Пĕрремĕш юратăвăн асамат кĕперĕ
«Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» романăн виççĕмĕш кĕнекинчен
Мĕн ытларах
хĕмлентерет чĕрене —
шанчăклă туслăх, таса юрату.
Урăх ним те мар.
/Йăванка Пожеданов ĕненĕвĕнчен/.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Пожеданов коридор тăрăх унталла та кунталла ик-виçĕ хут иртсе кайрĕ — тăлмачсен кружокĕн членĕсене шырать. Директор кабинечĕ умĕнче тăракан дежурнăя Елизавета Герасимовăна ырă та, усал та чĕнмерĕ. Сăмах хушма-и, ун ен-нелле çаврăнса та пăхмарĕ. Тÿсеймерĕ хĕр, тăнсăр-тимсĕр йĕкĕте ăса кĕртме шухăшларĕ.
— Мĕн пĕр вĕçĕм тăктăмал ĕрĕхсе çÿретĕн? — илтрĕ хĕрĕн кăмăлсăр сассине йĕкĕт. — Чарăн, тăхта кăштах!
Шкул директорĕ пÿлĕмĕнче участок тухтăрĕ пĕр хĕрача сывлăхне тĕрĕслет. Унта дежурнăй никама та кĕртмест, çав вăхăтрах йĕкĕте те куçран вĕçертмест.
— Мĕн пĕр вĕçĕм тăктăмал çÿретĕн? — сассине хăпартрĕ хĕр. Сасартăк яра пачĕ яша вут пуленкипе пĕççинчен.
— Сиен кÿрес шутпа хăтлантăм пулсан çакăнтах çĕр çăттăр мана. Пĕрре иртсе кайрăн ман тĕлтен, тепре хутларăн — ман çинелле çаврăнса та пăхмарăн. Юрать-и ун пек! Арçын ачан хăюллăрах пулмалла. Ак пăчăртам та хам чуп тăвам сана, тăрлавсăра. Йĕкĕт вăтанать пулсан хĕр хăюллăрах пултăр!
— Ăхă, эсир апла хăтланатăр-и-ха?
Сарлака хул-çурăмлă вăйламас Ваня ун-кун пăхрĕ те çывăхра никам та çуккине курсан хĕре йăпăр-япăр йăвантарса ячĕ.
Хĕр куçĕнче каçарма çук ÿпкев.
— Ара, çапрăм çав. Унталла иртрĕн, кунталла кайрăн — ман енне çаврăнса та пăхмарăн...
Хĕр йĕкĕте пĕрре те, иккĕ те тутинчен чуп турĕ. Çав вăхăтрах çирĕппĕн асăрхаттарчĕ: «Мăшăрланиччен мана ан тĕкĕн!»
Çакнашкал асăрхаттару Ваньăна питĕ килĕшрĕ. Çылăха кĕме шухăшламан хĕрпе туслашать эппин. Йĕкĕт шÿтлесе хĕр юбкине хăвăрт сирчĕ. Ай-ай, унта çап-çара та хуп-хура йăран. Лăпăс-лапăс кăткă йăви тейĕн. Тум харри урăх пачах çук. Мĕн курнине йĕкĕт çав самантрах хупларĕ те яшт сиксе тăчĕ, уттарчĕ йăпăртах таçталла.
— Вăт сана ме! Ăна нимĕн те кирлĕ мар иккен! — шалт тĕлĕнчĕ хĕр.
Такăр çултах тумхах тупăнать çав. Автанпа чăх пĕр тăванах, анчах сукмакĕсем яланах пĕр килмеççĕ. Йĕкĕтпе хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ пĕрешкел çынсемех, ачи-пăчине вара расна кăмăл-сипетлĕ ÿстереççĕ. Чăваш ачи пĕр урипе сăпкара, теприпе — акара. Вырăс йĕкĕчĕ те чăваш пекех. Вырăс халăхĕн ку хĕрĕ пирки урăхларах калама тивет. Лизăн пĕр ури амăшĕпе юнашар, тепри баян çумĕнче. Малалла вулас...
Комментировать