Мĕн ÿкертĕн – çĕкле, çĕмĕртĕн – юса
Хыççăнхи ăрурисем Патриарх пекех тăрăшса ĕçлеççĕ
Иван Яковлевăн тăван кĕтесне — Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкине — 1998 çултанпа темиçе хут та çитсе курнă. Юлашкинчен 2013 çулхи ака уйăхĕнче — Çутта кăларуçă çуралнăранпа 165 çул çитнине паллă тунă вăхăтра — пулнăччĕ.
Шăпах çавăнта Яковлевăн çывăх тăхăмĕпе — Любовь Ордынская художник-графикпа — паллашнăччĕ. Кам-ха вăл? Иван Яковлевичăн хĕрĕн Лидийăн мăнукĕн хĕрĕ. Паллах, меллĕ самантпа усă курса Любовь Михайловнăран чăваш халăхĕшĕн çывăх çыннăн тăванĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕччĕ.
Кукамăшĕ Екатерина Алексеевна вун ултă çула çитиччен Чĕмпĕрте Яковлевсен çемйинче пурăннă, унти пулăма, сывлăша чуна илсе çитĕннĕ. Каярахпа çав кăмăл-шухăш ачисенчен мăнукĕсене куçса пынă. «Пирĕншĕн пĕчĕк ĕç çук, — тенĕччĕ Любовь Михайловна. — Мĕн ÿкертĕн — çĕкле, çĕмĕртĕн — юса… Яковлев пекех чуна парса ĕçлетпĕр. Хама илес пулсан эпĕ — дизайнер-типограф. Мăшăрпа иксĕмĕр те «Русское слово» издательствăра ĕçлетпĕр, гуманитари, çут çанталăк ăслăлăхĕсен предмечĕсемпе учебниксем кăларатпăр. Яковлев маншăн — пурнăç палли. Идеал. Ун пирки час-часах шухăшлатăп. Ăнтăлăвĕ, пурнăçа, çынна юратни, кирек мĕнре те кăсăклăх шырама тăрăшни — маншăн тĕлĕнтермĕш çеç мар, хавхалану та. Хамăн виçĕ хĕрĕме те çав меслетпех вĕренме, пурăнма хистетĕп. Вĕсен çавăн пек мăн-мăн кукашшĕнчен тĕслĕх илмеллех. Музейсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп, ÿнерçĕ пулнă май Яковлевăн йăх йывăçне ÿкерсе Кăнна Кушкине патăм. Килти архиври документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе усă курса Яковлевсен хальхи вăхăтра пурăнакан çывăх çыннисен галерейине хатĕрлерĕм, вĕсен электрон версине Кăнна Кушкинчи музее парнелерĕм. Чĕмпĕрти музей ĕçченĕсемпе те çыхăну тытатăп. Мускавра иртекен чăваш Акатуйĕсенче те пулнă. Шел, Шупашкара çитеймен».
Любовь Михайловна çавăн пекех Кăнна Кушкинчи музей директорĕпе Алексей Пыркинпа çыру çÿретнине, сумлă тăванĕн çуралнă кĕтесĕнче 2009 çулта та пулнине пĕлтернĕччĕ. Хăйĕн пирки çакна каламалла: вăл 1966 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Тĕп хулари полиграфи институтне /халĕ Пичет академийĕ/ пĕтернĕ. Мăшăрĕ Николай Ордынский те çав институтрах пĕлÿ илнĕ. Вĕсем виçĕ хĕр — Мария, Екатерина тата Елизавета — çитĕнтернĕ.
«Чăваш çырулăхне йĕркеленĕ тата çветтуй кĕнекесене вырăсларан чăвашла куçарнă çын хăй те çветтуйсен йышне кĕме тивĕçлĕ», — тенĕччĕ ун чухне Любовь Ордынская.
Сулăм урапи…
Любовь Ордынскаян кукамăшĕ — Яковлевăн мăнукĕ Екатерина Некрасова — çинчен мĕн пĕлетпĕр- ха? Катя, Катенька 1905 çулта Мускавра çуралнă, апла пулин те 1921 çулччен Чĕмпĕрте пурăннă. Кукамăшне Екатерина Алексеевнăна «анне» тесе чĕннĕ. Хĕр çулне çитиччен Яковлевсен çемйинче ÿснĕскершĕн çывăх çыннисен пурнăçĕ вăрттăнлăх пулман ĕнтĕ. Вăл аса илнĕ тăрăх, кукашшĕ питĕ нумай ĕçленĕ. Ирхине тăваттăра тăнă та куçарнă. Малтан Еванглие чăвашла куçарнă, унтан — ыттисене. Пурне те Хусанта пичетленĕ.
Куçарусем хыççăн, ирхи 10 сехет иртсен, служба тивĕçĕсене пуçăннă: Чĕмпĕрти учительсен семинарине, хĕрачасемпе арçын ачасен интернат шкулне ертсе пынă. Çав вăхăтрах Яковлев халăх училищисен инспекторĕ пулнă.
Хулари революци юхăмне тата çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăннине пула Иван Яковлевичăн хăйĕн пурнăçĕнчи тĕп ĕçĕсĕр тăрса юлма тивнĕ, çавна пула Мускава яланлăхах куçса кайма тивнĕ. «Сулăм урапи пынă çĕртех чарăнса тăнă», — тенĕ кукашшĕ пирки Екатерина Алексеевна. Кĕтмен инкек Яковлевшăн çĕнĕ пăтăрмахсем кăларса тăратнă. Вăл чирлесе ÿкнĕ. Хăйĕн кун-çулĕн юлашки икĕ çулĕнче Иван Яковлевич ура çинче питех çÿреймен тата питĕ йывăрпа калаçнă. Апла пулин те аксакала йăхташĕсем пăрахман. Екатерина Алексеевна палăртнă тăрăх — ун патне ăна питĕ хисеплекен пĕр чăваш пырсах çÿренĕ. Шел, ячĕ паллă мар.
Екатерина Некрасова 1929 çулта Мускав патшалăх пĕрремĕш университетĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ музейре, çав шутра Патшалăх истори музейĕнче, Мускав патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. «Хогарт», «Уильям Блейк пултарулăхĕ», «Тернер», «М.В.Ломоносов — художник» тата ытти монографи авторĕ. Доктор диссертацине 1972 çулта «Акăлчан искусствинчи романтизм» темăпа хÿтĕленĕ. Иван Яковлевичăн мăнукĕ çавăн пекех СССР Ÿнер академийĕнче ăслăлăхăн аслă сотрудникĕнче вăй хунă. Вăл акăлчан тата вырăс искусствисен специалисчĕ пулнă. Екатерина Алексеевна 1930 çулта Шупашкарта пулнă, кунти аваллăх палăкĕсене тĕпченĕ.
Екатерина Алексеевнăн мăшăрĕ Всеволод Павлов /1898-1972/ — Украинăри Сум тăрăхĕнчи дворянсен йăхĕнчен тухнă. Вăл — историк, Египет тĕпчевçи, Мускав патшалăх университечĕн профессорĕ. Апла пулин те Павловсен çĕршыв тĕп хулинче тĕрлĕ чăрмава çĕнтерме тивнĕ. Сăмахран, пурăнмалли вырăн пулман. Иван Яковлевич çĕре кĕнĕ хыççăн унăн мăшăрне Карл Маркс урамĕнчи пĕр çуртри хваттерте ултă тăваткал метрлă пÿлĕм панă. Вăл вилнĕ хыççăн çав пÿлĕм Екатерина Алексеевнăна куçнă. Екатерина Алексеевнăпа Всеволод Владимировичăн икĕ ача — Екатерина /1934-2015/ тата Владимир /1940/ — çуралнă. Шăпах çав лаптăкра иртнĕ те вĕсен ачалăхĕ.
Пушкина юратнăран
Екатерина Всеволодовна та — Любовь Ордынскаян амăшĕ — тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăм- ăсчах, пушкинист, искусствоведени кандидачĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Катя Павлова пиллĕкмĕш класра Пушкин пултарулăхĕпе кăсăкланма пуçланă. Çакăншăн вăл Елена Кроль вĕрентекене ĕмĕр тăршшĕпех тав тунă. Елена Ильинична вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл тĕлĕнмелле педагог, Пушкин пултарулăхне тĕпчекен Сергей Бонди патĕнче тĕп хулари педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ, вĕренекенĕсене те ун çинчен ăшшăн каласа кăтартнă. Сергей Михайлович Мускав патшалăх университетне ĕçлеме куçсан Катя шăпах унта вĕренме кĕнĕ, диплом ĕçне те ун патĕнчех çырнă. Пике виççĕмĕш курс хыççăн, 1956 çулта, филологи факультечĕн романогермани уйрăмĕнче вĕренекен Михаил Толмачева качча тухнă. Михаил Васильевич каярахпа полиграфи институтĕнче, тĕп хулари чылай издательствăра ĕçленĕ. Толмачевсен çемйинче Любăсăр пуçне тата Вася çуралнă. Василий Михайлович паян — Мускав патшалăх университечĕн филологи факультечĕн кафедра заведующийĕ, профессор.
Вĕреннĕ çеç мар, хирте те тар тăкнă
Екатерина Павлова Иван Яковлевич пирки мĕн ас тăвать-ха? Вĕсен çемье архивĕнче Яковлев хăй 19-та чухне çырнă аса илĕвĕ упранать-мĕн. Каччă унта амăшĕ çинчен вăл питĕ илемлĕ, ăслă хĕрарăм пулнă тесе çырнă. «Иван Яковлевич ача чухне усрава илнĕ куç курман ашшĕне çавăтса çÿренĕ, каярахпа пĕтĕм чăваш халăхĕн çул кăтартаканĕ пулса тăнă, — çак шухăша палăртнă пĕр интервьюра Екатерина Всеволодовна. — Яковлев шкулĕнче ачасем вĕреннĕ тата пурăннă çеç мар, хирте те, мастерскойсенче те ĕçленĕ, музыкăпа çывăхланнă, шкулта икĕ оркестр тата театр пулнă. Тĕрлĕ енлĕ воспитани илнĕ чăваш ачисем». Малалла вулас...
Комментировать