"Тăван Атăл" - юратнă тата кĕтнĕ журнал!" Унпа туслашма вăхăт

Хаçат-журнал çырăнтармалли черетлĕ тапхăр пуçланчĕ.  "Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналне Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче те çырăнса илме пулать. Хаклă та мар. Литературăпа культура та искусство журналĕпе çур çуллăх туслашма пурĕ те 339 тенкĕ те 50 пус çеç тÿлемелле. Редакцие килсе илме ÿркенмесен тата май пулсан 210 тенкĕпех çырăнма пулать. Унсăр пуçне журнала электрон мелпе те илсе тăма юрать. 

Альбина САРРИ, Ямал-Ненецк автономи округĕ, Тазовский поселок:

- Аякра пурăнатпăр пулин те "Тăван Атăл" журнала хамăрăн фольклор ушкăнне çÿрекен пике-артитсене çырăнса патăм. Ара, çуралнă Чăваш çĕршывĕнче мĕн пулса иртнине, чăваш литератури, культури тата ÿнерĕ еплерех аталанса пынине пĕлес килет-çке. Çавăнпа, журнал Шупашкартан пирĕн патăмăра почта урлă кая юлса çитет пулин те, кăларăмпа пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех тĕплĕн паллашатпăр, хамăрăн ĕçре усă куратпăр.

Тавах сана, "Тăван Атăл", пире тăван çĕршывпа çыхăнтарса пынăшăн…

Марина СЕРЕБРЯКОВА, Тăвай районĕ:

- "Тăван Атăл" - юратнă тата кĕтнĕ журнал! Уйăх вĕçленсе пынă май сана чăтăмсăррăн кĕтме тытăнатăп, мĕн çĕнни илсе килĕ-ши çĕнĕ номер, тетĕп.

Халăх театрĕсемпе шкулти драма кружокĕсем валли ятарласа пьесăсем кăларма тытăннăшăн çав тери хĕпĕртерĕмĕр – тавах сире!..

Малашне те журнала çырăнса илме шантарсах калатăп.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать