Куккурус - тупăшлă культура

21 Мая, 2014

Çĕр-шыва КПСС Тĕп Комитечĕн Пĕрремĕш секретарĕ, СССР Министрсен Канашĕн Председателĕ Н.С.Хрущев ертсе пынă çулсенче куккурус пусă çаврăнăшĕнче тĕп культура шутланнă, ăна хисеплесе "уй-хир пики" ят панă. Вăл çулсенче пирĕн тăрăхра та анлă сарăлнă. Чапа тухнă колхоз председателĕ Сергей Коротков 6 теçетке çул каяллах новаторла пуçару тунă. Вăл калама çук тухăçлă куккурус çитĕнтернĕ, кашни гектарĕ 800-1000 центнертан кая мар ешĕл апат панă.

Шел, пурăна-киле çак культурăна сивлеме пуçларĕç, пусă çаврăнăшĕнчен кăларса пăрахрĕç.

Юлашки çулсенче вăл каялла таврăнчĕ. Ял хуçалăх организацийĕн ертÿçисемпе специалисчĕсем куккурус выльăх рационне пуянлатнине, продуктивлăхне ÿстернине шута илчĕç. Ăна силослăх çеç мар, тĕшĕлĕх те çитĕнтерме тытăнчĕç.

Çак тата ытти материала «Тăван Ен» ятарлă страницăра вулăр.