«Хаçат кăларасси пирки сăмах хускатсан тапăнма пуçларĕç»
Çапла аса илнĕ каярахпа «Хыпар» никĕслевçи
Николай Никольский ячĕ 112 çул каялла Хусанта чăвашла пĕрремĕш «Хыпар» хаçат кăларма пуçланипех ĕмĕрлĕхех ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлмалла.
Ăс-хакăл улăпĕ
Ăна тăван халăх ытти ĕçĕпе те асра тытĕ. Çаксенчен хăшне-пĕрне кăна аса илер. Пичетленнĕ материалĕсем: «Чăвашсем пирки сведенисем пуçтармалли программа», «Чăвашсен халăха вĕрентес ĕçĕ», «Чăвашсене 1764-1800 çулсенче шкулта вĕрентни», «Чăвашсем çар тивĕçĕ çине мĕнле пăхни», «Вак халăхсен ыйтăвĕ иккĕмĕш Кĕтерин патша вăхăтĕнче», «Чăваш этнографийĕн конспекчĕ», «Вырăсла-чăвашла словарь», «Чăваш чĕлхин грамматикин конспекчĕ», «Христос тĕнĕ 16-18 ĕмĕрсенчи вăтам Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен хушшинче», «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕн конспекчĕ», «Чăвашсем», «Юмахсем», «Тавра пĕлÿлĕхĕн çĕнĕ кĕнекисем», «Чăвашсен халăх медицини» тата ыттисем. Ал çыру хальлĕн упранакансем тата мĕн чухлĕ! «7 томлă вырăсла-чăвашла словарь», «Чăвашсен 1851-1914 çулсенчи экономика йăли-йĕрки», «Вырăсла-латинла-чăвашла словарь», «Чăваш халăхĕн Аслă Пăлхартан тытăнса Аслă революцичченхи иртнĕ вăхăчĕ», ыттисем. Никольский пĕтĕмпе 254 том чухлĕ материал пухса хăварнă. Вĕсенчен 238-шĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнче упранать, ыттисем — Йошкар-Олара, Хусанта тата Саранскра. Фольклор тексчĕсем 90 яхăн томра. Вĕсенче 15 пин çавра юрă, 10 пин юмах, 8 пине яхăн ваттисен сăмахĕ, 5 пин тупмалли юмах. Çак пурлăха эстон фольклорисчĕ Вальтер Андерсон çапла хакланă: «Н.В.Никольский пуххи лайăх йĕркеленĕ ăслăлăх архивĕнчен нимĕн те кая мар, вăл ăслăлăхăн питĕ хаклă материалĕсенчен пысăк йышне упраса тăрать, вĕсем чăваш халăхĕн фольклор, этнографи тата истори материалĕсем шутланаççĕ. Çакăн пек фольклор архивĕсем çĕр чăмăрĕ çинче питĕ сахал — виçĕ теçеткерен ытла мар. Н.В.Никольскин ал çырăвĕсен пуххине чăваш халăх культурин чи паха пуянлăхĕ шутне кĕртмелле».
Хусан — пĕлÿ сăпки
Пирĕншĕн, хаçат ĕçченĕсемшĕн, вăл «Хыпар» никĕслевçи пулнипе хаклă, пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕç патне мĕнле шухăшпа, кăмăлпа, тĕллевпе çитнине ăнланас тесен унăн пурнăçĕн кашни самантне, шăпине пĕлни, унăн шухăш-кăмăлĕн тĕшшине ăнланни питĕ вырăнлă. Атьăр-ха чăвашсен историкĕн, фольклорисчĕн, этнографĕн, хаçат никĕслевçин кун-çулĕнчи темиçе тапхăрĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăрар.
Николай Никольскин ашшĕ ывăлне ял пачăшки тума ĕмĕтленнĕ, анчах ăслăлăхпа кăсăкланакан каччă аслă пĕлÿ илме ăнтăлнă. 1899 çулта Хусанти тĕн семинарине пĕтерсен тĕн академине вĕренме кĕмешкĕн çăвĕпех хатĕрленнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнăскере тутар ушкăнĕн уйрăмне илнĕ. Кунта — Синодăн чи аслă заведенийĕнче — Хусан тĕн академийĕнче — чиркÿ, богослови, миссионерлăх, анăç, хĕвел тухăç тата вилнĕ чĕлхесен енĕпе чи чаплă профессорсем ĕçленĕ. Кафедра пуçлăхĕн Е.А.Маловăн, М.А.Машанов профессорăн витĕмне пулах ентешĕмĕр Н.И.Ильминский тытса пыракан шухăш — вĕрентÿ тата чиркÿ ĕçĕнче тăван чĕлхе пĕлтерĕшне тĕпе хурасси — патне пырса тухнă. Тĕн академийĕнче илекен пĕлÿ çителĕксĕррине туйса Хусан университечĕн лекцийĕсене итлеме çÿренĕ. И.Н.Смирнов, Н.Ф.Катанов, Н.Н.Фирсов профессорсен, К.В.Харлампович доцентăн сăмахĕсене ăса хывнă, араб, перс, тĕрĕк чĕлхисене, истори дисциплинисене кăсăкланса вĕреннĕ. Çак тапхăртах вăл чăваш чĕлхин пĕлĕвне хываканĕпе Н.И.Ашмаринпа паллашнă тата çывăх туслашнă. Икĕ ăсчах тытакан çыхăну 30 ытла çула пынă.
Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ тапхăрта Никольский Магницкипе çывăхланнă. Василий Константинович çамрăка архивсенче ĕçлеме сĕннĕ. «Чăвашсен хушшинчи Христос тĕнĕ» ятпа курс ĕçĕ çырма хатĕрленекен студент Чулхулари архивра чылай ĕçленĕ, тĕнпе, çавăн пекех халăх историйĕпе çыхăннă тĕпчевсем ирттернĕ. Академие Никольский 1903 çулта пĕтернĕ. Историпе, этнографипе начар мар пĕлÿ илнĕ, çавăн пекех икĕ чĕлхепе — нимĕçле тата арабла — лайăх калаçма хăнăхса çитнĕскере богослови кандидачĕн степеньне тата магистрант ятне панă. Çак тапхăр Николай Никольскин пуласлăхри ĕç-хĕлĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăнă.
Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ
Николай Никольскин аса илĕвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Вырăс халăхĕ валли хаçат кăларассине никам та хирĕçлемен. Анчах вырăс мар халăхсем валли хаçат кăларас ыйтăва хускатсан тапăнма пуçларĕç… Сăмахпа пичет ирĕклĕхĕ çинчен Манифест йышăннă хыççăн та, 1905 çулта, «инородец» текен халăхсем валли хаçатсемпе журналсем кăларас ĕçе йĕркелессине ырлакан тупăнман». Çапах пĕтĕм чăваш общественноçĕ тăван чĕлхепе хаçат кăларас ĕмĕтпе пурăннă. Наци интеллигенцийĕн малта пыракан ушкăнĕ, прогрессивлă чăваш пупĕсем те хаçатшăн пĕтĕм чунтан-кăмăлтан тăрăшнă.
Николай Васильевич 1905 çулхи авăн уйăхĕнче Куçару комиссийĕн ĕçченĕсен с±ездĕнче Атăлçи тата Çĕпĕр кĕпĕрнийĕсенчи 37 уесра тĕпленсе пурăнакан чăвашсем валли тăван чĕлхепе хаçат кăларма вăхăт çитни çинчен каланă. Унтан та ытларах, Раççей ШĔМĕн Пичет енĕпе ĕçлекен тĕп управленийĕнчен хаçат кăларма свидетельство илнĕ. Çапла майпа 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Николай Васильевич чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн 22 номерĕн редакторĕ-издателĕ пулнă. «Хыпара» кăларма ирĕк панă хутра-свидетельствăра /1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ/ хаçатра политика çинчен çырма чарнă, унсăрăн пĕрремĕш номер тухсанах хаçата хупма пултарнă. Унта çакăн çинчен çырма юранă: хура халăх çинчен çырнă саккунсем; патшалăхра халĕ пулакан ĕçсем; вырăс халăхĕн, ытти халăхăн пурнăçĕ; ют патшалăх хыпарĕсем; ялта пÿрт-çурт тытса тăрасси; суту-илÿ хыпарĕсем; шкулсем; халăхпа е прихутпа тумалли ытти ĕç; чăвашсем, вырăссем, ытти халăх çинчен; çĕнĕрен тухнă кĕнекесем тата ытти те. «Хыпар» цензорĕ Николай Ашмарин пулнă.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен 1905 çулхи революци юхăмне хутшăннăшăн кăларса янă Тимофей Семенов, Ефим Трофимов тата ыттисем редакци ĕçченĕсем пулса тăнă. «Ашмарин «Хыпара» ырă сунакан çынччĕ, вăл цензура тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ çырнине пичетлеме ирĕк паратчĕ», — аса илнĕ 1950 çулсен варринче Николай Никольский.
1905 çулта пĕтĕм Раççейĕпех халăх революцийĕ сарăлнă. Чăвашсен пирвайхи хаçачĕ çав вут-çулăмра çуралнă та ĕнтĕ. Мĕтри Юман çав тапхăра çапла хакланă: «Хыпар» амăшĕ — чăваш халăхĕн чĕри, «Хыпар» ашшĕ — пĕтĕм Раççейри халăх революцийĕ. Ку — никам тунайми факт. Анчах «Хыпар» — патша саккунĕн йĕркипе тухнă хаçат. Патша правительстви ăна кăларма епле ирĕк панă тата? Çакна ăнланма хĕн мар. Хаçата пуçарса яраканнисем — Н.В.Никольский тата унăн юлташĕсем — «Хыпар» урлă чăваш халăх шанчăкне Патшалăх думи еннелле сулăнтарма, чăваш хресченĕсене революцирен пăрса яма ĕмĕтленнĕ».
1906 çулхи çурларан пуçласа 1907 çулхи кăрлач вĕçĕччен темиçе редактор та улшăннă. 1907 çула хаçат пысăк йывăрлăхсемпе кĕнĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыман. Типографи редактора 1906 çулшăн парăмсене — пĕр пин тенке яхăн — парса татма ыйтнă. Çĕнĕ çул номерне кăларма пултарнă-ха, анчах кĕçех Хусан кĕпĕрнаттăрĕн хушăвĕпе хаçата хупса хунă. Хусанта пурăннă сотрудниксенчен хăшĕсем хуларан тухса кайнă, теприсем вăрттăн листовкăсем кăларма пуçланă.
Ăслăлăхри çитĕнĕвĕсем
Совет тапхăрĕнче Никольский педагогика ĕçĕпе пурăннă. 1917-1918 çулсенче Хусан университетĕнче приват-доцентра ĕçленĕ, 1919 çулхи кăрлач — 1922 çулхи çу уйăхĕсенче — университет профессорĕнче. 1918 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Хусан педагогика институчĕн канашĕ ăна преподавателе çирĕплетнĕ. Кунта вăл Атăлçи халăхĕсен этнографийĕпе лекцисем вуланă. Çав хулари Çурçĕр-хĕвел тухăç археологи тата этнографи институчĕн канашĕ ентешĕмĕре Раççей çурçĕр-хĕвел тухăç халăхĕсен историйĕн преподавательне лартнă. 1920 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче этнографи уйрăмĕн деканĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна çавăн пекех Тĕп хĕвел тухăç музыка шкулĕнче /1921 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчен — Хĕвел тухăç консерваторийĕ/ музыка историне вĕрентме те шаннă. Кĕçех консерватори директорне çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта вăл ăслăлăхпа йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă, Атăлçи халăхĕсен музыка историйĕ пирки кĕнеке, ытти вун-вун ăслăлăх ĕçĕ çырнă.
Инкек кÿнĕ ĕçсем
Ентешĕмĕр Хĕвел тухăç педагогика институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра Чăваш Ен валли аслă пĕлÿллĕ специалистсем питĕ нумай хатĕрленĕ. Унта вăл 1922 çултан пуçласа 1931 çулччен вăй хунă. Асăннă института хупасси Шупашкарта Чăваш патшалăх педагогика институтне уçнипе çыхăннă. Николай Васильевич этнографи кафедрин пуçлăхĕ пулнă, Атăлçи халăхĕсен этнографийĕпе лекцисем вуланă. Малалла вулас...
Комментировать