Ас тăвăмшăн вăхăт чикки çук

9 Апр, 2018

Çуркунне, çут çанталăк чĕрĕлес вăхăт черетлĕ хутчен çитрĕ. Акă юр ирĕлсе пĕтĕ те йывăç-тĕм папкисем сĕткенпе тулĕç, вĕсене майĕпен ешĕл тĕс çапĕ, ун хыççăн, пĕрремĕш çулçăсем тухнă май, таврана калама çук илем карса илĕ...
Çакнашкал вăхăтра пирĕн çĕршывăмăр пысăк та пĕлтерĕшлĕ уява паллă тăвать: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнине. Унăн хăрушă кĕрлевĕ шăпланнăранпа тепĕр уйăхран 73 çул çитĕ. Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешĕмĕрсене, тăванăмăрсене, паян та сывах вăрçăпа тыл ветеранĕсене пурте пĕрле пуç тайăпăр. Çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсенче черетлĕ хутчен истори пысăк пулăмĕн страницисене сирсе кăсăклă кăларăмсем, очерк-репортаж кун çути курĕç. Вĕсенчи тĕп шухăш — XXI ĕмĕрте пурнăç тăнăçлăхне упрассишĕн кар тăма чĕнесси — чĕрене витерĕ. Культура учрежденийĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем те Çĕнтерÿ кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелĕç.
Кусем — хăнăхнă, яланхи, пурте хутшăнакан пулăмсем. Вĕсенчен уйрăлса тăраканни, ман шухăшпа — шырав отрячĕсен ĕç-хĕлĕ: тупса палăртакан истори факчĕсем, вун-вун çул каялла хыпарсăр çухалнисен шăписене уçăмлатакан хыпарсем, тĕрлĕ сăлтава пула манăçнă чăн паттăрсен ячĕсем... Юлашки çулсенче Чăваш Енре шырав отрячĕсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Икĕ çул каялла пирĕн республикăра çавнашкал 16 пĕрлешĕве шута илнĕччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çапăçăвĕсем пулнă вырăнсенче ирттернĕ экспедицисене 120 çын хутшăннăччĕ. Çулталăкранах, «Раççей шыравçисен юхăмĕ» пĕрлешĕвĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Евгений Шумилов палăртнă тăрăх, реестрти отрядсен шучĕ 27-е çитнĕ. Хальхи вăхăтра Тĕнче иккĕмĕш вăрçин паттăрĕсен шăпине тĕпчес ĕçе 300 ытла çын кÿлĕннĕ. Вĕсем паллă вырăнсенче çĕр чавса ирттерекен тĕпчевсене хутшăнаççĕ, архивсенче ĕçлеççĕ, хыпарсăр çухалнă, вилнĕ салтаксен тăванĕсене шыраççĕ, палăксене, вил тăприсене тирпейлеççĕ, музейсемпе тата ас тăвăм ытти управĕпе çыхăну тытаççĕ.
Çакăн пек ĕçе ытларах çамрăксем, студентсем — çитĕнекен ăру — пуçаруллăн хутшăннине ырламалла кăна. Вĕсене патриот туйăмĕ витерни — куç кĕрет. Çамрăксене шăпах çавнашкал хаклăх картинче çитĕнтересси хальхи вăхăтра çĕршыв политикишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.