Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланисем пурнăçланĕç-ши?

20 Апр, 2018

Юлашки çулсенче хамăрăн генилле поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне палăртас умĕн унăн кĕнекисене алла илсе вуласси йăлана кĕрсе кайрĕ манăн. Вуланăçемĕн вара пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш çуралать: поэт ĕмĕчĕсем, чĕнсе каланисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-ши, атте-анне чĕлхипе анлăн усă куратпăр-и, авалхи несĕлсем парса хăварнă чăвашлăх туйăмне тивĕçлĕ уяса пурăнатпăр-и?
Чăваш наци конгресĕн 2017 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ Х Аслă Пухăвĕн отчетлă докладне сÿтсе явнă чухне тухса калаçакансем /вĕсем пурĕ 19 пулчĕç/ пурте тенĕ пекех хальхи вăхăтра чăвашлăха упрасси çинчен каларĕç. Президентăн докладĕнче те ку ыйту пысăк вырăн йышăнчĕ. Тухса калаçакан делегатсемпе чĕннĕ хăнасем пурнăçра чăваш чĕлхипе анлăрах усă курасси, чăваш халăх культури, йăли-йĕрки, çи-пуçĕ, спорт вăййисем тата халăхăн хăй евĕрлĕхĕн ытти кăтартăвĕ çинчен те витĕмлĕ каларĕç, тĕрлĕ сĕнÿ пачĕç.
Вулаканăм, эсир хăвăрах лайăх пĕлетĕр, кун пек шухăшлакан вăл делегат анчах мар. Çак сăмахсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен Республика кунне уявлама килнĕ хăнасенчен пĕрре анчах илтмен. Хальхи тапхăрта Раççейĕн чылай субьектĕнче, глобализаци юхăмĕпе электронлă çыхăнусем тăван чĕлхепе кăмăл-сипетшĕн вырăнлă мар ĕçсем туса пынине пăхмасăрах, тăван халăхăн хăй евĕрлĕхне упрас тата аталантарас ĕçсене витĕмлĕ туса пыраççĕ. Çак ĕçре влаç органĕсен тÿпи те пысăк. Вĕсем чăвашсен наци культура ушкăнĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса пыраççĕ, хавхалантару мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ.
Çавна шута хурса, делегатсем Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнчи тата вырăнти муниципалитет органĕсене, учрежденисене тата организацисене чăвашлăха малалла аталантарас пирки чĕнсе каланин текстне пĕр сасăллăн çирĕплетрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ячĕпе те чылай сĕнÿ пулчĕ. Чăвашлăха мĕн ачаранах вĕрентмеллине, пирĕн республикăра саккун тăрăх чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулнине шута илсе республикăри кашни ача-пăча садĕнче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе тĕплĕнрех йĕркелеме тата ун пахалăхне тĕрĕслесе тăма, вĕсенче чăваш фольклор ушкăнĕсем уçма, професси училищисемпе колледжсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе тĕллевлĕрех пурнăçлама сĕнчĕç.
Республикăра ĕçлекен телерадиокомпанисен ача-пăча сачĕсене çÿрекен тата шкул ачисем валли чăвашла тематикăлла кăларăмсемпе мультфильмсен хисепне ÿстерме, аслисем валли чăваш халăх пурнăçне кăтартакан истори темипе ÿкернĕ передачăсем, чăвашла илемлĕ фильмсем çителĕклĕ кăларма, шухăшлаттаракан, çивĕч ыйтусем хускатакан чăвашла телекăларăмсен шутне ÿстерме, вĕсен пахалăхне лайăхлатма кирли паян мар, ĕнерех тухса тăнă çивĕч ыйтусем — çаксене шута илсе ĕçлемелле те хальхи вăхăтра телерадиокомпани ертÿçисен, унта вăй хуракан журналистсемпе сце-наристсен, режиссерсемпе операторсен. Малалла вулас...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.