Çĕнтерÿ валли 100 балл
15 мая, 2018 | Образование

Рособрнадзор пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн, Раççейре 4-мĕш çул ĕнтĕ «Çĕнтерÿ валли 100 балл» акци иртет. Ăна Патшалăх экзаменне тытакансене пулăшма, умри тĕллевсене хумханусăр пурнăçлама йĕркелеççĕ.

Чăваш Енре ака-çу уйăхĕсенче 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем ППЭре пысăк балл илнĕ, халĕ аслă шкулсенче ăс пухакан студентсемпе тĕл пулнă. Шкулта Патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухнăскерсем хăйсен опычĕпе паллаштарнă, ырă сĕнÿсем панă.

— Экзамен — яланах хумханулă та пăлхануллă. Вĕсене лайăх тытас тесен нумай хатĕрленмелле. 100 балл «ĕçлесе илме» кашни кун мĕн те пулсан тумалла — шкулти занятисене сиктермесĕр çÿренисĕр пуçне килте ППЭн пĕр вариантне те пулин пăхса тухмалла. Тĕрĕс мар хуравсене тарăннăн тишкермелле. Вырăс чĕлхипе эпĕ репетиторпа хатĕрленмесĕрех 100 балл илнĕччĕ. Çак предмета вĕрентекен тарăннăн хатĕрлени пулăшрĕ. Экзамена пырсан хама «Эпĕ пĕтĕмпех пурнăçлатăп», — тесе лăплантартăм та ĕçе пуçăнтăм», — каласа кăтартнă Вăрнарти 2-мĕш шкултан 2016 çулта вĕренсе тухнă Анастасия Капитонова.

Екатерина Муромцева Шăмăршă шкулĕнчен 2010 çулта вĕренсе тухнă. Обществознанипе Патшалăх экзаменĕнче вăл 100 балл пухнă. Кăçал шкултан вĕренсе тухакансене Катя ăслă сĕнÿсем каланă:

— Часах эсир пурнăçăн анлă çулĕн пĕрремĕш утăмĕсене тăватăр. Вĕсем тĕрĕс те ăнăçуллă пулччăр тесе тăрăшăр. Эсир пĕлÿ патне ăнтăлсан сирĕн пурнăç телейлĕ пулĕ, ППЭне те ăнăçлă тытатăр. Ăна пурнăçлама йывăр пулмĕ. 11 çул вĕреннине çирĕплетмелле кăна. Ăнăçлă тытсан сирĕншĕн çĕршыври пур аслă шкулăн алăкĕ те уçă пулĕ».

Часах пысăк ĕçе — Патшалăх экзаменне — пуçăнакан яшсемпе хĕрсене тата ытти студентсем, хăй вăхăтĕнче пысăк балл пухнисем, чăтăмлăхпа ăнăçу, телей суннă.

 

Елена ЛУКИНА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать