Тĕслĕхли тата ĕмĕтри...
Пире кашнинех чăваш ялĕн шăпи, сăн-сăпачĕ, пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Çапла пулмасăр, эпир унтан тухнă-çке. Хулара пурăнатпăр пулин те чунăмăрсем унталлах туртăнаççĕ. Юратнă Чăваш Енĕмĕрте паян пин те çичçĕре яхăн ял. Темĕнли те пур вĕсен йышăнче: аталанаканни те, пурнăçпа тан «утаканни» те, пĕтекенни те, лаштра йăмралли те, йывăçсăрри те, пĕве йышлă пулнипе палăраканни те, ача сачĕ, шкул е культура вучахĕ çуккипе нушаланаканни те...
Çапах та тĕслĕхлĕ ял пур-и Чăваш Республикинче? Хăшне ун йышне кĕртме пулать-ши? Тата манăн ĕмĕтри ял... Мĕнлерех вăл? Кун пирки нихăçан та пуç ватманччĕ. Атя-ха, вулаканăм, пĕрле ĕмĕтсен çутă тĕнчине çитсе килер. Ку ыттисемшĕн чăннипех тĕслĕх пулса тăрать тесе ятарласа палăртнă ял çук чăвашлăх хутлăхĕнче. Журналист ĕçĕпе чылай яла çитсе курма тивнĕрен хăюлăх çитерсе пĕтĕмлетÿ тăвам эппин. Юлашки вăхăтра Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре тăтăш пулма тÿр килчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, чечекленекен ял вăл. Кунта çырма-çатрара ытти çĕрти пек ăпăр-тапăр, çÿп-çап йăваланмасть. Вĕсене карта тытса çавăрнă, йывăç лартнă. Çÿп-çап пăрахма контейнерсем пур. Садикпе шкул умĕнчи лаптăкра шăтнă калушпа резина атăсене те «хута янă». Вĕсене сăрланă та - чечек ÿстермелли савăт хатĕр те. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Казанцев тата культура ĕçченĕсен пуçарăвĕпе Çамрăксен тата Ачасен паркĕсене уçнă. Унта илемлĕ чечексем ешереççĕ, фонтансем пĕрĕхеççĕ. Каçсерен те илемлĕ кунта, ĕлĕкхи хунарсен çутипе уçăлса çÿреме те пулать. Вулавăш умĕнче вара «аист йăва çавăрнă, чĕпĕ кăларма хатĕрленет». Ялти вулавăш çумĕнче фольклор ушкăнĕ те, вокал ансамблĕ те, театр студийĕ те пур. Кунта куллен тĕрлĕ куравпа мероприяти ирттереççĕ. Çак кунсенче вара вĕсем ача-пăча лапамне хăтланă. Çитес вăхăтрах кунта историпе тавра пĕлÿ музейĕ хута кайĕ. Унта ял историйĕпе, пурнăçĕпе, кунти йăла-йĕркепе тĕплĕн паллашма май пулĕ. Кивĕ Эйпеçсем республикăра ирттерекен тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çапла вара, манăн шухăшăмпа, Кивĕ Эйпеçе Чăваш Енри тĕслĕхлĕ ял йышне кĕртме пулать. Шел, тĕп хуламăртан инçетре вырнаçнă вăл. Туристсене кăтартмалли вырăн тума меллех мар.
Раççейре вара Ленинград облаçĕнчи Верхние Мандроги ялне кăтартуллисен, тĕслĕхлисен шутне кĕртеççĕ. Унта - чаплă керменсем, йывăçа эрешлесе капăрлатнă çуртсем. Хăна çурчĕ те пур. Ял çыннисем килен-каяна яланах çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Капăр тум тăхăнса, купăс каласа, юрласа-ташласа савăк кăмăл парнелеççĕ. Пурне те кăчăк туртаканни кунта - лаша вити. Тĕрлĕ ăратлă ут ĕрчетеççĕ. Пĕчĕк лашасем те - понисем - пур. Хăнасем урхамах утланса çÿреме е тăрантаспа ярăнма пултараççĕ. Ял çыннисем ĕне, сысна, чăх-чĕп, хир чăххи усраççĕ.
Асăннă ялăн историйĕ те интереслĕ. Маларах кунта вырăссемпе пĕрле вепссем / финн-угор халăхĕ/ пурăннă. «Мандроги» вепс чĕлхинчен куçарсан «пÿрт урати» тенине пĕлтерет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашистсем яла чĕртсе çунтарнă. 1996 çулта вара вырăнти хастар çынсен пуçарăвĕпе ăна çĕнĕрен çĕклеме тытăннă. Халĕ унта куллен 100 ытла çын пурăнать. Шкул, ача сачĕ, лавкка, почта, вырăнти апата хатĕрлекен ресторан пур. Тимĕрçĕ лаççи, тăмран савăт-сапа хатĕрлекен, пир тĕртекен, чĕнтĕр çыхакан, карçинкка, лăпă çыхакан, капăрчăк /ювелир/, матрÿшке ăсталакан, хăйне евĕр пĕремĕк пĕçерекен мастерскойсем ĕçлеççĕ. Ăстасем хăнасене те пĕремĕк янтăлама е матрÿшкене сăрласа илемлетме ирĕк параççĕ. Кăмăл тăвакансене йывăçа эрешлесе касма хăнăхтараççĕ. Уçă тÿпе айĕнчи музейпа шурă эрех музейĕ те килен-каяна тыткăнлать. Кунта пурăнакансем каç кÿлĕм уничере çерем çинче балалайка, купăс каласа юрлаççĕ, ташлаççĕ. Интереслĕ вĕт?
Тĕслĕхлисенче «пулса куртăмăр», халĕ ĕмĕтри ял пирки сăмах пуçарар. Чăн малтан таса та тирпейлĕ пулнине курас килет. Атту халĕ кашни ялти çырма-çатрарах купи-купипе ăпăр-тапăр, çÿп-çап. Пĕвере те темĕн те пĕр ишсе çÿрет. Шел, таса пурăнма вĕренеймерĕмĕр-ха. Ялсенче çуркунне субботниксем те йĕркелеççĕ ĕнтĕ. Анчах унта тухнисем тĕп урама тасатнипех çырлахаççĕ, пĕчĕк тăкăрлăксемпе çырмасене тирпейлемеççĕ. Эпир ачапча чухне ялсенче чылай тасарахчĕ. Халĕ пăхатăн та - çырмара пластик савăт-сапа, шăвăç банка, кĕленче нумай. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пластик савăт сахалччĕ. Халĕ лавкка апатне нумай туянатпăр. Манăн ялта пурăнаканăн шухăшлавне, ăнлавне сĕре улăштарттарас килет. Чылайăшĕ: «Паян пурăнса пултăр»,- тет. Малашлăх, пуласлăх пирки сĕмленмест.
Ялта, паллах, шкул та, клуб та, вулавăш та, ача сачĕ те, медпункт та, почта та, чиркÿ те, лавкка та, лаша вити те кирлех. Вĕсемсĕр ял пĕтет. Культура керменĕсĕр, пĕлÿ çурчĕсĕр яла çамрăксем юлмаççĕ. Çакна кашни хутлăхрах курса ĕненме пулать. Производство та, ĕç вырăнĕ те кирлех. Ял варринче - пĕве, çумĕнче вăрман пултăр. Çыннăн çут çанталăк ытамĕнче пулмалла. Маларах яла лаша илем кÿретчĕ, халĕ ăна сенкер экран çинче кăна куратпăр. Культура çуртĕнче е вулавăшри пĕр кĕтесре пĕчĕк музей та пулин пулмаллах. Вăл ял историйĕпе, паллă çынсемпе, унти йăла-йĕркепе паллаштартăр. Паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ харпăр хăй ялĕн историне, ăна кам тата хăçан пуçарнине пĕлмест. Аваллăх манăçнă тăрăхра малашлăх та тĕтреллĕ.
Ĕмĕтри ялăмра манăн ача-пăча площадки, хоккей курупки валли те вырăн пур. Пекарньăра вара чăн-чăн, таса ыраш çăнăхĕнчен тутлă çăкăр пĕçереççĕ. Техĕмлĕ унăн шăрши кăмăла çĕклет. Лапсăркка йăмрапа хăва вĕтлĕхĕнче шăпчăк юрлани, куккук авăтни, çу уйăхĕнче сиреньпе çĕмĕрт чечеке ларни чун хĕлĕхне хускатать.
Комментировать