- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕрентекен артистран пĕрре те кая мар
Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Александр Степанов чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республика конкурсне тусĕпе Кампурпа пынă. Вăл кĕçĕн класра пĕлÿ илекенсемпе урок ирттерчĕ. «Ачасем мĕн тума юратаççĕ? Паллах, выляма. Апла тăк урокăн тĕп элеменчĕ — вăйă», — ăнлантарать вăл. Вĕрентекен шухăшĕпе, шăпах пукане ачасен кăмăлне уçма пулăшать. Унсăр пуçне вăл учительпе вĕренекенсене çывăхлатать. Александр Марсовичăн урокĕнче ачасем чăвашла кăна мар, китайла, турккăлла шутлама хăнăхнă. Палламан ачасемпе тÿрех пĕр чĕлхе тупнине шута илнĕ ĕнтĕ жюри членĕсем.
10 вĕрентекенрен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе, çĕнĕлле ĕçлес хастарлăхĕпе Александр Степанова çитекен пулмарĕ. Сăмах май, вăл çакнашкал конкурса иккĕмĕш хут хутшăнать. 2012 çулта республикăра çĕнтерсе федераци шайĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. «Кăçалхи конкурса çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Малтан ку ĕçе вĕренекенсене явăçтарман. Халĕ шкул ачисемпе уçă урок ирттернине хакларĕç. Çакă учительсен пултарулăх шайне кăтартрĕ», — тет хăпартланса çĕнтерÿçĕ. Кĕçех унăн, малтанхи пекех, тăван чĕлхе вĕрентекенĕсемпе федераци шайĕнче вăй виçме тивĕ.
«Чăваш тумĕ — подиум çинче» кăтарту курма-вĕренме-тĕслĕх илме килнисене тыткăнларĕ. Сцена çинче саркаланакансем тăван халăхăн ăрăуран ăрăва куçакан эрешлĕ тумтирĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Александр Степанов тупмалли юмах хатĕрлесе килнĕ. Анчах шупăр тавра сăмах пынине тÿрех тавçăрса илеймерĕмĕр. Вăл ятарласах 18-мĕш ĕмĕрти уяв шупăрне тăхăнса килнĕ. Çавнашкалах тĕрлĕ ĕмĕрти çи-пуçăн хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарчĕ вĕрентекен.
Тутарстанри Чăваш Çĕп- рел вăтам шкулĕнче ĕçлекен Валентина Петрова çак конкурса хутшăнмашкăн чăваш кĕпине Мускавра çĕлеттернĕ. Йăхран-йăха куçакан мăй çаккине тытса пăхма ирĕк пачĕ вăл. Кĕмĕл укçаран ăсталанăскерне тăванĕсем нушаллă вăхăтра та сутман.
Надежда Варюхина /Муркашри Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕ/ кукамăшĕнчен юлнă чăлха кунчине илсе пынă. Ăна пĕр йĕппе çыхнă. Вăл ăшă тытнисĕр пуçне çĕленрен сыхлать. Елена Иванова /Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкул/ — хушпу, Ирина Власова /Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкул/ — икĕ аркăллă чăваш кĕпине асанне-кукамай арчинчен кăларса килнĕ. Малалла вулас...
Комментировать