Юхать, юхать… типĕ сĕт

19 Апр, 2018

Республикăра сĕте сутăн илмелли хаксем тăруках тата нумай чакса кайнине Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ тишкерет. Çакăн çинчен паян управленин кăçалхи 1-мĕш кварталти ĕçне пĕтĕмлетессине халалланă пресс-конференцире унăн ертÿçи Вячеслав Борисов пĕлтерчĕ.

Халăхран сĕт пухакансем хаксене пĕр-пĕринпе каварлашса чакарнине — картель килĕшĕвĕ тунине — палăртман. Республикăри сĕт тирпейлекен хăш-пĕр предприяти тĕлĕшпе вара ыйтусем пур. Вĕсем йышăнакан чĕр тавар хакне чакарни тĕлĕшпе кăна та мар. Хăшĕсен продукцийĕнче типĕ сĕт пуррине палăртнă — ку ГОСТпа килĕшсе тăмасть. Заводсем чĕрĕ сĕт вырăнне йÿннипе — типпипе — ытларах усă курнине тĕпчесе çирĕплетмелле. Çав вăхăтрах республикăра суса илекен сĕтĕн пысăк пайĕ Чăваш Ен тулашне кайни паллă. ФАСăн кунти управленийĕ, паллах, ют регионсенчи ĕç-пуçа тĕпчеймест, çавна май Федераци служби ĕçлеме тивĕç. Вячеслав Аркадьевич çак лару-тăру пирки «çÿле», Мускава, евитленине çирĕплетрĕ — ФАС енчен тивĕçлĕ йышăнусем пуласси пирки иккĕленмест.

1-мĕш квартал кăтартăвĕсене илес тĕк — çак тапхăрта монополие хирĕç саккунсене пăсни пирки евитленипе çыхăннă 153 заявлени йышăннă. Иртнĕ çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчипе танлаштарасан чылай сахалрах — 41% чакнă. Ытларах чухне вĕсен авторĕсем влаç представителĕсен йышăнăвĕсемпе кăмăлсăр. 

 

Рубрика: 

Комментировать