Хуçасăрлăхшăн кам айăплă?

23 Мая, 2014

Кирлехчĕ-ши ялта пурăнакансене хăй вăхăтĕнче уйри çĕр лаптăкĕпе пурне те тивĕçтерме? Пĕрисен вăл хăш ял тăрăхĕнче пурăннине кура 50 сотăй йышăнать, теприсен пĕр гектартан та иртет. Унăн виçи колхозăн е совхозăн шутланса тăнă çĕр лаптăкĕн фондĕнчен килнĕ.

Пайсене валеçнĕ чухне хуçалăхра ĕçлекенсене çеç мар, ыттисене те шута илнĕ. Манăн аппа тивĕçлĕ канăва колхозра тыр-пул шăпишĕн пилĕке авса тухман. Мĕн тума памалла пулнă утмăлтан иртнĕ пенсионера пай? Саккунпа çапла хушнă-ши? Нимĕн калама та пултараймастăп. Ял çыннине çĕнĕ самана ырлăхпа килет тесе илĕртесшĕн пулнă-ши? Ваучер сутса та улталарĕç.

Аппа леш тĕнчене кайсан манăн ялти кил-çурта, пахчари 25 сотăй çĕре хамăн çине куçарма лекрĕ. Çавăн пекех уйри пая та. Эпĕ хулара пурăнатăп. Нотариуса мана уйри лаптăк кирлĕ мар, анкартинчи те çитет тетĕп. Çĕр лаптăкне куçман пурлăхлă тума пулăшнăшăн манран 526 тенкĕ шăйăрса илчĕ.

Колхозниксене вăл вăхăтра аренда шучĕпе уйра çуршар гектар çĕр панă. Пĕрисем выльăх валли нумай çул ÿсекен курăк акнă, теприсем çĕр улми çитĕнтерсе услам илнĕ. Çулсем иртнĕ май электричество, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минерал удобренийĕ, им-çам хаклансах пычĕç. Техника туянма йывăрланчĕ. Налукне вара темшĕн те тÿлемеллеччĕ. Çав вăхăтра тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн хакĕ питех ÿсмерĕ. Колхозсене парăмран тухайман пирки панкрута кăларчĕç. Укçаллă çĕнĕ чăвашсем вĕсене йÿнĕпех туянчĕç.

Тăван ялта колхоз арканни вунă çул та çитет пулĕ. Унăн çĕрĕ йăлтах çум курăк айне пулчĕ. Нумай çын пенсие тухрĕ, çĕр пайне тавăрса пама тытăнчĕ. Ара, кĕреçепех кăпкалатма вăй çитереймĕн. Эпĕ те аппан çĕр пайне каялла тавăрса патăм, пĕр пуслăх та усă кураймарăм, 526 тенкĕлĕх тăкак тÿсрĕм çеç.

6-7 çул каялла çеç ял кĕтĕвĕнче 60-70 ĕнеччĕ, пĕлтĕр вара - 20 çеç. Вăл та пулин тынашкасемпе пĕрле шутласан. Çынсем выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахрĕç, арендăна илнĕ лаптăкпа усă курмаççĕ. Вăй-халран хавшанă пенсионера кирлĕ-и вăл?

Анкартинчи çĕре çĕр улми лартма тракториста сухалаттарнăшăн çулсерен нумайрах тÿлемелле.

Ялсем пушанса пыни те чуна ыраттарать. Энтриялĕнчи 126 килтен çурри пушă. Хĕлле мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Ачасем шкул пĕтерсен ялта тытăнса тăмаççĕ. Пĕри вĕренме кĕрет, тепри ĕçе вырнаçать. Килĕрен киле - пĕччен пурăнакан пенсионерсем. «Юрать-ха, çамрăкрах чухне пÿрте çут çанталăк газĕ кĕртсе юлтăмăр», - теççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть Вăрмар районĕн администрацине кĕтĕм. Пушă выртакан çĕрсен шăпи пирки ыйтса пĕлесшĕнччĕ. «Çум курăк пусса илнĕ лаптăксемпе усă курмашкăн пĕчĕк кооперативсем те йĕркелеме май килмест-ши?» - тетĕп.

Уйрăм çынсен хирти пай çĕрĕсем иккен, вĕсемпе патшалăх усă кураймасть. Мĕншĕн тесен халăхăн харпăрлăхĕ шутланать. «Çитес çултан пай хуçисене штрафлама пуçлаççĕ», - терĕ компьютер умĕнчи специалист.

Явап тыттарма 80 çултан иртнĕ ватăсем мĕн айăпа кĕнĕ? Пай хуçисен шутĕнче леш тĕнчене кайнисем те пур. Вĕсене те штраф хирĕç-ши? Шухăшлатăп та тĕлĕнме пăрахаймастăп: чылайăшĕ пай валеçнĕ чухнех пенсионер шутне кĕнĕ, сухалаттарса акайми-лартайми пулнă. Апла пулсан мĕншĕн-ха вăйпа тенĕ пекех çĕр панă вĕсене? Уй-хирте çум курăк, хыт хура хальхи пек алхасман пулĕччĕ. Хуçасăрлăхшăн кам айăплă, камăн явап тытмалла? Шырасан та вĕçне-хĕрне тухаймăн.

Колхоз пуянлăхĕ - уйрăм çынсем пĕрлешсе-ĕçлесе тунă пурлăх. Ăна вара панкрута кăларса укçаллă çынсене сутма пултараççĕ, çав вăхăтрах пай çĕрĕпе нимĕн тума та пĕлмеççĕ. Манăн шухăшпа, çакăнта саккунсем пĕр-пĕрне хирĕçленĕн туйăнать.

Колхозпа /халăхăн пулсан та/ темĕн тума та юрать, салатма та, сутма та, пай çĕрĕпе /вăл та халăхăн/ - çул хупă. Çавăнпах ĕнтĕ тавралла - темиçе çул усă курман, юхăнтарса янă лаптăксем. Хыт хурапа витĕнни никамăн чĕрине те ыраттармасть пулас. Пушă вырттăр, анчах ан тĕкĕн. Çав вăхăтрах фермерсене пусă çаврăнăшне хушăнтарма çĕр çитмест.

Çĕнĕ хуçасем халăхшăн мар, хăйсемшĕн çеç тăрăшаççĕ. Районти пĕр колхоза пуян çын туяннăччĕ. Мехпаркра 7 комбайн, пĕр теçетке трактор, ĕне выльăх 200 ытла пуç, ытти пуянлăх та пулнă. Çĕнĕ хуçа çулталăк хушшинче пĕтĕмпех сутса пуйрĕ. Халĕ фермăра çил витĕр вĕрет. Ял çынни çурт-йĕршĕн налук тÿлет. Усламçă тÿлемест-ши? Тÿлеттернĕ пулсан куçман пурлăха ишĕлтерсе вырттарман пулĕччĕ. Шухăшласа чуна ыраттарни çеç. Хуçасăрлăх хăçанччен алхасĕ-ши?

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.