Нумай кĕтнĕ тĕлпулу

17 Апр, 2018

Чăваш Ен культура кунĕсене Питĕрте йĕркелеме ЧР Культура министерстви, Санкт-Петербург хула администрацийĕн нацисен хутшăнăвĕсемпе миграци политикине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комитет, Национальноçсен çурчĕ тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Санкт-Петербургри суту-илÿпе экономика представителĕ, Питĕрти Чăваш культура обществин ертÿçи Владимир Живов пулăшрĕç.

 Çыхăнусем çирĕпленĕç

Культура кунĕсен тĕп мероприятийĕсем ака уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Питĕрти Национальноçсен çуртĕнче, «Литейнăйри» театрта иртрĕç. Ун умĕн пĕр кун малтан хулари Владимир проспектĕнчи «Буквоед» лавккара Чăваш халăх маçтăрĕпе, «Чувашская вышивка. Техника. Приемы» кĕнеке авторĕпе Евгения Жачевăпа тĕлпулу, автограф-сесси, Чăваш кĕнеке издательствин презентацийĕ пулнă.
Акан 7-мĕшĕнче ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ертсе пыракан ушкăн Раççей этнографи музейĕн ертÿçисемпе, унти ăсчахсемпе тĕл пулнă тата «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, музей тата ЧР Культура министерстви çыхăну тытса ĕçлесси пирки пынă. Çакна пурнăçлама икĕ ен алă пуснă йышăну пулăшĕ. Унăн «çимĕçĕпе» — Этнографи музейĕнчи экспонатсен куравĕпе — çитес Республика кунĕнчех паллашма пултарăпăр.
Çав кунах Национальноçсен çуртĕнче иртнĕ тепĕр пулăм та — Национальноçсен çурчĕпе Чăваш Енри Туслăх çурчĕ çыхăну тытса ĕçлессине алă пусса çирĕплетни — усăллă пуласса шанатпăр.
Константин Яковлев министр регион ертÿçисен ячĕпе вунă пин ытла чăваш пурăнакан регионта вĕсен культурине, йăли-йĕркине упрама тата аталантарма условисем туса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Çав шухăша ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн салам çырăвĕнче те палăртнă. Санкт-Петербург хула администрацийĕн нацисен хутшăнăвĕсемпе миграци политикине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комитетăн ертсе пыракан специалисчĕ Вадим Придиус та, Национальноçсен çурчĕн директорĕн заместителĕ Дмитрий Федотов та, Питĕрти Чăваш культура обществин председателĕ Владимир Живов та, ЧР Пуçлăхĕн канашçи, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев та, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Хусанкай ăсчах та пĕрле çыхăнса пурнăçламалли ĕçсем пиркиех калаçрĕç.
Петр Егоров зодчий ячĕллĕ «Ăрусен астăвăмĕ» культурăпа истори еткерлĕх фончĕн директорне Евгений Дмитриева пирĕн ентешĕн — Нева çинчи хулари Çуллахи сад картин авторĕн — ятне вилĕмсĕрлетес ĕç канăçсăрлантарать. Асăннă карта чăннипех чаплă пулнине çак йĕркесем те аван çирĕплетеççĕ: «Хăй вăхăтĕнче акăлчансем Петербурга çак картана курассишĕн çеç килнĕ» /М.Пыляев/. Анна Ахматова тата çапла шăрçаланă: «Я к розам хочу, в тот единственный сад, Где лучшая в мире стоит из оград». Петр Егоров вилнĕренпе çитес çул 230 çул çитет. «Паллă архитекторăн ятне вилĕмсĕрлетмелле, ĕçĕсем çинчен тăван халăха ытларах пĕлтермелле, — çапла шухăшлать Евгений Васильевич. — Петр Егоров архитекторăн проекчĕпе Питĕрте Христос çуралнă ятпа Хăйăр çинче лартнă чиркĕве 1934 çулта тĕпрен аркатнă. Упранса юлнă макечĕпе ăна çĕнĕрен хăпартас тĕлĕшпе темиçе çул «кĕрешме» тиврĕ. Кăçал никĕсне яма пултартăмăр. Ун çине вырнаçтаракан Асăну хăмине хатĕрлеме чăваш ÿнерçисем хутшăнасса шанатăп. Малашне тата Питĕрти пĕр урама, сквера чаплă ентешĕмĕр ятне парас тĕлĕшпе те ĕçлĕпĕр».
Пулас чиркĕвĕн настоятелĕ Андрей Щербов та тĕлпулăва хутшăнчĕ, чăвашсем хăйсен тăванне асра тытнишĕн тав турĕ.

Чĕрĕ вăчăра

Национальноçсен çуртĕнчи пысăк тепĕр мероприяти — «Нева çинчи Атăл шурăм пуçĕ» курав уçăлни. Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин пуçарăвĕпе тата ертсе пынипе йĕркеленĕскере Питĕрте ĕçлесе пурăнакан 40 яхăн ÿнерçĕ хутшăннă. Александр Федоров, Илья Зорькин, Андрей Фомиряков, Антон Макаров, Мария Любимова, Анна Иванова, Анна Кондратьева, Атилла Балтаев, ыттисем хăйсен картинисене, скульптурисене тăратнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ Шупашкарти ÿнер училищинче пĕлÿ илсе ăсталăха малалла Питĕрте туптанă. Маргарита Изотова искусствовед курав пирки: «Чăваш халăхĕпе, унăн культурипе сирĕн урлă паллашрăм. Курав чĕрĕ вăчăра вырăнĕнче. Вăл аннесемпе, тăван кĕтеспе çыхăнтарать», — терĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.