Наци ротин командирĕ

27 Апр, 2018

Чăваш çар организацийĕсем ыйтнипе Хусан çар округĕн штабĕ 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш стрелокĕсен 1-мĕш полкне йĕркеленĕ.

Унта чăвашсене ытти чаçрен пуçтарнă. 1917 çулхи чÿк уйăхĕнче тăван ялне çартан отпуска таврăннă Александр Корнилов штабс-капитан та çырăннă. Хальхи Куславкка районĕнчи Çĕньялта çуралнăскер Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Малтан — салтак, прапорщиксен шкулне пĕтерсен — Чĕмпĕр полкĕн ротин командирĕ. Австри-Венгрипе Германи пĕрлĕхĕн çарне хирĕç çапăçса икĕ хут аманнă. Хăюлăхшăн ăна Георгий хĕресĕн IV степенĕпе, Çветтуй Анна орденĕн IV, III тата II, Çветтуй Станислав орденĕн III тата II степенĕсемпе наградăланă.
Чăваш полкĕн 1918 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчи пухăвĕнче А.Корнилова рота командирне суйланă. <...> Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1918 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче рабочи-хресченĕн Хĕрлĕ Çарне туса хурасси çинчен декрет кăларсан <...> полка салатса янă. А.Корнилов Хусанта потребкоопераци курсĕнче вĕреннĕ <...>. Анчах чунĕ çар хĕсметнех туртнă. Чăваш ĕçĕсен комиссарĕ А.Краснов 1918 çулхи çулла Хĕрлĕ Çарăн чăваш полкне йĕркелеме хăтланнă тапхăрта унтан батальон е хуçалăх чаçĕн командирне лартма ыйтнă. Хĕрлĕ Çар командованийĕ чăваш чаçне туса хума ирĕк паман.
Комучăн Халăх Çарĕпе чехсен корпусĕ 1918 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Хусана тытса илнĕ. Вĕсен совет влаçне хирĕçле агитаци витĕмне лекнĕ чăваш офицерĕ-салтакĕнчен нумайăшĕ, çав шутра А.Корнилов та, малтан Комуч Çарне, кайран Шурă Çара лекнĕ, «хĕрлисене» хирĕç çапăçнă. Красноярск патĕнче А.Корнилова тыткăна илнĕ, персе вĕлермен, совет влаçĕн Польшăри тăшманĕсемпе çапăçма явăçтарнă. Кайран вăл ЧАО çар комиссариатĕнче ĕçленĕ.
Çĕньял каччи Шурă Çарта пулнине НКВД манман, 1930 çулсенче А.Корнилова икĕ хут арестленĕ. <...> 1940 çулта 8 çуллăха ĕçлеттерсе юсамалли лагере янă. Патша тата совет çĕршывĕн офицерĕ 1943 çулта Комире дистрофие пула вилнĕ. 1955 çулта таса ятне тавăрнă. Тулли верси...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.