Петровсем ял-йышра - хисепре
Чунран тăрăшакан хăйĕн ĕçĕнче хастарлăхпа палăрса халăхра ырă ят хăварать. Ĕçченлĕх, сатурлăхпа сăпайлăх тыткăнлать кунашкал çынсене. Кăмăла уçса виçеллĕ калаçаççĕ вĕсем. Сăмаха вара ялан ĕçпе çирĕплетеççĕ. Пĕрре курса калаçсанах чунра ăшă туйăм çуралать, тепре те тĕл пулас килет.
Элĕк районĕнчи Исванкăра та пур ял-йышра пысăк хисепе тивĕçнисем. Иван Николаевичпа Галина Алексеевна Петровсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Валентина - чăн-чăн ал ăсти. Леньăпа Максим вара хуçалăх ĕçĕнче маттур. Пĕри те нимĕнле ĕçрен те ÿркенмест.
Иван Николаевичпа Галина Алексеевна нихăçан та тул çутăласса кĕтмеççĕ, ирхине 4 сехетрех выльăхсем патне тухаççĕ. Хуçалăхĕ пĕчĕк ферма евĕрех. Тăватă вăкăр, икĕ сысна, кроликпа чăх-чĕп темĕн чухлех. Ĕнисем вара пиллĕкĕшĕ те сĕт параççĕ.
- Галя, эсĕ выльăхсем валли çăнăх хатĕрле, эпĕ тислĕк тасатăп. Ытти ĕçе вара пĕрле пурнăçлăпăр, - мăшăрĕпе кил хуçи яланах çепĕççĕн калаçать.
- Юрĕ ĕнтĕ, эсĕ каланă пек пултăр, - унпа пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ хальхинче те арăмĕ.
Иккĕшĕ те çамрăк чухнехи пекех вăр-вар. Çемье пуçĕ ялти культура çуртĕнче кочегарта ĕçлет. Мăшăрĕ шкулта повар пулнă, çав вăхăтрах клуба тирпей-илем кĕртме те ĕлкĕрнĕ.
Ывăлĕсем пулăшнипе Иван Николаевич хуçалăхра пысăк сарай тунă. Выльăхсене фермăри пек ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă. Çутă çителĕклĕ, канализаци пур, витене тăрă шыв кĕрет. Ĕçе çăмăллатма сумалли аппарат туяннă.
- Эпир 10-15 çул каялла картишĕнче пĕр-икĕ выльăх çеç тытнă. Пĕр вăхăт лаша усранă. Анкартинчи мĕн пур ĕçе ун вăйĕпе пурнăçланă, - терĕ Галина Алексеевна.
Ывăлĕ Леня çак урамрах пурăнать. Хăй салтакра чухне ашшĕпе амăшĕ ăна валли хăтлă çурт янтăланă. Каччă çар тивĕçне чыслă пурнăçласа таврăнсан тÿрех хăйĕн ĕçне пуçарнă. Йывăрлăхран шикленмен.
- Малтанах сурăхсем усрама шухăшларăмăр. Вĕсене ятарласа Иваново облаçне кайса туянтăмăр. Романовский ăрат 3-4 путек пăранлать. 2010 çулхи шăрăха пула ăратлă выльăха сутма тиврĕ, - пăшăрханнине палăртрĕ Л.Петров.
Сурăх витинчен Леня халĕ ăшă гараж, тырă упрамалли склад тунă. Пурлăхпа техникăна вăл çулсерен пуянлатать. Ăна ашшĕпе амăшĕ, шăллĕ пулăшаççĕ.
Петровсенчен нихăçан та «ывăнтăм, йывăр» тенине илтмен. Леня районти ял çыннисенчен сĕт пуçтарассипе те пуçаруллă. Ăна кулленхи ĕçре мăшăрĕ Елена пулăшать, икĕ ывăлĕ хавхалану кÿрет.
Пурнăçăн анлă сукмакĕпе Петровсем пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе утаççĕ, ыранхи кун пирки шухăшлаççĕ.