Куракансем кĕтнĕ самант

27 Апр, 2018

Çулталăкри паллă та асра юлакан мероприятисенчен пĕри — Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — уçăличчен виçĕ эрне çеç юлчĕ. Кăçал вăл çу уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче иртĕ.
Вун пĕрмĕш фестивале мĕнле хатĕрленни тата унта камсем хутшăнасси, мĕнле фильмсем кăтартасси çинчен журналистсене кинофорум йĕркелÿçисем — илемлĕх ертÿçи тата программа директорĕ Сергей Лаврентьев киновед, кинофестиваль директорĕ Максим Матросов — каласа кăтартрĕç.
Хальхинче илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюри председателĕ — Раççей тата совет кинорежиссерĕ, Раççей халăх артисчĕ Александр Прошкин сценарист пулĕ. Жюрире çавăн пекех Карина Андоленко актриса, Артем Васильев композитор, АПШ кинокритикĕ Владимир Падунов ларĕç. Тĕп конкурса «Бесконечный человек» /Хью Салливан, АПШ/, «Скоро все кончится» /Алексей Рыбин, Раççей/, «Рок» /Иван Шахназаров, Раççей/, «Золотая рыбка» /Александр Галибин, Раççей/, «Нагорная проповедь» /Йоо Йоунг Уи, Кăнтăр Корея/, «Турецкое седло» /Юсуп Разыков, Раççей/, «Голова. Два уха» /Виталий Суслин, Раççей/, «Прохожий» /Дамба Байарсайхан, Монголи/, «Ничей» /Евгений Татаров, Раççей/ ĕçсене тăратнă.
Унсăр пуçне ытти çулти пекех этника тата регионти фильмсен конкурсĕ пулĕ. Унта Пушкăрт, Тутар, Чăваш, Саха-Якут тата Бурят республикисенчи 15 ĕçе суйласа илнĕ. Асăннă фильмсене хак паракан жюри председателĕ — АПШ киновечĕ Ненси Конди. Кинофестиваль çавăн пекех куракансене ятарлă программăсемпе те савăнтарĕ.
 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.