"Тăван тăрăхшăн тунсăхлатăп"

20 Мая, 2014

Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать. Акă Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Митрофановăн 15-ре чухне çемьери лару-тăрăва пула Францие куçса кайма тивнĕ. Çĕнĕ çĕрте епле вĕренни, унти çамрăксем мĕнпе кăсăкланни тата ытти çинчен "Хыпар" хаçат вулаканĕсене каласа кăтартма килĕшрĕ 25-ри пике, нумаях пулмасть тăван тăрăха курма килнĕскер.

- Ют çĕр-шыва куçса каясси шиклентерчĕ паллах. Унта маларах пĕр уйăх пурăнса курни те ку туйăма пусараймарĕ. Çапах та çĕнни, халĕччен пĕлменни илĕртрĕ. Шупашкарта чухнех французла çырма-вулама пуçларăм. Анне, аслă шкулта çак чĕлхене вĕрентекенскер, ку енĕпе нумай пулăшрĕ, - калаçăва пуçларĕ Катя. - Анне Брив хулинчи арçынна качча тухнăран унта пурăнма пуçларăмăр. Пысăках мар хула вăл, пĕтĕмпе - 60 пин çын. Эпĕ, Раççейре 9 класс пĕтернĕскер, авăн уйăхĕнче уйрăм çын шкулĕнче тÿлевлĕ вĕренме пуçларăм. Тÿлев ачан ашшĕпе амăшĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илнинчен килет. Пĕтĕм предмет французла иртнĕрен малтанхи çур çулта питĕ йывăр пулчĕ. Киле панă ĕçсене анне пулăшнипе çеç пурнăçлаяттăм. Учительсем сĕннипе пĕлĕве çав класрах тепĕр çул тарăнлатрăм, лайăх вĕренекенсен шутне кĕтĕм. Физика, хими урокĕсенче тĕрлĕ сăнав ирттерме кăсăклăччĕ, çут çанталăк предметĕнче вара шапана касса унăн шалти органĕсене сăнаттăмăр. Уйрăм çын шкулĕсене те патшалăх укçа парса пулăшать. Французла лайăх калаçма хăнăхнăран театр урокĕсене хам ирĕкпе çÿреме пуçларăм. Занятисем ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 6 сехетченех пыраççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - тăрăшса вĕрентĕм, мĕншĕн тесен асăннă çĕр-шыври университетсем пулас студентсене паллăсем тăрăх хăйсем суйласа илеççĕ. Шкул пĕтерсен диплом параççĕ. Эпĕ экзаменсенче 12 балл /чи пысăкки - 20/ пухрăм.

- Францире вĕрентÿ тытăмĕ пирĕннинчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Унта виçĕ çултан пуçласах вĕренеççĕ. Пĕлÿ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене 13 çул "шĕкĕлчеççĕ". Малтан - садик-шкул, унтан - кĕçĕн классем. Хыççăн - 6, 5, 4, 3-мĕшсем. Францире классем пирĕнни пек ÿссе мар, чакса пыраççĕ. 6-мĕшĕнчен вăтам пĕлÿ программи пуçланать, вăл 3-мĕш класчен пырать. Ашшĕ-амăшĕ ачисене 3-мĕш класчен вĕрентме тивĕç. Çакăн хыççăн аттестат илме экзаменсем тытмалла. Ку документпа пĕрисем техникума каяççĕ, теприсем ĕçе вырнаçаççĕ, малалла вĕренес текенсем лицейра 2 тата 1-мĕш классенче, терминальте пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Эпĕ шăпах виççĕмĕш меле суйласа илтĕм. Терминальте специализаципе /гуманитари, экономика, естественнăй наукăсем/ вĕрентеççĕ, ăна пĕтерсен бакалавр степеньне илес тесе экзаменсем тытмалла. Бакалавр степенĕ пĕтĕм университет алăкне уçма май парать.

- Эсĕ хăш университет алăкне уçрăн?

- Эпĕ бизнес-шкула суйласа илтĕм, питĕ çирĕп конкурс витĕр тухрăм. Стипенди параççĕ унта, анчах унăн виçи кашни уйăхра тĕрлĕрен, вăл та атте-анне мĕн чухлĕ ĕçлесе илнипе çыхăннă. Бизнес-шкулта вĕреннĕ чухне хваттер тара илсе уйрăм пурăнма пуçларăм. Акăлчан чĕлхине питех юратманран çулталăкран юридици факультетне куçрăм. Унта вĕçĕмсĕр теори, пĕр практика та çук. Çакна пулах икĕ çултан бизнес-шкула каялла таврăнтăм. 2 тата 3 курссенче чиперех вĕрентĕм, стажировкăра пултăм. Кăçал çурла уйăхĕнче манăн диплом хÿтĕлемелле. Çакăн хыççăн пĕлĕве 4-5 курссенче малалла тарăнлатма юрать, анчах тÿлевлĕ, чылайăшĕ тĕллевне пурнăçлас тесе кредит илет. 5 курс пĕтерекенсене аслă специалист дипломне параççĕ. Манăн кредит илсе аппаланас кăмăл çук, хăвăртрах ĕçлеме пуçлас, обществăна усă кÿрес килет. Виçĕ специальноç манăн: бухгалтер, маркетолог, компани представителĕ е суту-илÿ менеджерĕ. Эпĕ тĕнче шайĕнче ĕçлекен суту-илÿ менеджерĕ е унăн ассистенчĕ пулма ĕмĕтленетĕп. Ун пек чухне вырăс чĕлхине пĕлни те кирлĕ-çке. Юлашки вăхăтра Францире вырăс, яппун, китай чĕлхисем тĕлĕшпе кăсăклану ÿсет.

- Франци çамрăкĕсем хăш профессисене ытларах кăмăллаççĕ?

- Пурте тенĕ пекех юрист, экономист, менеджер та маркетолог пуласшăн. Ĕç рынокĕнче çак специалистсем ытлашшипех. Тухтăрсем вара çитмеççĕ. Ку чи малтан медицина факультетне кĕрес текенсен хушшинче конкурс пысăккипе те, унта вĕренмешкĕн çав тери йывăр пулнипе те çыхăннă. Пĕлĕшĕм çав факультетра 1-мĕш курсра икĕ çул ăс пухрĕ, ниçта тухмасăр кĕнеке вуларĕ, теорие ирĕн-каçăн "шĕкĕлчерĕ", юлашкинчен чăтаймарĕ, пăрахрĕ. Врача 11 çул вĕренмелле, унтан - специализаци... 30-35 çулта тин диплом илсе ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем. Унсăр пуçне поварсем, официантсем, барменсем çитмеççĕ. Çак специальноçсене техникумра алла илме пулать, унта вара дисциплина çарти пекех çирĕп: кашни кунах шурă таса кĕпе тăхăнмалла, каччăсен галстук çыхмалла, костюмсăр килме юрамасть, хĕрсен шĕвĕр пуçлă туфли суйламалла мар... Ĕçлекенсенчен вара пушшех çирĕп ыйтаççĕ.

- Çамрăксем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнма тăрăшаççĕ ахăртнех?

- Вĕсем май килнĕ таран хăвăртрах уйрăм пурăнасшăн. Чăн та, хальхи вăхăтра çĕр-шывра кризис хуçаланнăран ку утăма чылайăшĕ хăй ĕçлеме пуçласан çеç тăвать. Çамрăксем хваттер тара илеççĕ. Çемье çавăрсан кредит илсе пурăнмалли кĕтес туянаççĕ. Нумайăшĕ вăхăт иртнĕçемĕн уйрăм çурт лартма ăнтăлать. Брив варринче хваттер тара илнĕшĕн уйăхра 400-450 евро тÿлемелле, йÿнĕ мар çакă. Эпĕ хула варринче пурăнатăп. Çуртран инçех мар вырнаçнă çĕр лаптăкĕнче çĕр улми, петрушка лартса ÿстеретĕп. Бривра лайăх районсенче пурăнакансене хваттерпе пĕрлех çĕр лаптăкĕ те лекет. Вĕсенче малтан чылайăшĕ чечек таврашĕ çеç акнă. Халĕ, кризис вăхăтĕнче, пурте тенĕ пекех пахча çимĕç çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Вăл лавккара туяннинчен тутлăрах та. Манăн аннепе тăван мар атте, тĕслĕхрен, çĕр улми, сухан, хăяр, помидор, çĕр çырли, хăмла çырли, хурлăхан ÿстереççĕ. Пирĕн те хăмла çырли пур. Бривра сад-пахча паянхи кун хастар кану шутланать. Юлашки вăхăтра чăх усракансен йышĕ те ÿсет. Манăн та усрас килет, чăн та, малтан мэрирен ирĕк ыйтмалла. Чăхсем унта çут çанталăк пулăшуçисем шутланаççĕ, çавăнпа çак кайăк-кĕшĕке çынсем çăмартишĕн çеç усраççĕ, пусса çимеççĕ. Çĕр лаптăкĕ пысăк тăк качака та усраççĕ. Манăн та ку выльăха туянас, ăна суса ăшă сĕт ĕçсе пурăнас килет. Мĕн пĕчĕкрен килти выльăх-чĕрлĕхе курса ÿсни витĕм кÿрет пулас. Французсем юлашки çулсенче сывă апатлану çине куçса пыраççĕ.

- Вĕсем мĕн çиме юратаççĕ тата мĕнле канаççĕ? Хăш уявсене кăмăллаççĕ?

- Фуа-гра /кăвакал пĕверĕнчен хатĕрлеççĕ ăна, паштет евĕрлĕрех/ юратаççĕ, устрица, улитка, шапа ури çиеççĕ. Кашни регионтах - хăйĕн наци апачĕ. Бривра аш-какай нумай çиеççĕ. Фри-çĕр улми те сĕтел çинче тăтăшах. Сыр кăмăллаççĕ. "Пирĕн 365 тĕрлĕ сыр", - теççĕ, ăна хĕрлĕ /шурă/ типĕ эрехпе юратаççĕ. Французсем чĕнмен хăнасене хапăлах мар. Кам патне те пулин каяс тесен малтанах шăнкăравласа калаçса татăлмалла. Тĕслĕхрен, эпĕ аннепе курнăçас тесен малтан телефонпа çыхăнатăп, ирĕк ыйтатăп. Тăван мар атте канать тăк е урăх сăлтав пур чухне каймастăп паллах. Унта хăнасем килсен вырăссем пек сĕтел хушшине лартса апат çитермеççĕ, сырпа эрех çеç сĕнме пултараççĕ. Хăшĕсем çывăх тăванĕсем патне те çулталăкра пĕрре çеç каяççĕ.

Французсен чи юратнă уяв - Раштав, ун чухне пурне те парне параççĕ. Католиксем вĕсем, анчах çамрăксем тĕне ячĕшĕн çеç ĕненнĕ пек туйăнать. Ача-пăча пылак çимĕç валеçессине, ятарлă уяв йĕркелессине пĕлсе тĕне ĕненетĕп тет. Пепкисене те чылайăшĕ уяв пултăр тесе çеç шыва кĕртет. Хăйсен историйĕпе те мухтанмаççĕ вĕсем. Кану пирки калас тăк хĕрсемпе каччăсем бара çÿреççĕ, 20-е çитменнисем - каçхи клубсене. Шыва кĕрсе киленес тесен Атлантика океанне кайма май пур, тепĕр департаментра вырнаçнăскер патне çăмăл машинăпа 2 сехетре çитме пулать. Вăтаçĕр тинĕсĕ патне - 4 сехетре.

- Пикесемпе йĕкĕтсем миçе çулта çемье çавăраççĕ тата миçе ача çуратаççĕ?

- Унта пурте тенĕ пекех çырăнмасăрах пурăнаççĕ. Манăн савнин Арнон ашшĕпе амăшĕ 20 çул ытла ĕнтĕ пĕрле, çапах вĕсем официаллă майпа пĕрлешсе туй туман. Çемьере вăтамран икĕ ача. Тĕн йăлисене çирĕп пăхăнакансен çеç 5 е ытларах пепке. Ача мĕн чухлĕ ытларах - пособи виçи çавăн чухлĕ ÿссе пырать. Декрета çие юлсан 9-мĕш уйăхра çеç каяççĕ, çуратсан пĕр уйăхран ĕçе тухаççĕ. Пĕчĕкскере пăхмашкăн няня тытаççĕ. Ют çĕр-шывра Раççейри пек мар, мăнукĕсемпе асламăшĕ-кукамăшĕ лармасть. Вĕсен хăйсен пурнăçĕ: килĕнче ларма юратмаççĕ, нумайăшĕ çул çÿреме тăрăшать. Çамрăк мăшăр кинона е урăх çĕре каяс, çак хушăра ачине ашшĕ-амăшĕпе хăварас тесен виçĕ уйăх маларахах шăнкăравласа асăрхаттарать.

- Катя, инçетре тăван çĕршĕн тунсăхламастăн-и?

- Паллах тунсăхлатăп. Раççейре эпĕ 5 çул пулман, тата тепĕр çул кунта килмесĕр чăтаймастăмччĕ. Акă çак кунсенче Муркаш районĕнчи тăвансем патне кайса килтĕмĕр. Унти вăрмана, уйсене пăхса темччен килентĕм, чунра çав тери лайăх пулса кайрĕ. Тăван çĕр-шывра, хам çуралса ÿснĕ çĕр çинче мĕн тери ырă-çке! Çакă йăлтах - манăн тымарсем. Шупашкар илемленсе, Чăваш Ен аталанса пыни те савăнтарать.

- Мĕнех, ăнăçу сунатпăр сана!

 

Калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.