«Литература маншăн — пысăк тĕнче…»

20 Апр, 2018

Сăвă çырас тесен Турă пани те кирлĕ теççĕ. Кашни çын хăй пурнăçĕнче Музăпа тĕл пулаймĕ, туслашаймĕ. Татьяна Дорофеева- Миро çыравçă хайлавĕсем вара питĕ хăйне евĕрлĕ. Вĕсем ача-пăча тата çитĕннисем валли те теме пулать. Чылай сăвви «Писательсен пĕрлĕхĕ» издательство /Новокузнецк хули/ кăларакан сборниксенче, Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатĕнче, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, çавăн пекех «Литогранка», «Страна Озарение» тата ытти хаçат-журналта пичетленнĕ. Талантлă çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет, савăнтарать. Унăн хайлавĕсемпе кĕнекисем çакна аван палăртаççĕ: кам вăл, паянхи çыравçă, мĕнпе пурăнать вăл, мĕн çинчен ĕмĕтленет? Тĕплĕнрех çыравçăпа куçа-куçăн калаçатпăр.
— Ырă кун, Татьяна! Нумай вулакан паян пултарулăхăрпа паллашма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çав шутра интернетри сирĕн сайтран та. Анчах та кашни çынра вăрттăнлăх пурах...
— Хамăн пĕр сăвăра çапла çырнăччĕ:
«Эпĕ хатĕр, шалтан йăлтах уçă.
Эпĕ — уçă кĕнеке: вуласам!»
Çак йĕркесем пĕтĕмĕшле хурав параççĕ пуль тетĕп те-ха, анчах çакна хушса калас килет: Н. Мазюкова хăйĕн «Обратное время» кĕнекинче ман çинчен çапла çырнăччĕ: «...Татьяна — мал утăмлă, мал ĕмĕтлĕ, урăхла шухăшлакан, хăюллă, хăй шухăшĕсене уççăн палăртать, пĕр чĕлхе тупать... Кирек епле ÿнер ĕçченĕ пекех, Татьянăн та чунĕ аманать. Унăн пултарулăхĕ çут çанталăка, тăван тăрăха юратнипе çыхăннă». Пĕлсех калать пулĕ, тетĕп. Айккинчен пăхсан – аванрах курăнать, теççĕ. Пĕр сăмахпа палăртсан, ман чун-чĕре пĕтĕмпех — сăвăра.
2015 çулта «Я люблю СП» фотоконкурсра çĕнтертĕр. Писательсен пĕрлĕхне эсир чăннипех те юрататăр-и? Мĕнлерех вырăн йышăнать-ши вăл сирĕн пурнăçра?
— Вырăссем: «Истинная любовь молчалива», — теççĕ. Апла пулсан та çак конкурса хутшăнакансенчен кашниех писательсен пĕрлĕхне юратнине пĕлтерчĕ. /«СП» тени — Писательсен союзĕ. — Ред./. — Епле маттур вĕсем! Шăпах кунта юлташсемпе, юратнă авторсемпе тĕл пулатпăр, творчествăна туптатпăр. Калас пулать, пирĕн пĕрлĕх литература йăли-йĕркисемпе культурине сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕç туса ирттерет — тĕрлĕ фестиваль, слет, пултарулăх каçĕ. Çавăн пекех пĕрлĕх талантлă авторсене популяризацилес енĕпе те вăй хурать. Çапла, юрататăп писательсен пĕрлĕхне, мĕншĕн тесен эпĕ унпа пурăнатăп, сывлатăп, ĕçтешсемпе çыхăну тытатăп.
Литература сирĕншĕн — чун киленĕçĕ /хобби/ е пурнăçри тĕп ĕç?
— Литература маншăн — пысăк тĕнче, унта эпĕ мĕн ачаранпах пурăнатăп. Манăн пĕрремĕш кĕнеке букварь пулнă. Вăл атте-аннен тĕп килĕнче паян кун та упранать, чуна ăшăтать. Астăватăп-ха, ача садне букваре пĕрле йăтса çÿреттĕм. Библиотекăна час-часах каяттăм. Стеллажсен хушшинче çÿреме юрататтăм.
Кĕнекен шухăшĕ çеç мар, шăршипе тути пуррине туйнăччĕ. Çук, типографи сăррин шăрши кăна мар, сарăхса кайнă страницисен шăрши тутлăччĕ. Вăхăт туйăмĕ — ĕмĕрлĕх туйăмĕ. Мĕн авалтан кĕнеке хăйĕн ăсне-шухăшне вулакансене каласа панă. Кĕнеке страницисенче юрату туйăмĕ кăчăкă пек çурăлса пуçланса кайнине, пĕр-пĕрне кураймасăр вăрçнине, цивилизацисем çĕкленсе, аталанса пынипе пĕтнине те вулама-курма пулать мар-и-ха? Тĕссĕрленнĕ кĕнеке страницисем вăхăт ытла та хăвăрт шуни çинчен калаççĕ пек туйăнать мана.
Кĕрхи çумăрлă кунсенче чÿрече сакки çинче карăпа хупăнса вулама юрататтăм. Çакă мана асамлă ÿнер тĕнчине кĕме пулăшатчĕ, ялан мĕн çинчен те пулса ĕмĕтленеттĕм. Ахальтен мар пулĕ мана мĕн пĕчĕкренех сăмахсене рифмăласси çывăх пулнă. Сăвă тесе калама йывăртарах вĕсене, çапах та шкул саккинченех çырма пуçларăм.
Унтан М. Фроловăн «Девочка, которая придумала себя» кĕнекипе паллашрăм. Вăл мана питĕ килĕшрĕ. Çынсене пулăшасси — хăйне евĕр телей пулнине ăнланма май пачĕ. Ачаран чăн-чăн çын пулма ĕмĕтленеттĕм. Унтан пĕр çыравçă патне çыру хайларăм. Вăл мана хурав пачĕ! Мĕн шухăшланине, курнине пĕтĕмпех çырса пыма сĕнчĕ. Çавна пулах эпĕ кĕнекесенче тÿнтер сăнарсене те курма пуçларăм. Вĕсем вара — пачах урăхла. Кÿрентерме те пултараççĕ. Акă, М.Булгаковăн «Мастер и Маргарита» романĕнче Коровьев сăнарĕ, тĕслĕхрен. Ытла та киревсĕр ĕçсем тукаланă вăл! Ача ăсĕпе тем те шухăшласа кăлараттăм, кĕнеке вуланă май: е Воланд кăмакан тĕттĕм кĕтессинчен вăрттăн пăхнăн туйăнатчĕ, е Маргарита кăвар-çулăм мĕлкинче курăнса каятчĕ.
Вуланă вăхăтра хăраса каяттăм. Анне патне çывăхрах пырса лараттăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.