Францири «Версаль» мар — Патăрьелти. Çапах илемлĕ, тарават

20 Апр, 2018

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» акционерсен хупă обществин çуртĕнче пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче «Версаль» кафе уçăлчĕ. Вăл Совет урамĕнчи 38-мĕш çуртра, райцентртан Кивĕ Ахпÿрте, ытти яла каймалли çул хĕрринче. Кафе çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çулталăк тултарнине паллă тăвать. Клиентсен ыйтăвне мĕнле тивĕçтерет-ха? «Версале» ĕçлеттерекен «Агропартнер» тулли мар яваплă общество директорĕ Николай Каклимов хуравлать.

— Кирек хăш ĕçе пикенсен те малтанхи тапхăрта хăвăрт каяймастăн. Çапах «Версаль» çинчен ырă сăмах Патăрьел тăрăхĕнче кăна мар, юнашар районсенче те сарăлчĕ. Вăл республикăн кăнтăр енчи общество апатланăвĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупрĕ.
— Мĕнле ĕçлеме пуçларăр?
— Кафе уçăлсанах пире райцентрта та нумайăшĕ пĕлмен. Çынсем пирĕн патра ытларах та ыт-ларах пĕрерĕн-виçшерĕн е ушкăнпа апатланчĕç. Утă уйăхĕнчен туйсем иртеççĕ. Каччăпа хĕр мăшăрлану уявне килте мар, кафере йĕркелесси пирĕн районта та тахçанах йăлана кĕнĕ.
Николай Сергеевич, мĕншĕн?
— Туя килте тусан темиçе кун ăшталанма — апат-çимĕç хатĕрлеме, лăш курмасăр хăнасене пăхма, кайран тирĕк-чашăк çума, çурта тирпейлеме тивет. Ывăлĕшĕн е хĕрĕшĕн савăнма, тăванĕсемпе калаçма вăхăт çук. Кафере хăйсем апат хатĕрлемеççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ.
Залсем пур-и, туй е юбилей ирттерме меллĕ-и?
— Пур. Пысăккинче харăсах 180 çын таран апатланма, ташлама пултарать. Пĕчĕкрех пÿлĕмсенче уйрăммăн пуçтарăнаççĕ.
— Вăл е ку апатланăва ирттерме вырăн мĕнле йышăнмалла?
— Кафепе /тел.: 89176707886/ çыхăнса е унта пырса маларах черете тăмалла. Мĕншĕн тесен кашни сĕтеле уйрăммăн лартмалла. Поварсем апат-çимĕç мероприяти иртнĕ кун пĕçереççĕ-ăшалаççĕ, касаççĕ-ваклаççĕ. Ĕçме-çиме ассортименчĕ пуян. Сĕтел çине çĕнĕ блюдăсем лартма тăрăшаççĕ, ăна илемлетеççĕ.
Çитес уйăхра туй-юбилей, ытти уяв ирттерме çырăннă-и?
— Кашни канмалли кунрах пулать. Çĕртме-утă уйăхĕсенче те хăна-вĕрле пухма палăртнă. Вырăн йышăнса юлас тесен хальтерех черете тăмалла.
Тата мĕнле ĕçкĕ-çикĕ туса паратăр?
— Пурне те. Çав шутра Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, ватă çынсен, ял хуçалăх ĕçченĕсен, ытти професси кунĕсене, Çĕнĕ çула, «Юлашки шăнкăрава» уявлама, предприяти-организаци банкетне ирттерме. Хăналанакан йышра миçе çын пулнине кура пысăк е пĕчĕк зал суйласа илеççĕ. Кунта пумилккесем те иртеççĕ. Шавласа пĕр-пĕрне кансĕрлемеççĕ.
Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче кафере йышлăн апатланнине куртăм. Ăçтан, камсем?
— Чылайăшне палламастăп. Тен, ялсенчен. Иртен-çÿрен те пур-тăр. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.