Çурхи ĕçсене ирттерес ыйтупа канашларĕç

12 Апр, 2018

Паян республикăн Ял хуçалăх министерстви районсен администрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсен тата ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе семинар-канашлу ирттерчĕ.

Унта çуракине йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Малтан Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăра ялĕнчи ĕне комплексĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Семинар-канашлура ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, ыттисем сăмах каларĕç.

 

Комментировать