Сăн ÿкерчĕк аса илтерет.

21 Мая, 2014

Нумаях пулмасть Чăваш халăх писателĕпе Николай Терентьев драматургпа сыв пуллашрăмăр.

Николай Терентьевич чăваш литературипе театршăн сахал мар ĕçленĕ, пурĕ 50 ытла пьесăпа сценари çырнă. Вĕ/сене 15 чĕ/лхене куçарнă/ . Чи паллă/ ĕ/çĕсем: «Çĕрпе хĕр», «Çăлтăрсем сÿнмеççĕ», «Куккук çаплах авăтать», «Кайри мала, хур кайăксем», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Пушар лаши» тата ыттисем. Унăн чылай пьесине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театр сцени çинче лартнă. Халăх вăл çырнă пьесăсене яланах юратса вулатчĕ, эпĕ те унăн ĕçĕсемпе хаваспах паллашнă, Шупашкарта вĕреннĕ чухне те, ун хыççăн та Чăваш драма театрĕнче Николай Терентьев пьесисемпе лартнă спектакльсене курма тÿр килнĕ.

Сывлăха кăштах çирĕплетме «Чувашия» санаторие кайма шухăшларăм. Вăл Атăл хĕрринче питех те илемлĕ вырăнта вырнаçнă: сывлăшĕ уçă, çут çанталăк хитре. Пĕрле канакансен хушшинче хам çуралса ÿснĕ тăрăхри - кÿршĕри Пăчанар ялĕнчи - хĕр те пурччĕ: пĕр-пĕрне курсан савăнсах кайрăмăр. Валя манран пĕр çул кĕçĕнрех класра вĕренетчĕ.

Эпир вăхăта пĕрле ирттерме пуçларăмăр, процедурăсем хыççăн уçăлса çÿреттĕмĕр. Пĕррехинче пухăннисене Николай Тереньевпа тĕл пулу иртесси пирки пĕлтерчĕç. Вăл та санаторире иккен. Николай Терентьевич санаторире канакан Людмила Шадрина поэтессăпа паллаштарма шухăшланă. Малтанах вăл кăштах хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ, унтан Людмила Шадринăна сăмах пачĕ. Вăл стоматолог иккен, пушă вăхăтра сăвă хайлать-мĕн. Тĕл пулу кăсăклă иртрĕ, Людмила Николаевна хăйĕн сăввисене вуларĕ, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çав вăхăталла эпĕ те кăштах çыркалама пуçланăччĕ, писательтен çырас ăсталăха еплерех ÿстермелли пирки ыйтса пĕлтĕм.

- Чун, тăрăшулăх кирлĕ, çынна юратни пĕлтерĕшлĕ. Хăв çырнине те хисеплемелле, хайлав çын чунне вăратма пултартăр, - тесе каланине ас тăватăп. Вăл мана ачасем валли çырнăшăн тав турĕ, малашне те хаçат-журналпа çыхăну тытма сĕнчĕ. Пуху хыççăн драматург хайлавĕсене тупса тепĕр хут вуласа тухнине ас тăватăп. Унăн кĕнекисене татах та ытларах вулас килнине пĕлтерсен вăл пире: Пьесăсем сцена çинче пынă чухне вĕсене кĕнекен пичетлесе кăлармаççĕ", - терĕ.

Пĕррехинче уçăлса çÿренĕ чухне пирĕн пата фотограф пычĕ, эпир писателе хамăрпа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнме ыйтрăмăр.

Унтанпа чылай çул иртрĕ, вăл тăван ялне пурăнма куçни пирки пĕлтĕм. Паллă драматург çут тĕнчерен уйрăлнă пулсан та çĕр çинче унăн паллă пьесисем, халăх юратăвĕ юлаççĕ, чăваш халăхĕ ăна яланах асра тытса пурăнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре Николай Терентьевич тĕнче çине юратса пăхать, "Тăван чĕлхе нихăçан та пĕтмĕ", – тесе калассăнах туйăнать.

 

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш

Рубрика: