Налукăн пĕр пайне тавăрас тесен

25 Мая, 2018

«Хальхи вăхăтра налук службин сайтĕнче электронлă 48 сервис пур. Вĕсемпе налук тÿлекенсем усă кураççĕ. Чи анлă сарăлнă сервис — налук тÿлекенĕн харпăр уйрăм кабинечĕ», — пĕлтерчĕ федерацин Налук службин Чăваш Енри управленийĕн налук тÿлекенсене регистрацилекен тата шута илекен пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мешков çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта иртнĕ «Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн» форумра.

Вăл асăннă кабинет урлă мĕнле пулăшусемпе усă курма май пурри пирки каласа кăтартрĕ. Çак интернет-сервис урлă пурлăх объекчĕсемпе транспорт хатĕрĕсем, шутласа палăртнă тата тÿленĕ налуксем, парăмсем пирки кирлĕ информацие пĕлме; налуксем пирки пĕлтерекен хутсене тата вĕсене тÿленине çирĕплетекен квитанцисене илме, пичете яма; уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налуксем тăрăх деклараци тултармалли программăсене тупма, асăннă декларацие онлайн-мелпе çырма тата ăна налук инспекцине электронлă мелпе ăсатма; асăннă документсене тĕрĕслес ĕç мĕнле пынине сăнама пулать.
Налукăн пĕр пайне /вычет/ — 13 процентне — тавăрма кирлĕ документсене те электронлă мелпе хатĕрлесе яма май пур. Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ: 3-НДФЛ декларацине налук органне парас тесен черетре чылай тăма тивет, уйрăмах — «хĕрÿ» тапхăрта. Документсене почтăпа та ăсатма пулать, çапах ку ĕçе килтен е офисран тухмасăрах тума меллĕрех. Налук тÿлекенĕн харпăр уйрăм кабинетне уçас тата регистрацилес тесен çыннăн малтан паспортпа тата ИННпа налук органне каймалла. Унта ăна логин тата пароль параççĕ.
Харпăр уйрăм кабинетăн тĕп страницинче çыннăн мĕнле пурлăх пурри, налуксем ытлашшипех тÿлени е парăмсем пирки калакан информаци тухать. Налукăн пĕр пайне асăннă кабинет урлă каялла тавăрас тесен çыннăн малтан цифрăллă мелпе алă пуснине йĕркелемелле. Çак тĕллевпе унăн сылтăм енчи çÿлти кĕтесри «Профиль» кнопкăна пусмалла, унтан — «Электронлă мелпе алă пуснине тĕрĕслемелли уçăн сертификатне илесси» ятлине. Каярахпа юлашки условие /«Сертификат ФНСра упранать» тенине/ суйламалла, «Ыйту йĕркелесси» тенине пусмалла. Система çыннăн харпăр уйрăм кăтартăвĕсене/ хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, СНИЛС, ИНН, çĕршыв, регион, хула, урам, электронлă почта/ тĕрĕслеме тата пароле çырма сĕнет. Йăлтах тĕрĕс пулсан «Кăтартусене çирĕплетес тата сертификат илмешкĕн ыйту ярас» тенĕ çĕре пусмалла. Электронлă мелпе алă пусни темиçе минутрах хатĕр пулать, серверпа ĕçлекен нумай чухне — пĕр талăкра. Вăл хатĕрри пирки харпăр уйрăм кабинета пĕлтерÿ килет.
Декларацие тултарас тĕллевпе «Уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хуракан налук» уйрăма куçмалла та «3-НДФЛ» тенине суйламалла. Система темиçе вариант сĕнет, вĕсенчен «Декларацие тултарас/ăсатас» тенине» пусмалла. Чи малтанах унта налукăн 13 процентне хăш çулшăн тавăрас тенине кăтартмалла. Унтан система мĕн хыççăн мĕн тумаллине хăех кăтартса пырать: налук тÿлекенĕн статусĕ /уйрăм çын/, хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, ИНН, çыхăнмалли телефон номерĕ, çуралнă кун тата вырăн.
Хатĕр декларацие налук органне ярас тесен «Йĕркеленĕ декларацие ярас» тенĕ çĕре пусмалла, унтан каллех хăш çулшăн отчет тунине кăтартмалла, «Тишкерÿ» кнопкăна пусмалла. Ятарлă файл тухать те ăна тултармалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.