Социаллă реклама енĕпе
Социаллă рекламăн Пĕтĕм Раççейри "Новый Взгляд" уçă 5-мĕш конкурсĕ пуçланнă. Йĕркелÿçи - регионсен хушшинчи "Çамрăксен тĕнчи" общество фончĕ, вăл çамрăксен граждан хастарлăхĕпе вăй-хăватне аталантарас тата пулăшас енĕпе хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртет.
Ку конкурсăн тĕп тĕллевĕ - хĕрсемпе каччăсене вĕсем вăл е ку йывăрлăха мĕнле хакланине пĕлтермешкĕн, ăна çĕнтермелли меслетсене кăтартмашкăн, обществăн социаллă çитменлĕхсемпе тата кăлтăксемпе йĕркеленĕ кĕрешĕвне хăйсен тÿпине хывмашкăн май туса парасси. Унта Раççей Федерацийĕн 14-30 çулсенчи гражданĕсем, çавăн пекех НППри тата ытти çĕр-шыври çамрăксем /уйрăм авторсемпе коллективсем, юридици сăпачĕсем/ хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртет: социаллă плакат тата социаллă видеоролик. Унăн темисем социаллă тата общество йывăрлăхĕсемпе е Раççей обществин пулăмĕсемпе тÿрремĕнех çыхăнмалла.
Унта хутшăнмашкăн кăçалхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен конкурсăн регионри йĕркелÿ комитетне /ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин "Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ" бюджет вĕренÿ учрежденийĕ, Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5 çурт, 5-мĕш пÿлĕм/ çак документсене çитермелле:
1. Заявка, автор /е авторсен ушкăнĕ/ алă пуснипе*
2. Диск, унта конкурса хутшăнас текенĕн электрон мелпе тултарнă /doc форматпа/ заявки, авторăн /автор коллективĕн/ тĕслĕ, официаллă мар, портрет сăн ÿкерчĕкĕ /JPEG/TIFF форматпа/, техника требованийĕсене тивĕçтерекен конкурс ĕçĕ пулмалла.
Тĕплĕ информаци - http://твойконкурс.рф/ сайтра тата конкурсăн официаллă ушкăнĕнче http://vk.com/tvoykonkurs.
Чи лайăх ĕçсене МИХсем, Интернет, хула урамĕсенчи тулаш реклама урлă, вĕренÿ учрежденийĕсемпе çамрăксен кану вырăнĕсенче халăх хушшине сарма палăртаççĕ.
Аса илтеретпĕр: çак конкурса пĕрремĕш хут РФ патшалăх çамрăксен политикин Стратегине пурнăçа кĕртнĕ май ирттернĕ. Ăна çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи, çав шутра чи инçетрисенчи, пултаруллă çамрăксене хăйсене хумхантаракан общество йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартмашкăн шанăç памалли проект пек йĕркелес тенĕ. Хальхи вăхăтра "Новый Взгляд" конкурс - çамрăксен пысăк проекчĕ /социаллă реклама енĕпе/. Ăна пуçарса янăранпа тупăшăва 20 пин ытла ĕç тăратнă, чи лайăх 250 плакатпа видеоролик çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. 2013 çулта конкурса Чăваш Енрен 4 ĕç хутшăннă, вĕсенчен пĕри "Социаллă видеоролик" номинацире çĕнтернĕ.
Комментировать