Инвестици çителĕксĕр хыватпăр

21 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова брифинг ирттерчĕ. РФ Правительстви федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсен ĕç-хĕлне 2013 çулшăн хак парассипе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕ.

Правительство 2012 çулшăн Чăваш Ене - çирĕм саккăрмĕш, иртнĕ çулшăн çирĕммĕш вырăн панă. Эпир федерацин Атăлçи округĕнче пиллĕкмĕш вырăна тивĕçнĕ. Республика - 2013 çулта экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене лайăхлатнă 39 регион йышĕнче. 2012 çулта республикăра курса калаçнă çынсен - 37,8, пĕлтĕр 40,9% влаç ĕçĕ тивĕçтернине пĕлтернĕ. Кăтарту ку енĕпе те лайăхланнă.

Рубрика: