Ачасене ашшĕ те, амăшĕ те кирлĕ

9 Апр, 2018

«Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем, ăшăм çуннипе çыратăп çак çырăва.

«Анне, арăм ывăлпа хĕре Кстовăри ача-пăча приютне парса хăварнă», — терĕ Петя иртнĕ кĕркунне киле таврăнсан. Эпир çийĕнчех çула тухрăмăр. Хулана каçхине çитсе мăнуксене шыраса тупрăмăр, вĕсемпе калаçрăмăр.
Мăнуксене Етĕрне районне ашшĕн тăван килне илсе килтĕмĕр. Вĕсем çакăнта пропискăра тăраççĕ. Амăшĕ ачисене пирĕнпе — ашшĕпе тата асламăшĕпе — пурăнтарма килĕшсе хут çырса пачĕ. Сăмах май, Петьăн арăмĕ пулнă Ленăн хăйне ятăн пурăнмалли кĕтес çук. Ăна кунти пропискăран кăлараймастпăр.
Мăнуксене Пушкăрт садикне вырнаçтартăмăр. Унтанпа 5 уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсен япалисене парса ямарĕ. Хамăр тăрăшнипе, çынсем пулăшнипе мăнуксем валли çи-пуç илтĕмĕр. Тавах сире çынсем, пире пулăшакансем!
Амăшĕн ача шухăшĕ çук. Вăл ывăлĕпе хĕрĕн пурăнмалли вырăнне палăртакан суда икĕ хутчен пымарĕ. Эпĕ ашшĕне ачисене çитĕнтерме хамах пулăшăп. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем, уççи-хуппине тупма пулăшсамăр
».

Енафа ГРИГОРЬЕВА, Етĕрне районĕ.

Ял пурнăçне хăнăхнăскерсем

Лару-тăрăва уçăмлатмашкăн вырăна тухса кайрăмăр. Пире Енафа Ильинична кĕтсе илчĕ. Унăн ывăлĕ Петр Кстово хулинче ĕçе водителе вырнаçнă иккен. Çăкăр турттараканскер 2 кун ĕçлесе 2 кун канать. Кĕçех унăн отпуск пуçланĕ.
Пÿрте кĕрсен 6-ри тата 3-ри ачасемпе паллашрăмăр. Шăпăрлансем ял пурнăçне хăнăхнă. Вăр-вар тумланса асламăшĕпе пĕрле çурт картишне, урама тухаççĕ. Пĕчĕкскерсем килти выльăх-чĕрлĕх çинчен каласа кăтартма хапăл. Вĕсемшĕн йăлтах кăсăклă.
«Мăнуксен килĕ-çурчĕ пултăр. Вĕсене çакăнта асламăшĕпе ашшĕ çумĕнче хăтлă пулĕ», — пепкесене ыталаса сăмахлать пурнăç тути-масине ас тивнĕ хĕрарăм.
Ахаль ларма хăнăхман Енафа Григорьева ĕне, вăкăр, качака, кролик, чăх-чĕп тытать. Малашне лаша та усрасшăн. Арçын ача — качака сĕчĕ, хĕрача ĕне сĕчĕ юратнине малтанах сăнанă асламăшĕ.
Енафа Ильинична 6 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине кăларнă. 32 çул сысна ферминче вăй хунă вăл. Мăшăрĕ чире пула 18 çул каялла пурнăçран уйрăлсан та хуçăлман. Çаврăнăçуллăскер пурнăç тилхепине халĕ те çирĕп тытса пырать.
Садик вырнаçнă яла çуран утма инçерех. Çапах ачасене унта леçме май тупнă Григорьевсем. Вĕсем шкул автобусĕпе усă кураççĕ. Унсăр пуçне машинăллă кÿршĕпе калаçса татăлнă: вăл шăпăрлансене хăйĕн ачисемпе юнашар лартса кирлĕ çĕре çитерет. Каннă вăхăтра Петр Григорьев ку яваплăха хăйĕн çине илет.

Ĕнерхи юрату

Петьăпа Ленăн юрату романĕ çурхи чечек çурăлнă пек хитре пуçланнăн туйăнать. Анчах темшĕн вăхăт иртнĕçемĕн çеçке шаннă евĕр шалти туйăм та сĕвĕрĕлсе çухалать. Чăнах, ĕнерхи кун çутине каялла тавăраяс çук.
Енафа Ильинична каланă тăрăх, Лена шкул пĕтеричченех вĕсем патне куçса пынă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма та çак килтенех кайнă. Кайран аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Студентсенчен чылайăшĕ çемье çавăрать, йыш хушать, апла пулин те алла диплом илме ăнтăлать. Елена вара вĕренме пăрахса упăшкипе пĕрле Мускава тухса кайнă. Çакна мăшăрĕ ÿкĕте кĕртнипе сăлтавлать вăл. Апла-и, капла-и, ĕçе вырнаçмашкăн ятарлă пĕлÿ кирлĕ. Татăклă утăм тăвиччен çичĕ тĕрлĕ шухăшласа пăхмалла пулнă та çав. Халĕ ÿкĕнет, паллах, вăл.
Ленăн амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Çавăнпах ăна мăнаккăшĕ хăйĕн çунатти айне илнĕ. Ачасене — хăйĕннисене тата опекăна илнисене — лайăх пăхнăшăн Енафа Ильинична та мухтать ăна.
Хунямăшĕ ывăлĕпе кинне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Мăнукĕсене пăхма Мускава тухса кайнă вăл. Çуллахи вăхăтра пĕчĕкскерсене яла илсе килнĕ.
Унтан çамрăк çемье Кстовăна куçнă. Унта та Мускаври пекех çын хваттерĕнче укçа тÿлесе пурăннă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ ĕçленĕ, ачасем садикре аталаннă. «Алла укçа ытларах кĕтĕр тесе пушă вăхăтра такси службине ĕçе вырнаçрăм», — вăр-варлăхне палăртса калать Петр Григорьев.

Шаккасан та уçман

Арçын каласа кăтартнă тăрăх, пĕрре япала манса юлнăран каçхине ĕçрен киле таврăнма лекнĕ унăн. Анчах хваттер алăкне шалтан питĕрнĕ иккен. Шаккасан та уçман. Хайхискер шыв пăрăхĕ тăрăх 2-мĕш хута хăпарнă та балкон чÿречине çĕмĕрсе хваттере кĕнĕ. Арăмĕ патне ют арçын килнĕ иккен. Ачисене ваннăй пÿлĕмне хупни пушшех тарăхтарнă ашшĕне. Вăл çиллине пусараймасăр арăмĕпе ют арçынна çапнă. Упăшки çук чухне хăнана çÿрекене уйрăмах хытă лекнĕ. Вĕсем полиципе çыхăннă, уголовлă ĕç пуçарма ыйтса çырнă. Кайран Петр Григорьев хулăн укçа парсан ыйтăва каялла илнĕ.
Упăшкипе арăмĕ вăрçăнса уйрăм пурăнма пуçланăранпа эрне те иртмен — Елена Григорьева ывăлĕпе хĕрне ача-пăча приютне леçнĕ. Çакăн пирки тĕпренчĕксен ашшĕне пĕлтермен. Пĕчĕкскерсене больницăра медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне тăванĕсем ăнсăртран курнă.
Мăнукĕсене Кстовăри ача- пăча приютĕнчен илсе килни çинчен асламăшĕ шăпах çырура каласа кăтартнăччĕ. Унтанпа 6 уйăха яхăн амăшĕнчен уйрăм пурăнаççĕ вĕсем.

Тĕрĕслĕх шыракансем

Петрпа Елена Григорьевсем судпа уйрăлнă. Вĕсен ывăлĕпе хĕрĕ малашне ăçта пурăнасси хальлĕхе паллă мар-ха. Çакна судра 6 хут пăхса тухнă. Çапах ку ĕç вĕçленмен.
Ачасен амăшĕпе телефонпа çыхăнма май килчĕ. Вăл малтанхи упăшкинчен хăраса яла пымасть имĕш. «Апла тăк мĕншĕн Кстовăра машинăра манпа пĕрле ларса çÿрет-ха вăл?» — хирĕçлет Петр.
Елена ачисемпе пĕрле çĕнĕ пурнăç пуçлама ĕмĕтленнине, хулара тĕпренчĕксене аталантармашкăн май ытларах пулнине калать.
«Ачисем патне килсе çÿретĕр. Пирĕнтен чару çук. Унтан та ытла, эпир ăна тĕпренчĕкĕсем патне ÿкĕтлесе чĕнетпĕр», — теççĕ Енафăпа Петр Григорьевсем.
Ашшĕ те, амăшĕ те ачисемпе пĕрле пурăнасшăн. Пурнăç илемне тĕпренчĕкĕсенче кураççĕ вĕсем.
Ачисем амăшĕшĕн тунсăхлани куç кĕрет. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче черетлĕ хут суд пулнă хыççăн тĕпренчĕкĕсем патне кайма шантарнăччĕ хĕрарăм. Анчах ывăлĕпе тата хĕрĕпе тĕл пулмашкăн те май, те вăхăт пулман унăн? «Манăн çакăнта асаннепе, аттепе тата аннепе пĕрле пурăнас килет», — мăн çын пекех шухăша путса каланăччĕ те пĕчĕк хĕр пĕрчи... Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.