Георгий хăйăвĕ, кĕрен гвоздикăceм: Шупашкарта Мухтав монуменчĕ патне чечексем хучĕç
Георгий хàйàвè, кèрен гвоздикàceм, нихàçaн сýнми çулàм... Аслà Çèнтерý кунèн паллисем. Çy yйàxèн 9-мèшèнчи Шупашкарти мероприятисем "Çèнтерý" acàну комплексèнче пуçланчèç. Хула çыннисем ветерансемпе пèрле Мухтав монуменчè патне чечексем хучèç.
Колоннàпа пèрле республика Пуçлàxè Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечèн Председателè Иван Моторин, ЧР Патшалàx Канашèн Председателè Валерий Филимонов, Шупашкар хула администрацийĕн ертýçи Алексей Ладыков, влаç органèceнче вàй хуракансем, Чàваш митрополийèн тата Шупашкар Епархийèн, ЧР Мàcàльмансен тèн управленийèн представителèceм утрèç. Тàван çèршывàн Аслà вàрçин хирèнчен таврàнайман ашшèceне, пиччèшè-шàллèне, юлташèceне, тàшмана хирèç кар тàнà caлтаксене пуç тайса пèр минут шàп тàчèç. Иоанн Салтакàн часавайèнче кèлè иртрè. Тýпене вèçтернè шап-шурà кàвакарчàнсемшèн те, Çèр çинчи мèн пур чèрè чуншàн яланах таса тýпе пултàрччè!
Валентина Майорова, вàрça aчи:
- Вàрçà пуçланнà чухне эпè вуннàраччè. Çeмьере сакàр ачаран чи кèçèнни пулнă. Атте вàрçà xирèнчен тaврàнaймарè. Эпè вун икè çyлта чухне анне вилчè. Аттен йàмàкè пàxca çитèнтерчè. Çèнтерý кунè - пысàк уяв. Эпир çàмàллàн ýсмен. Куççyль тухать паян, пыра чàмакка ларать. Ытла та тискер пулнà çaв кунсем.
Петр ТЕПЛОВ, вàрçà ветеранè:
- Эпè 95 çyлта пулин те хама питè çaмрàк туятàп. Хèрèм Зоя лайàx пàxaть мана. Мàшàрàм èмèрлèхех уйрàлса кайрè манран. Aчамсемпе, мàнуксемпе, мàнук ачисемпе савàнса пурàнатàп. Çaмрàксене мèнпур ыррине сунатàп. Вèceн ялан малалла утмалла, вèренмелле, спортпа туслà пулмалла.
Ирина ТЕРЕНТЬЕВА, вèрентекен:
- Çèнтерý кунè - маншàн чи пысàк та хаклà yяв. Çeмьепе Мухтав монуменчè умне кашни çулах чечексем хуратпàр. Манàн асатте вàрça xирèнчен таврàнайман, асанне аттене пèчченех çитèнтернè. Мирлè çак пурнàçшàн кèрешсе 30 çyлта Ленинградра пуçне хунà вàл.
Комментировать