Кам эсĕ – Турă çырни?

28 Мая, 2018

Шалтлатса, шăкăлтăк! туса хупăнчĕ хыçра масар алăкĕ. Иртнипе хальхине икке пайласа пысăк пăнчă лартрĕ тейĕн. Масар çинчен тухсан каялла çаврăнса пăхма юрамасть, тени пуçрах-ха Маринăн. Анчах куççуль юхтарса курми пулнă куçĕ умĕнчен кайма, тăнлавĕсем хĕссе ыратакан пуçĕнчен тухма пĕлмерĕ ку ÿкерчĕк.
…Иçмасса, вĕсен машинине масар çинех кĕртсе ячĕ тата хуралçă. Хуралçă тесен ытларах чухне аллине тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке хăратмалла пăшал тытнă, пуçне кивĕ малаххай лартса янă, урине кăçатă тăхăннă ватă мучи сăнарĕ тухса тăрать, çапла вĕт-ха? Кунти масара сыхлакан-хураллакан çамрăк арçын вара Маринăна, хуйхă-суйхăпа минренĕскере, таçти киноран тухса тăнăн туй-ăнчĕ. Яштăм, хура костюм тăхăннă, аллинчи телефонĕпе такампа калаçатчĕ пулас. Çăмăл машинăна курсан салонри çынсем çине калаçнă майăнах тимлĕ куçĕсемпе, сканерпа ирттернĕ евĕр, пăхса илчĕ, иртсе кайма хушса аллипе малалла сулса кăтартрĕ. Машина алăкне тахăшĕ уçрĕ, Маринăна аллинчен тытса тухма пулăшрĕ. Ах-х-х, çанталăкĕ те питĕ шăрăх-çке, тесе шухăшласа илчĕ кăна вăл, çавăнтах шăнса-пăрланнăн хытса тăчĕ. Умра – ултă шăтăк. Мĕншĕн улттă таранах-ши вара? Хăрушă-хăрушă пулса кайрĕ чунра. Пĕри, акă, умрах. Тăршшĕ икĕ метр, сарлакăшĕ пĕр метр пулинех. Тарăнăшĕ икĕ метр та çук пулас… Тăмлă çĕр… Çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа вĕçсе иртрĕç те çак шухăшсем çамрăк хĕрарăм пуçĕнче, урисем лĕнчĕр-р-р кайрĕç, чĕркуççийĕсем çине сулăнса анчĕ апăрша. Нивушлĕ вара çак шăтăка пытарса-пăрахса хăварма тивĕ унăн паян мăшăрне? Чĕркуçленнĕ майăнах пуçне çĕклесе йĕри-тавралла пăхкалама пурпĕрех вăй çитерчĕ хайхискер. Миша выртакан тупăка икĕ пукан çине вырнаçтарнă. Хуйхăпа авăннă пăянамăшне икĕ айккинчен тăванĕсем тытса тăраççĕ ав. Маринăн тăванĕсем те кунтах. Мишăна пĕлекенсем, унпа пĕрле ĕçлекенсем те. «Людмила, мунчана кайăпăр-и паян?» — хăлхана çурасла тенĕ пек илтĕнчĕ тата айккинерех тăракан икĕ хĕрарăм хыттăнах пĕр-пĕринпе пăшăлтатса калаçни. Маринăна кăна илтĕнет-ши вĕсен виле çинче вырăнлах мар калаçăвĕ? Паллать-ха вĕсене вăл, паллать. Епле хăяççĕ вĕсем паян мунча çинчен калаçма? Маринăшăн пурнăç пĕтсе килнĕн туйăнать ав. Анчах кама кирлĕ сан инкекÿ? Ку – санăн инкек, вĕсен мар. Санăн куçусенчен куççуль чарăнми сăрхăнать те, ыттисемшĕн вара… Сыв пуллашса тăпра пăрахĕç те, акă, шăтăка, хăйсен ĕçĕсем патне таврăнĕç. Кăштах аванмарланчĕ те Марина. Вăйсăрлăха кăтартмалли самант-и вара халĕ? Пурте ун çине пăхаççĕ, ăна кĕтеççĕ вĕт. Васкаварлăн урисем çине çĕкленчĕ çамрăк хĕрарăм.
Ултă шăтăкран асфальт сарнă сарлака çул хĕрнерехрине пытарчĕç Мишă-на. Шак! шак! шак! янăрать халĕ те пуçĕнче. Тупăка мар, хăй чĕрине çапса лартнăнах туйăнчĕç пăтасем. Кĕреçисемпе вăшт та вăшт ывăтаççĕ тăмлă тăпрана тара тытнă арçынсем. Вăхăт-вăхăт таптаса хытарнă пек тăваççĕ. Акă, ÿссе те ларчĕ çĕнĕ вил тăпри тĕмески. Юнашарти пилĕк шăтăкран иккĕшĕ те хăйсен хуçисене тупрĕç, — çапла пулĕ çав, Шупашкарĕ пысăк, пурнăçран каякансем те сахал мар-тăр. Эй, тĕнче, ытла та спектакльти пек пулса пырать-çке пĕтĕмпех. Пĕр харăс виçĕ виле тирпейленсе выртрĕç ав…
— Марина, Мишăна тавăраймăн, атя, лар машинăна, пурте кайса пĕтнĕпе пĕрех. Кĕттерер мар асăнма пуçтарăннă халăха… — тени хăлхана пырса кĕчĕ. Мишăпа пĕр бизнес тытса пынă арçын иккен. Çăмăл машинăн хыçалти алăк-не уçнă вăл, хуйха ÿкнĕ хĕрарăм унта вырнаçасса кĕтет. Хирĕçлемерĕ, сăмах чĕнмерĕ Марина, итлерĕ…
Куçĕсемпе машина кантăкĕ витĕр мĕлтлетсе юлакан йывăçсене тинкернĕ пек пулчĕ те, тĕрĕссипе, нимĕнех те курмарĕç вĕсем. Çав-çавах шухăшĕсем Явăш масарĕнче. 11-мĕш номерлĕ масара халăхра «Явăш масарĕ» теççĕ. Чи пысăк масар иккен вăл ку тăрăхра. Унта 50 пин ытла вил тăпри тенине те илтнĕччĕ Марина. 50 пин! Тепĕр хулара ун чухлĕ çын пурăнмасть. Кунта вара, 46 гектар çĕр йышăнакан лаптăкра, вун икĕ çул хушшинче çавăн пек «пысăк хула» ÿссе ларнă. Ăçтан пĕлет ку хĕрарăм пĕтĕмпех, тет пулĕ-ха вулакан? Çапла çав, хут, справка таврашне хатĕрленĕ чухне ăна та чĕнсе илчĕç. Судмедэксперт хĕрарăмăн куççуль юхтарнипе шыçăнса кайнă куçĕсене асăрхамарĕ те тейĕн, «Эсир сожительници-и?..» — тесе хучĕ. Чĕлхи çĕтрĕ тейĕн Маринăн. «Арăмĕ эпĕ», — тесе калама пултарчĕ кăна. «Саккун умĕнче эсир – сожительница, чăвашла – еркĕнĕ, мĕншĕн тесен ЗАГСра çырăнман…» — каллех хĕрхенсе тăмарĕ ку арçын-эксперт. «Юрĕ-ха, юрĕ-ĕ-ĕ, кирек мĕнле калатăр», — капланса килнĕ куççулĕсене пытармарĕ Марина, хăйсем мĕншĕн ятарласа чиркÿре кăна венчете тăнине ăнлантарма шутламарĕ, аллине ручка тытса тĕллесе кăтартнă çĕре алă пусрĕ. «Кладбище, 11, пос. Яуши…» тесе вĕттĕн çырса хунине вулама ăсĕ çитрĕ çавах та хăйĕн.
Ах-х-х, ытла та тĕлĕкри пек-çке. Кам шухăшлама пултарнă мăшăрĕ умĕнче саркаланнă, унпа аташнă, ахăлтатса кулнă самантсенче телейлĕ пурнăç çав тери кĕске пуласса. Мишăн чирĕ те лăпланнă, иртсе кайнă пекчĕ вĕт-ха. Тинех, тинех Турă çырнине тупрĕ тесе шутланăччĕ те…
Хăйсен туй кунне аса илчĕ Марина. Нумай та мар, виçĕ çул çурă каялла кăна пулса иртрĕ çак ĕç-пуç. Тĕрĕссипе, йăва çавăрасси пĕрремĕш хут марччĕ пулин те, вĕсем Мишăпа пĕрлешрĕç. Пĕрлешрĕç — анчах ЗАГСра мар, Турă умĕнче, чиркÿре венчете тăчĕç. «Çырăнчĕç» е «хут уйăрттарчĕç» — çапла та калаççĕ-ха та, ку нимех те пĕлтермест. Чи кирли – Турă умĕнче арăмĕпе упăшки тесе çирĕплетекен хут-документ тыттарчĕç вĕсене. Ытти – йăлана кĕнĕ туй пекех майлашăнса пычĕ: хула тăрăх машинăпа ярăнса çÿрекеленĕ, паллăрах вырăнсене чечексем хунă, сăн ÿкерĕннĕ хыççăн Мишăн хваттерне таврăнма шут тытрĕç. Ак, тамаша, юнашарти çуртран арçынсем тупăк йăтса тухрĕç, кунта вара Маринăсен туй кортежĕ аçа-çиçĕмле кĕрлеттерсе-пиклеттерсе пырса чарăнчĕ. Çакăн пек пăтăрмахран пуçланчĕ вĕсен çемье пурнăçĕ. Ун чухнех ырă мара сисрĕ-ха хĕрарăм чĕри, Мишăна машина хуçисене лăплантарма ыйтрĕ пулин те, хĕрсе кайнă тус-юлташĕсене чарма пулать-и вара?.. Кирлех-ши тата чарма? Савăнччăр… Вăраха пыракан савăнăç пулсанччĕ те, çук çав, çук… Мишăпа Марина вара хăйсен вăрттăнлăхне, пачах та савăнăçлă мар вăрттăнлăха, никама та каламарĕç, хăйсенче кăна тытрĕç…
— Телейлĕ пулăн-ши, хĕрĕм? Ытла та кÿрентертĕн унччен Витя кĕрĕве. Теприне хăв кирлĕ пулмарăн ав, — вут хунăнах пĕрре те тепре аса килеççĕ амăшĕн сăмахĕсем. Кĕрÿ тесе Мишăна мар, Василине те мар ĕнтĕ, Маринăн пĕрремĕш упăшкине калать пурнăçра сахал мар хура-шур курнă хĕрарăм. – Эпĕ те сан пекех пуçсăрччĕ çав çамрăк чух…
Кун пек каланисем вара тарăхтарсах яратчĕç хĕрне:
— Анне, Виталик çинчен аса илтерсех тăрсан мана лайăхрах пулать тетĕн-им?!! – хăй айăпне туять, паллах, хĕрĕ… Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.