Тимĕр-тăмăр укçинчен преми паратчĕç

11 Мая, 2018

1971 çулта Шупашкар районĕнчи «Звезда» колхозăн тĕп инженерĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Трактор 20 яхăнччĕ, автомашина, тыр-пул пухса кĕртмелли комбайн, ытти машина 1980 çулсенчипе танлаштарсан сахалрахчĕ. Çулталăкра патшалăха ăсатмалли тимĕр-тăмăр планĕ 15 тоннăпа танлашатчĕ. Вунă çултан ăна 55 тонна шайне çитерчĕç. Мĕнле тултарнине халăх тĕрĕслевĕн комитечĕ çирĕп тĕрĕслетчĕ. 1976 çулхи пĕр кварталта сутма палăртнинчен 3 тонна сахалрах патăмăр. Çакăншăн комитет тĕп инженер оклачĕн виççĕмĕш пайне тытса юлма йышăнчĕ.
Сутлăх тимĕр-тăмăра стандарта тивĕçтересси — йывăр ĕç. Николай Федоров сварщик касса ваклатчĕ. Евсей Михайлов водитель пĕрремĕш кун ГАЗ кузовне тиеттеретчĕ, иккĕмĕшĕнче Шупашкарти «Вторчермет» предприятие каятчĕ. Унта черет çур çухрăма тăсăлатчĕ. Тимĕршĕн тÿленĕ укçан 20% механизаторсене преми пама уйăрнă.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.