Бюджет: тупăш ÿсет, парăм чакать
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ çирĕм пĕрремĕш сессийĕн кун йĕрки чăннипех пуян пулчĕ: депутатсем Чăваш Республикин вун пилĕк саккунĕн проектне тишкерсе иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç, унсăр пуçне тата сакăр ыйту сÿтсе яврĕç.
«Чăваш Республикин 2013 çулхи республика бюджетне пурнăçлани çинчен» саккун проектне ЧР Патшалăх Канашне Чăваш Ен Пуçлăхĕ тăратнă. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина тухса калаçрĕ, контрольпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина бюджета пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх - иртнĕ çулхи бюджет 2012 çулхипе танлаштарсан ăнăçлă пурнăçланнă темелле. Тупăш ÿсет, патшалăх умĕнчи парăм чакать.
Министр доклачĕ тĕплĕ хатĕрленĕскер пулсан та проекта йышăниччен депутатсен уçăмлатмалли ыйту сахал мар пулчĕ. Олег Николаев, сăмахран, патшалăхăн уйрăм программисем еплерех пурнăçланнипе кăсăкланчĕ, Игорь Моляков Мускавран укçа мĕншĕн кая юлса килнине пĕлесшĕн пулчĕ.
Чăн та, цифрăсем чăнлăхпа пĕр килни никама та иккĕлентермерĕ, çапах та кăтартусене 2012 çулхипе танлаштарни тĕрĕсех маррине пĕлтерекенсем тупăнчĕçех, мĕншĕн тесен çулталăк ун чухне ăнăçлах пулман, кризис умĕнхисемпе, тĕслĕхрен, 2008 çулхипе, виçни пĕлтерĕшлĕреххине асăнчĕç.
Бюджета пуянлатмашкăн вырăнти мелсемпе усă курмалла. Ку енĕпе налуксене пысăклатни çапма пĕлмен пушă евĕр хамăрах пырса тивме пултарать: пĕчĕк е вăтам бизнес çак сăлтавпа аркансан хыснана пĕр пус та кĕмест вĕт.
Налук амнистийĕ пирки те калаçрĕç депутатсем. Вĕсенчен пĕри инспекцирен çыру илнĕ: парăм 47 тенке çитнĕшĕн 1 тенкĕлĕх штрафлани çинчен çырса пĕлтернĕ ăна. Çав хута специалистсем кăткăс техникăпа хатĕрлени тăкаксăр пулман паллах, ăна конверта чиксе адресат патне çитермешкĕн тата 35 тенкĕ пĕтернĕ. Кутăнла хăтланни мар-и çакă?
Олег Таланцев шухăшĕпе - республика бюджечĕ тупăш тата тăкак енĕпе пурнăçланнине, вăл социаллă тĕллевлĕ пулнине ырламалла. Çав вăхăтрах промышленноç, ял хуçалăх производстви чакса пыни шухăшлаттарать. Ял хуçалăхне тупăш илме çанталăк та, субсидие çулталăк вĕçĕнче кăна куçарса пани те, кадрсем çитменни те ура хураççĕ. Агрономсем, зоотехниксем, ветврачсем тĕлĕшпе те сывлăх сыхлавĕнчи евĕр «Земство тухтăрĕ» йышши программа йышăнмалла, мĕншĕн тесен ял хуçалăх специалисчĕсем хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕ пĕтернисенчен чылайăшĕ, уйрăмах ветеринарсем, хулара юлса йытă-кушака сиплеме шухăшлать. Апла тăк дипломлă специалистсене патшалăх шучĕпе пĕлÿ панăшăн совет саманинчи пек 3 çуллăха направленипе ĕçлеме яни те вырăнлă пулмалла.
Француз чĕлхинчен куçарсан бюджет тени енчĕк, сăран михĕ иккенне пĕлтерет. Ăна тăкакламашкăн алă тăсиччен малтан тултармаллине, урăхла каласан пуянлатмаллине Валерий Павлов республикăри пысăк тытăма ертсе пынă май аванах чухлать, ыттисене те çапла тума сĕнет.«Конвертри шалу», сĕмсĕр водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни канăçсăрлантарать ăна - пĕрремĕш тĕслĕхĕнче çынсем тивĕçлĕ пенси илеймеççĕ, иккĕмĕшĕнче ыттисем нушаланаççĕ, апла тăк сăнав камерисем ытларах вырнаçтармалла, штраф тÿлеттермелле - кун пек чухне патшалăх енчĕкне укçа самаях пырса кĕмелле.
Саккун проектне иккĕмĕш вулавпа çирĕплетессишĕн сессие хутшăннă 43 депутатран 40-шĕ майлă сасăларĕ, 2-шĕ хирĕçлерĕ, пĕри тытăнса тăчĕ.
«Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори органĕн 2013 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен» саккун проекчĕ пирки тухса калаçнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтерни те депутатсене самаях хускатрĕ: тухтăрсен, вăтам тата кĕçĕн сыпăкри медперсоналăн шалăвĕпе интересленчĕç, «Земство тухтăрĕ» программăпа кăсăкланчĕç, унпа килĕшÿллĕн ялсенчи сыватмăшсене çамрăк специалистсене кăна мар, опыт пухнисене те ямашкăн май тупма сĕнчĕç. Вĕсен хушшинче те патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр çĕклес текен сахал мар иккен.
Сессире пăхса тухнă социаллă пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ячĕпе çĕр-шыв гражданĕсем валли электроэнергипе усă курмалли социаллă нормăсем кĕртессине тепĕр хут пăхса тухма кирли çинчен ыйтса çыру яма йышăнчĕ.
Комментировать