Яковлев, чăваш чĕлхи ячĕпе ирттернĕ уява республика тулашĕнчен те килсе çитрĕç
Тăван чĕлхе — наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан тата сайра тĕл пулакан паха тупра. Çак кунсем чăваш тĕнчишĕн питĕ сăваплă. Шăпах çак вăхăтра, 170 çул каялла, чăваш çутлăхне çул уçнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă.
Çак кун Чăваш чĕлхин кунĕпе пĕр килет. Ун пирки Чăваш Республикин Аслă Президиумĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăну кăларнă. Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çавна май шухăшламалли, пĕтĕмлетÿ тумалли самант нумай. Патриархăн чăваш тĕнчинчи пĕлтерĕшне ăнланса, хак парса çитернĕ-и-ха эпир? Чăваш чĕлхин кунĕ — патшалăх уявĕ — пире мĕн тума пулăшрĕ? Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме мĕн чăрмантарать? Шăпах çакăн çинчен калаçĕç те паян, ыран, Чăваш чĕлхин кунне тата Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çул çитнине халалланă мероприятисенче.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче декораципе хушма искусство ăстисен «Чăваш çĕрĕн эрешĕсем» курав уçăлчĕ. Унта — пирĕн ал ĕç маçтăрĕсен ытарайми ĕçĕсем. Мĕн чухлĕ пăхсан та çак илем çинчен куç каймасть. Мĕнле ăмсанмăн унăн авторĕсене.
Мероприятисене республика тулашĕнчен килсе çитнĕ йăхташсем те хутшăнчĕç. Вĕсемпе ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Чăваш наци музейĕнче тĕл пулчĕç. Хăнасем ун хыççăн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çул тытрĕç. Кунта та ютран килнĕ ентешсемшĕн кăсăкли пайтах пулчĕ: театр ертÿçисемпе курнăçрĕç, музейпе паллашрĕç. Кайран Константин Иванова халалланă «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль пăхĕç.
ШУХĂШ
Атнер ХУСАНКАЙ, ăсчах:
— Иван Яковлева эпир иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çеç «уçса» пĕтертĕмĕр. Çыннăн шухăш-кăмăлне пĕлес тесен ĕç-хĕлĕпе паллашни вырăнлă. Патриарх пирки ăслăлăх хайлавĕсем, илемлĕ литература вара ытларах унăн 150 çулхи юбилейĕ тĕлне пичетленчĕ. Шăпах вĕсем урлă эпир Яковлева çĕнĕлле хаклама, йышăнма пуçларăмăр.
Чăваш чĕлхин кунĕ те шăпах унăн çуралнă кунĕпе пĕр килни ахальтен мар. Çутта кăларуçă умĕнче пуç тайни пулчĕ вăл. Çапла йышăну туса ун чухнехи депутатсем питĕ тĕрĕс турĕç тенĕ пулăттăм. Пирĕн «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун пур. Шăпах Чăваш чĕлхин кунĕнче ун пирки анлăрах калаçмалла, ăна пурнăçлама ăнтăлмалла.
Николай УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:
— Кăçал эпир Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевăн 170 çулĕпе çыхăнтарса Чăваш чĕлхин кунне паллă тума анлăн пуçларăмăр. Чăваш наци конгресĕн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех тăван чĕлхене, йăла-йĕркене аталантарас тĕллевпе пулса пырать. Питĕр, Тутарстанри Теччĕ районĕ, Чĕмпĕр тата ытти регионти чăвашсем патне çитсе Чăваш культурин кунĕсене ирттертĕмĕр. Çитес вăхăтра Тюмень тăрăхне Чăваш чĕлхин кунне ирттерме тухса каятпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама кăçал ЧНК «Нацисен пуянлăхĕ — Раççей пуянлăхĕ» проектпа Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илни пулăшать.
Ман шухăшпа, кашни чăваш килĕнче тăван чĕлхепе калаçсан, ача пахчисенче тăван чĕлхе янăрасан эпир хамăрăн пуян та техĕмлĕ чĕлхе нихăçан та пĕтмĕ тесе шанма пултаратпăр. Çакăншăн тăрăшса ĕçлемелле те пирĕн.
Комментировать