Чăнкă асанне
Пит тĕлĕнтермĕш асанне,
Туссемĕр, манăн пур.
Тупать-çке култарма майне,
Шÿтлет хăй ай тур-тур...
Чунпа вăл çав тери пуян,
Пĕлет хăй темĕн те...
Алла пачах тытман туя
Пулсан та çитмĕлте.
Ĕçчен те йăрă çав тери —
Чупса çÿрет кăна.
Мĕнре сăлтавĕ тетĕр-и?
Савмасть чир-чĕр ăна...
Çинçе те йăрăс пулнăран
Ман кив япаласем
Ахаль выртмаççĕ. Йăлт унра —
Ик ĕмĕрлĕ вĕсем.
Кĕске кĕпе те ним те мар
Мĕн-ма парас юта?
Бейсболка, çĕлĕк, шăлавар —
Йăлтах каять хута.
Паян та акă асанне
/Паллаймăн та ăна/
Шур кĕрĕк тăхăнса манне
Йăрккарĕ хулана.
Ун хыççăн вăрттăн шăхăрса,
Хыпаланса вăш-ваш,
Хутран-ситрен чăлт-чалт сурса
Утать пĕр çÿллĕ яш.
Умра хитре пике тесе
/Пĕлмесĕр ку камне/
Шур кăпăшка юра илсе
Перет асаннене.
Утсан-утсан вăл танлашать
Çак капăр «хĕрпелен»,
Унтан кăштах сăмах хушать:
— Тен, ăсатас киле...
Калас пулсан, туссем, чăнне
Чĕлхи те çĕтрĕ пек,
Çак хĕр-упраçă вырăнне
Тăра парать кимек...
Пăрахрĕ тĕлĕнсе хытса
Хайхи çăвар карса,
Унтан вăл каçару ыйтса
Пытанчĕ кĕç тарса.
Туянчĕ «çамрăк» асанне
Халь «Чăнкă» хушма ят.
— Çĕн ячĕ, — тесе, — кулать анне, —
Хăйне епле каять! Малалла вулас...
Комментировать