Халăх асĕнче хăварасчĕ

20 Мая, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 69 çул çитрĕ. Ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ май пирĕн халăх хăйĕн сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмен, чылайăшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă. Шăпах çакăн пек шăпаллисем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, çапăçу пынă вырăнсенче тупнă салтак кĕлеткисене чыслăн тирпейлесе пытарас тĕллевпе йĕркелеççĕ те "Асăну вахтисене".

Çакнашкал мероприятисенче чăваш çамрăкĕсем те кашни çулах пуçарулăхпа хастарлăх кăтартаççĕ. Акă И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн "Ас тăвăм" шырав отрячĕ кăçалхипе 8-мĕш хут Пĕтĕм Раççейри "Ас тăвăм вахтине" хутшăннă. Пĕлтĕр студентсем Калуга облаçĕнчи Ульяново районĕнчи Озерно ялĕ çывăхĕнче пулнă. Кăçал вара историпе филологи тата управлени факультечĕсенче ăс пухакансем Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче шыравра пулнă. Пирĕн çĕр-шыв командованийĕ Ленинград çывăхĕнчи çар стратеги 12 операцийĕнчен 7-шне Киров районĕн территорийĕнче ирттернĕ. Отряд ертÿçи, историпе филологи факультечĕн В.Ф.Каховский ячĕллĕ археологи-этнографи музейĕн заведующийĕ Николай Мясников каланă тăрăх - чăваш шыравçисем 12 салтак кĕлеткине çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Вĕсенчен пĕрин çеç медальон пулнă. Шел те, хальлĕхе ăна вулама май килмен. Сăмах май, медальонсенче чылай чухне паха информаци упранать: салтакăн ячĕ-шывĕ, вăл хăçан тата ăçта çурални, çар чаçĕ, званийĕ, должноçĕ. Ăна вуласан шыравçăсем комиссариат урлă салтакăн тăванĕсемпе çыхăнаççĕ.

Унсăр пуçне "Ас тăвăм" отрядăн хастарĕсем Хĕрлĕ Çар офицерĕн кĕлеткине тупнă, унăн хăйпе пĕрле хĕç-пăшал та пулнă. Блиндаж тĕлне те лекнĕ студентсем: унта вара - котелоксем, ят-хушаматне палăртса çырнă кашăксем, комсомол билечĕ... Шырав ĕçĕсем ирттернĕ май мĕн тĕрлĕ кăна япала тупман-ши: совет тата нимĕç противогазĕсем, Мосин винтовки, патронсем, пулеметпа автомат дискĕсем... Вĕсенчен нумайăшĕ маларах асăннă музейре упранĕ.

Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче ĕçлекен çичĕ çамрăк вара кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 7-мĕшĕччен Орел облаçĕнчи Болхово районĕнче "Асăну вахтине" хутшăннă. Вĕсем Ока тата Зуша шывĕсен çывăхĕнче шырав ирттернĕ. 1941-1944 çулсенче çав территорире питĕ хаяр çапăçусем пынă, çын нумай вилнĕ. Çакна пулах ĕнтĕ асăннă вырăнсенче "Асăну вахтине" хутшăнакансем кашни çулах вун-вун салтакпа офицерăн кĕлеткине çĕр айĕнчен чавса кăлараççĕ. "Юлашки салтака пытармасăр вăрçă пĕтмест", - тенине асрах тытаççĕ хастарсем. Кăçал пĕтĕмпе 102 кĕлетке тупнă, çав шутран 11-шне - пирĕн ентешсем. Вĕсен йышĕнче чăваш пулман. Виле юлашкийĕсене çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кривцово мемориалĕ территорийĕнче чыслăн пытарнă. Чăваш Енри суд приставĕсем çавăн пекех снарядсем, гранатăсем, хĕç-пăшал пайĕсем тупнă. Çак япаласем суд приставĕсен службин управленийĕн музейĕнче упранĕç.

"Истори чăнлăхне тавăрасси - пархатарлă тĕллев. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ, килес ăрусене мирлĕ пурнăç парнеленĕ çынсене хисеплесси-хакласси, вĕсен ячĕсене халăх асĕнче хăварасси - пирĕн, чĕррисен, сăваплă тивĕçĕ. Çавăнпа "Ас тăвăм вахтине" май пулсан татах хутшăнăпăр", - теççĕ шыравра хастарлăх кăтартнă çамрăксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.