Хресчен ÿтне тар каснă…
«Хресчен ÿтне тар каснă» тесе ахальтен каламан пулĕ мăн асаттесемпе асаннесем. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ, «Алран кайми аки-сухи» тесе юрланă. Ахальтен мар Н.П. Кузьмин тăван енрен аякра пулсан та çакна тĕпе хурса пурăнать.
Николай Прохорович Кузьмин 1944 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Ĕçмел ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк Кольăн пурнăçĕ ялти ытти шăпăрланран нимĕнпе те уйрăлса тăман. Пуринпе тан колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, выльăх пăхнă, каçхине лашасем çитерме çÿренĕ.
— Эпир кĕçĕн шăллăмпа пахчара çум çумланă, çити-çитми вăйпа çырмаран шыв йăтса йăрансем шăварнă. Пурнăç тăвас тесе çурăм тарличчен ĕçлеме тивнĕ. Тăван мар анне «пыл çитереп» тесе астаратчĕ, «хулана илсе каятăп» тетчĕ, Урхас Кушкă чиркÿ тăррине кăтартатчĕ. Эпир, пĕчĕкскерсем, ĕненеттĕмĕр, савăннипе тата хытăрах тăрăшаттăмăр, мĕн çĕрлечченех ĕçлеттĕмĕр. Вара хура çăкăр та кулачă пек туйăнатчĕ, — аса илет Николай Прохорович. Çапла çичĕ çултах уйра çурлапа тырă вырнă, кĕлте кÿнĕ, йĕтем çинче авăн çапнă вăл.
Тăван ялти вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта Николай Прохорович Октябрьскинчи ятарлă шкулăн директорĕ пулса тăнă. Вăл вăхăтра унта 340 ача пĕлÿ илнĕ. Яваплă ĕçре – хăлхасăррисемпе суккăррисен шкулĕнче – виçĕ çул тăрăшса ĕçленĕ.
Шупашкарта вĕреннĕ тата ĕçленĕ чухнех аякри тус- юлташĕсемпе çыхăну тытса тăнă. 1978 çулта Мускава çул тытнă. Шанчăка çухатманни тата çирĕп тĕллевлĕ пулни малашлăхра утăмсем тума пулăшса пынă пуян чунлă чăваш каччине.
Пулă хуçалăхĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ
1979 çулхи нарăс уйăхĕнче Николай Прохорович Кузьмин Раççейри Пулă хуçалăх министерствинче ĕçлеме пуçлать. Раççейри çак енĕпе ĕçлекен вĕрентÿ заведенийĕсен кура-торĕ тата вĕрентÿпе методика пособийĕсем хатĕрлесе кăларакан лабораторин заведующийĕ пулса тăрать. Паян кунччен Раççейри пулă хуçалăхне аталантарас ĕçре Н. Кузьминтĕлĕнмелле пысăк ĕçсем туса пырать.
— Министерство çумĕнчи академисемпе университетсене, техникумсемпе колледжсене тата училищĕсене, вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн, тивĕçлĕ литературăпа тата кирлĕ документаципе тивĕçтерсе пыратпăр, — тет унта вăй хуракан Николай Прохорович. — Шăпа тени мана Тăван çĕршывăн тинĕс хĕрринче вырнаçнă пур хитре хулинче пулса курма пÿрнĕ тейĕн. Пулă хуçалăхĕнче ĕçлеме специалистсем хатĕрлекен тĕрлĕ шайра тăракан вĕрентÿ заведенийĕсенче пуринче те пулнă эпĕ. Çÿренĕ çĕрте час-часах чăвашсем тĕл пулни савăнтарать. Тăван халăх çав тери ĕçчен пулнишĕн чăннипех тивĕçлипе мухтанатăп.
Партизансем,танкистсемпе летчиксем тата ытти паттăрсем çинчен поэтсемпе писательсем нумай кĕнеке-хайлав кăларчĕç, анчах вăрçă вăхăтĕнчи герой-пулăçсем çинчен çырни çук, тесе пăшăрханаттăм. Çавăнпа вăрçă вĕçленнĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле эпир çине тăрсах «Рыбаки – герои Великой Отечественной войны» ятлă кĕнеке кăлартăмăр… — каласа парать Сĕнтĕрвăррин мухтавлă арĕ.
Чăнах та, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава кăларать. Паян Николай Прохорович – Пулă хуçалăхĕн министерствин ятлă-сумлă ĕçченĕ. 2014 çултанпа — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Мускаври чăвашсен обществине йĕркелесе яракансенчен пĕри пулни вара пĕтĕм Чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш ачи пулнăшăн мухтанать
Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри — тĕрĕ, эреш. Пирĕн халăх ăруран ăрăва тĕрĕ вăрттăнлăхне, илемне упраса-куçарса пынă. Николай Прохорович шкулта вĕреннĕ чухнех 8-мĕш класс хĕрачисене хушпу-тевет ăсталаса тăхăнтартнă.
— Тĕрĕ вăрттăнлăхĕпе илемне упраса пымалла, кашни эреше сыхласа хăвармалла, – аса илет амăшĕн сăмахĕсене пирĕн ентеш. — Манăн анне çав тери тирпейлĕччĕ. Çанă вĕçĕсене тата кĕпе умне «çыру тĕррипе» хăй юратса капăрлатса тĕрленĕ чаваш кĕпипе тупăка вырттарнăччĕ ăна… Вăйăри капăр тумлă çамрăксем те пуçра йĕр хăварнă тесе калас килет манăн. Акă, тĕслĕхрен, çуркунне пурте тĕрлесе çĕленĕ çĕнĕ кĕпе-тумпа вăйă картине тухнă. Хĕрĕсем илемлĕ юрă шăрантарнă, каччисем тапăртатса ташланă.
Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшлани, ăна аталантарма тăрăшни палăрса тăнă. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Халăх тавра курăмĕ аталанса пынă май тĕрĕ мифологилле шухăш-туйăмсемпе аваллăх символĕсенчен тасалса илемлĕх туйăмĕпе пуянланса пынă...
Н.П.Кузьмин асатте-асаннесем упраса тата пиллесе хăварнă чăваш тĕррин хăватне çĕклес, чăваш наци тумне, йăли-йĕркине упраса хăварас тесе халĕ те тăрăшать. Малалла вулас...
Комментировать