Аннÿ ăçта?

20 Апр, 2018

Кĕçĕн Пăла шывĕ – ансăр сукмак, тахçан-тахçан чипер юхан шывах пулнă пулĕ вăл – çыранпа çыран хушши сарлака та çÿллĕ-çке, тахçан-тахçан, ахăртнех, мăнаçланса юхнăскер, халĕ ĕнтĕркенĕ кăвайт пек мĕкĕл-мĕкĕл кăна. Ун евĕре чăвашсем чăх çуран каçса çÿремелĕх теççĕ: лăпкă, нимĕнпе те шиклентермест – тарăнăшĕпе те, хумханăвĕпе те. Кĕрекеçрен, çуран каçса çÿремелли вырăнтан çÿлерех, пĕве кантăкĕ çуталса выртать, пĕве валакĕнчен сăрхăнакан чĕлтĕр-чĕлтĕр ĕнтĕ çак шыв-сукмак.
Аякран, çывăх мар çĕртен таврăнать Ваççа вун ултă çул тĕрмере ларса тухнă хыççăн тăван ялне Тĕркеçе. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать Кĕçĕн Пăла тĕпĕпе пÿне-чунне пăлхантарса. Вăхăт нимĕн чухлĕ те иртмен тейĕн. Çав çырансемех, çырма тĕпĕнчи çав шăнкăр-шăнкăрах... Ваççа йăпăр-япăрах улăштарса тăхăнма ĕлкĕреймен кĕпине хывса пăрахрĕ те лĕп шывпа кăкăрĕ таран çăвăнма тытăнчĕ. Питне-куçне, кăкăрне-çурăмне çурĕ вăл, шăм-шакне уçăлăх кĕртрĕ. Ача чухне çак çырмаран пахи урăх нимĕн те çукчĕ вĕтĕр-шакăршăн. Салтăнса пăрахса çара пакка чĕлтĕртеттерсе çÿретчĕç вĕсем çак çырма тăрăх, чĕкеç тăмĕнчен шăхличĕ тăватчĕç тата... Кĕçĕн Пăла шывĕпе çăвăнни шăм- шакне уçăлтарсах ячĕ унăнне. Çăвăнса уçăлнă хыççăн чупнă пек хăпарса кайрĕ вăл тăван ял çыранне. Сывлăш çавăрса яма чарăнса, çаврăнса тăчĕ... Ал тупанĕ çинчи пек курăнать пĕтĕм тавралăх ку вырăнтан. Мăн çултан анса юлса хыçа хăварнă Хирти Тĕнкĕр ялĕ, сулахайра Типеçпе Сĕвенеш ялĕсем. Сылтăмри сăртра Тĕркеçпе çырма урлă вырнаçнă Чункасси ялĕ. Хĕвел арки ырлăхĕнче тĕлĕрет тейĕн Тĕркеç. Темле канлĕ кунта, лăпкă, пурăннăçемĕн пурăнас килсе тăнă пек. Шăв-шавĕ те, хирĕçĕвĕ те çук ку ялта. Çыннисем лăпкă та пурăнан пурнăçĕ те лăпкă ĕнтĕ... Тавралăхпа киленсе самантлăха шухăша путнă пек пулчĕ те Ваççа туххăмрах хыпаланса ÿкрĕ: часрах тăван килне çитсе ÿксе алăк урати урлă ярса пусасчĕ унăн, тăван арăмне ыталаса илесчĕ, «эпĕ таврăнтăм!» тесе пусăрăннă пĕтĕм йывăрлăха сирсе пăрахасчĕ...
Çырантан хăпарсанах, кăшт утсан, сулахай енче пĕренесенчен хăпартса лартнă чылай вăрăм лаша витиччĕ. Халĕ ку вырăнта пушă. Ваççа вун ултă çул ялта пулман хушăра лаша вити таçта ăсаннă: е урăх çĕре куçарса кайнă, е, лаша какайĕ техĕмлĕрен, лашисене çисе пĕтернĕ, витине сÿтсе пăрахса вутта ăсатнă... Лаша вити куç умĕнче пачах çухални пысăк улшăну пулчĕ Ваççашăн... Масарĕ вырăнтах-ха. Лаша вити пекех ял хĕррине вырнаçнă вăл. Лаша витине, ав, тикĕсленĕ. Масарĕ çав-çавах мăнаçланса ларать: тулман-тăр-ха. Ваççа астăвассах вилнĕ ял çыннисене çак масара пытараççĕ. Çĕр çул патнеллех пухăнать пулĕ ĕнтĕ çак масар пурнăçĕ. Маларах тепре те пулнă теççĕ. Кăнтăр енче. Вăл тахçанах пулнă пулмалла. Ваттисем аса илсе каласа панă тăрăх кăна сĕмленет ун пирки Ваççа. Çав масарăн вара юписем те, вырăнĕ те çук.
Масар патне çывхарнăçемĕн Ваççа чĕри хĕссе, пăчăртанса илчĕ. Çакăнта выртать вĕт-ха унăн виççĕ те тултарма ĕлкĕреймен Юрикĕ, ашшĕ ухмахлăхне кура тупăка кĕрсе выртмалла, пурнăçне татмалла пулнă ывăлĕ... Ун чухне ăна ывăлне пытарма та хăвармарĕç, район центрне следстви камерине лартса кайрĕç... Акă халь тин хăй урисемпе утса тăван килне таврăнать...
Ваççа шакăлча алăка уçса масара кĕчĕ. Вил тăприсен хушшипе тăванĕсене пытаракан кĕтессе утрĕ: чăвашсен ратне таврашĕсене ушкăнласа пытарас йăла пур... Акă Юрик вил тăприйĕ. Асламăшĕпе юнашар пытарнă ăна. Тимĕр хĕресĕ çине унăн хушамачĕпе ятне, хăçан çуралнипе хăçан вилнине çырса хунă иккен... Юрик вил тăприйĕпе юнашар пĕчĕк сак чавса лартнă... Амăшĕ ăсталаттарнă пулĕ ĕнтĕ ăна... Ваççа çав сак çине пырса ларчĕ. Кутамккинчен çăкăр татки, сыр кăларчĕ. Вĕсене вил тăпри çине пăртакăн-пăртакăн хуçа- хуçа хучĕ. Амăшĕ вил тăприйĕ çине те çăкăр татăкĕпе сыр татăкĕ хучĕ Ваççа: «Ас тивĕр, эпĕ яла тĕрĕс-тĕкел таврăннине палăртăр», — терĕ. Типĕ апата пылак шывпа сыпа-сыпа хăй те выçнине кăшт-кашт ирттерсе яма тăрăшрĕ... Шухăш капламĕсем явса илчĕç... Çак вил тăпри айĕнче выртать вĕт-ха унăн юратнă ывăлĕ, ÿссе çитсе, авланса, йăх тăсма пÿрмен тăпренчĕкĕ, Юрикĕ... Шăпах вун саккăрпа пымалли каччă пулатчĕ ĕнтĕ вăл халь?.. Ашшĕ тĕрекĕ пулмалли ачаччĕ... Денисĕ ун чухне вуннăри ача, унăн тăван мар ывăлĕччĕ- ха, Юрикĕ вара Зоя-Суйккапа иккĕшĕнчен ÿтленнĕ тĕпренчĕкĕччĕ...
Вун ултă çул хушшинче кĕççеленме ĕлкĕрнĕ туйăмĕсем çĕнĕрен епресе кайрĕç Ваççан. Хăйне, ĕлĕкхине, тарăхнипе шăлне шатăртаттарса илчĕ вăл. Ăсĕнче вун ултă çул хушшинче ăна пĕрре те канăç паман хÿхлев шухăш тепре пÿкле пĕçерсе илчĕ, «мĕнле тăнсăр пулнă иккен эпĕ, ăнман пуç!»... Ăçта ва-скамалла халĕ Ваççан, кам патне?.. Ывăлĕ ак кунта, масарта, выртать, арăмĕ-нчен, Суйккаран темиçе çул ĕнтĕ пĕр хыпар та çук, çыру вĕççĕн те пĕр явап та яман темиçе çырсан та, пĕрре пырса кайинччĕ хăть!.. Çапах та Ваççа тăван Тĕркеçех килсе тĕпленес терĕ, урăх çĕре кайма ниçта та çул шырамарĕ... Ах, çулсем, çулсем!.. Чавса çывăх та çыртма çук... Халĕ ĕнтĕ тем чул тăрăшсан та инкек умĕнхи пурнăçа тавăраймастăн... Пĕтĕмпех ĕçкĕ айăплă, пĕтĕмпех ĕçкĕ айăплă... Ы-ы-ых!.. Ы-ы-ых, кунтăк пуç!..
Вун ултă çул каяллахи шухăш аса илĕве капланнипе арçын макăрса ячĕ. Ĕсĕклесех йĕчĕ вăл ывăлĕн вил тăприйĕ умĕнче. Ăна кунта куракан та, йĕме чаракан та пулмарĕ... Сасартăк аслати авăтса ячĕ. Ваççа пуçне каçăртса, çÿлелле пăхса илчĕ те пĕр пĕчĕк пĕлĕт таткине кăна асăрхарĕ. Аслати авăттарса ямалли пĕлĕт татки пек те туйăнмарĕ вăл Ваççана. Арçын вара çумăр килсе хуплас хăрушлăх шикĕсĕрех ларчĕ те ларчĕ масарта... Малалла вулас..

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.