕн пĕр енче – поэтăн сăнĕ, тепĕр енне унăн «Хир кĕвви» сăввинчи тăватă йĕркене шăрçаланă. «Ытла вăрăм çыртармарăмăр», – терĕ Виктор Геннадьевич. Палăк 12 пин тенке ларнă. Постаментшăн та тăкакланма тивнĕ. Ĕçе хастарсем хăйсем тĕллĕн пурнăçланă.
Каласа хăварар, Уйăп Мишшин музейне ялти хастарсем поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тума тытăннă. Мăштавăшра кивĕ пÿрт туяннă çын çурта сÿтме шутланă. Ял хастарĕсем ăна музей валли уйăрма сĕннĕ. Лешĕ килĕшнĕ, укçасăр-мĕнсĕрех панă. Вăл вăхăта кивĕ пÿртĕн аялти икĕ рет пĕренисем çĕрĕшме ĕлкĕрнĕ-ха. Çапах ăна çĕнĕ вырăна куçарса майлаштарса никĕс çине лартнă. Уйăп Мишши çуралнă вырăнта музей валли лаптăк тупăнман пулин те ял çыннисем аптăраман, мĕншĕн тесен вĕсене Апаш ял тăрăхĕ çĕр уйăрса панă. Малалла вулас...
Комментировать