Йывăрлăхра çухалса кайма памастпăр
Ĕç шырасси, ăсталăхпа пĕлÿ шайне тивĕçтерекен, кăмăла килекен ĕç тупасси чылай чухне çынран хăйĕнченех килет. Пĕрремĕш йывăрлăхах парăнса алă уссан, айккинчен çеç пулăшу кĕтсен ăнăçу пуласса шанма хĕн. Çапах та ĕçсĕр юлнă çын çухалса ан кайтăр, пусăрăнчăклăх танатине ан лектĕр тесе ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн специалисчĕсем сахал мар тăрăшаççĕ. Ĕçлев рынокĕ ыйтнипе килĕшÿллĕн ятарлă программăсене пурнăçласа пыраççĕ. 2014 çулхи малтанхи уйăхсенчи кăтартусемпе центр директорĕ Любовь Степановна ОСИПОВА паллаштарать.
- Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче пирĕн тăрăхри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 287 çын пычĕ. Вĕсен йышĕнче 54% - ялта пурăнакансем, 27% ытла - хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнисем, вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлес текен 14-18 çулсенчи çамрăк йышлă. Социаллă хÿтлĕх кирлисене /3,8%/ çул уçса пырас тĕллевпе çине тăратпăр, кусем - нумай ачаллă тата пепкисене пĕччен ÿстерекен ашшĕ-амăшĕ, инвалидсем, ирĕклĕхрен хăтарнă вырăнсенчен таврăннисем тата ыттисем. Пирĕн сотрудниксем кирек кама та кăмăллăн йышăнаççĕ, тивĕçлĕ информаципе паллаштараççĕ, кĕске вăхăтрах ĕçпе тивĕçтерме хăйсенчен мĕн килнине веçех тăваççĕ.
Куславкка районĕнче çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисем 54-ăн пулнă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 5% сахалрах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 0,48% танлашнă.
Палăртма кăмăллă: центра йĕркеленĕренпех, 20 çул ытла, районти предприятисемпе, организацисемпе, пайтаçăсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Çакă пире чи малтанах ентешĕмĕрсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, вакансисем çинчен пĕлсе тăма май парать. Иртнĕ 4 уйăхра та 44 предприяти-организаци 389 ваканси çинчен пĕлтерчĕ, вĕсем сĕннĕ вырăнсене 222 çынна вырнаçтартăмăр.
Чăваш Республикин 2012-2020 çулсене йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» патшалăх программине пурнăçласа çулталăк пуçланнăранпа 255 çынна /88,9%/ ĕç тупса патăмăр, вĕсенчен 223 çынна - 10 кун тăршшĕнче, 79 çынна - яланлăх ĕç, 7 килĕшÿ тăрăх 44 гражданин общество ĕçĕсене пурнăçларĕ.
Юлашки вăхăтра 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра кăштах та пулин ĕçлесе илме майсем туса паратпăр. Сахал тупăшлă, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи ачасем ĕç çумне çыпăçни, кĕсьере тыткаламалăх нухрат илни, паллах, ашшĕ-амăшне савăнтарать. Вĕсем ял-хула территорийĕсене, палăксен таврашне тирпейлеме хутшăнаççĕ, ветерансене пулăшаççĕ. Çавăн пекех ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ 2 çамрăка ĕçе вырнаçтартăмăр.
Куславкка районĕнчен иртнĕ 4 уйăхра 13 çынна Раççей Федерацийĕн ытти регионне ятăмăр, ĕçсĕр пĕр гражданин предприниматель ĕç-хĕлне пуçăнмашкăн свидетельство илчĕ, ăна укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшу кÿнĕ. 16 çын професси пĕлĕвĕ илме кăмăл турĕ, 2-шне вĕренÿ вĕçленнĕ хыççăнах ĕç тупса панă.
Вырăна тухса ĕçсĕр граждансемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр, консультацисем паратпăр, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштаратпăр, ĕçпе тивĕçтерекен центр сайтне çĕнетсех тăратпăр.
Комментировать