Çавăнтах хăварасшăн
Пирĕн масар ялтан виçĕ çухрăмра Сурăм шывĕн тепĕр енче вырнаçнă. Унта кайса килме тăватă сехет иртет. Пачах та меллĕ мар. Хĕллехи вăхăтра çынна юлашки çула ăсатма тракторпа çула тухатпăр. Çуллахи вăхăтра юхан шыв урлă кимĕпе каçма тивет. Çăвана ку енне куçарма çук-ши?
Тусай ял халăхĕ.
Красноармейски районĕ.
Александр КУЗНЕЦОВ, Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Тусай ялĕнче çĕнĕ çăва уçассипе е киввине пысăклатассипе çыхăннă ыйтăва 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче ял халăхĕн пухăвĕнче пăхса тухнă. Ял-йыш сасăланă хыççăн масара малтанхи вырăнтах хăварма, ăна пысăклатса йĕркене кĕртме йышăннă. Çакна Тусай ял халăхĕн пухăвĕн 4-мĕш протоколĕ çирĕплетет.
Кунсăр пуçне 2017 çулхи çуркунне Тусай çыннисем В.Яковлев, Я.Трофимов старостăсем, Упи ял тăрăхĕн депутачĕ В.Архипов ертсе пынипе çăвана хăтлăлатас тĕлĕшпе ĕçлеме тытăннă: кивĕ йывăçсене касса тирпейленĕ, çĕнĕ хапха вырнаçтарнă, йĕри-тавра çĕнĕ карта тытма юпасем, сетка хатĕрленĕ. Çавăн пекех Упи ял тăрăхĕн администрацийĕ масара пысăклатма документсем хатĕрлеме пуçланă.
Комментировать