Пĕри сĕнсен те илмест, тепри хистесех ыйтать

13 Апр, 2018

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май право хуралĕн органĕсене коррупципе çыхăннă преступленисене виçĕм çулхинчен сахалрах тупса палăртнăшăн самаях сăмах тивнĕччĕ. Çакă та витĕм кÿрет пулас: асăннă йышши тĕслĕхсем кăçал çине-çинех. Çав шутра — взятка панипе- илнипе çыхăннисем.

Сутуçă парасшăн

Йĕпреçре полицейские взятка пама тăнă хĕрарăм тĕлĕшпе приговор палăртнă. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çакскер Йĕпреç поселокĕнчи киоскра витрина çине спиртлă шĕвек /косметика тĕллевĕллĕ хăяр лосьонĕ. Чăннипе вара унпа мĕнле тĕллевпе усă курнине кашни ĕçкĕç питĕ лайăх пĕлет/ флаконĕсене сутма кăларса хунă. Пакунлисем вăл саккуна пăснине курмăш туман. Çавна май административлă майпа явап тыттарассинчен хăтăлас шутпа хĕрарăм полицейские взятка пама тăнă — 2 пин тенкĕ сĕннĕ. Йĕркелĕх хуралçи взяткăна илмен — уголовлă ĕç çуралнă. Киоска тĕрĕсленĕ май вара унта асăннă спиртлă шĕвекĕн çичĕ флаконне тупса туртса илнĕ.
Сутуçа саккуна пăсса алкоголь продукцийĕ сутнăшăн шалти ĕçсен пайĕ маларах КоАПăн 14.2 статйипе административлă майпа явап тыттарнă, халь вара уголовлă айăплав та паллă — 10 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Сыщик мундира вараламасть

Комсомольски районĕнче те айăпне «каçарттарас» шутпа пакунлă çынна взятка сĕннĕ 30 çулти çамрăк çын кĕçех суд умне тăрĕ. Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе уголовлă ĕçе тишкерме суда панă ĕнтĕ.
Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2018 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче çак арçын, Ульяновск хулинче пурăнаканскер, хăйĕн пĕлĕшĕпе пĕрле Комсомольски салине килнĕ. Иккĕшĕ пĕрле чăн-чăн «спектакль» йĕркеленĕ — авари пулнă пек тунă. Çакă сиенленнĕ автомо-бильшĕн страховка илме кирлĕ пулнă.
Авари пулнă вырăна ПАИ сотрудникĕсене чĕнсе илнĕ, вĕсем вара ултава тăрă шыв çине кăларнă. Куншăн уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ вĕт /Уголовлă кодексра страховани сферинчи ултавшăн айăпламалли статья пур!/ — яваплăхран пăрăнас шутпа хайхи çамрăк ШĔМĕн Комсомольскинчи пайĕн уголовлă шырав сотрудникне 70 пин тенкĕ взятка сĕннĕ. Тулĕк ултав тĕслĕхĕпе процесс тĕрĕслевĕ ирттермелле мар, тĕрĕслев материалĕсене тата авари пулнă вырăнти видеокамера ÿкерĕвне тĕп тумалла…
Полицейски саккунсăр хавхалантару укçине илме килĕшмен, хăйне взятка пама тăни пирки коррупципе кĕрешмелли саккунпа килĕшÿллĕн шалти ĕçсен пайĕн ертÿçисене евитленĕ. Уголовлă ĕçе Елчĕк районĕн сучĕ тишкерĕ. Çак преступленишĕн Ульяновск çынни 8 çул таран ирĕклĕхсĕр юлма пултарать е взяткăн 30 виçи таран штраф тÿлеме тивĕ.

Врач хирĕçлемест

Полицейскисем взятка илмеççĕ пулсан — ыттисем илеççĕ. Следстви комитечĕн Канашри пайĕ врач-психиатр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Çак хĕрарăм халь медучрежденире ĕçлемест ĕнтĕ, анчах шурă халатпа пулнă чух вак-тĕвек взятка тата службăри ултав уншăн йăлана кĕнĕ тени те вырăнлă — çак преступленисен пилĕк тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи çу тата авăн уйăхĕсенче врач виçĕ çыннăн медицина докуменчĕсене пĕлсе тăрсах суя кăтартусем кĕртнĕ: вĕсен транспорт хатĕрĕн рулĕ умне лармашкăн сывлăх тĕлĕшпе нимĕнле çитменлĕх те çук имĕш. Çакăншăн сывлăхне тĕрĕслемесĕрех иккĕшĕнчен взятка шучĕпе икĕ чĕркем офис хучĕ /400 тенкĕлĕх/ тата 1 пин тенкĕ укçа илнĕ. Тепĕр арçыннăн водитель пулмашкăн чăрмантаракан чир пуррине тупса палăртнă, анчах йĕркепе килĕшÿллĕн ăна психиатри врач комиссине яман. Следстви уголовлă ĕçпе судпа психиатри экспертизи ирттернĕ, специалистсем арçын чирлине, унăн руль умне ларма юраманнине çирĕплетнĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.