- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ĕмĕрĕме пуканелле выляса ирттеретĕп»
Хирти сарă чечек пек.
…………………………
Хирти сарă чечеке
Ăшă куçпа кам пăхмĕ?
Ун пек лайăх хитре хĕре
Мĕнле каччă юратмĕ?..
Ăна курсассăнах аслă поэтăмăрăн Константин Ивановăн Нарспи çинчен çырнă йĕркисем аса килеççĕ. Таçти çырма хĕрринчи чăваш ялĕнче мĕнле, ăçтан тупăннă çакăн пек чиперук? Чăнласах сар чечек евĕрскер, сарă хĕвел ăшă куллиллĕскер, хăй те ăшă кăмăллăскер?..
Сарă хĕр
Чăн та, «таçти чăваш ялĕ» тесе ентешĕмсене пĕрре те кÿрентерес килмест-ха: ара, Алина тăван енĕмре çуралса ÿснĕ — Элĕк районĕнчи Мартынкассинче тăхăр ачаллă çемьере кун çути курнă. Чи кĕçĕнни пулсан та ун пирки ачаш ÿснĕ тесе калама сăлтав çук. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн унăн ашшĕне колхоза ертсе пыма шаннă. Каярахпа, ятарлă пĕлÿ çуккине кура, вăрçă хирĕнчен ытти арçынсем таврăнма пуçласан, бригадира куçарнă. Председательте ĕçленĕ чухне те, бригадирта та тĕрĕслĕхпе, ĕçшĕн çирĕп ыйтнипе палăрнă арçын. Пилĕк авма юратсах кайманнисем те вăл çывхарнине асăрхасанах ура çине сике-сике тăнă: «Иван Васильевич килет!» Ку ĕнтĕ хăвăртрах ĕçе пикенмеллине пĕлтернĕ. Çук, усал кăмăлĕшĕн хăраса тăман унран ял-йыш. Ĕçе йĕркелеме пĕлнишĕн хисепленĕ. Килтисене те тÿр пилĕк пулма хăнăхтарман вăл — колхозра ыттисемпе танах вăй хунă ачасем, мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне, тутине пĕлсе ÿснĕ. Тепĕр тесен, пурнăçри йывăрлăх-сене парăнтарма шăпах çакă — кĕлеткене кăна мар, кăмăла та ачаранах пиçĕхтерни — пулăшнă та.
Çапах та Алина Каликовăна «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне хăнана чĕнсен чи малтан çакна ыйтса пĕлес килчĕ — çырла пек чипер сăнĕпе кама хывнă-ши вăл: ашшĕне е амăшне? Пирĕн тăрăхра та вырăссем тĕпленнĕ ялсем пур. Вĕсенчен пĕри Вырăс Сурăм ятлă. Мамаккăшĕ /Элĕксем асаннене çапла чĕнеççĕ/ шăпах вырăс майри пулнă иккен. Çакна Алина аслисем каланинчен пĕлет. Çук, çывăх çыннине курма пÿрмен ăна. Мăнукĕсем мар, ывăлĕ те амăшĕн ăшшипе нумай ачашланайман — хĕрарăм çут тĕнчерен ирех уйрăлнă. Хăй мамаккăшĕ пек пулнине хĕрача ялти вĕрентекен сăмахĕнчен пĕлнĕ. «Мартыновская хушаматлăччĕ вăл, Чĕмпĕрте И.Яковлев шкулĕнче вĕреннĕскерччĕ. Пирĕн тĕлтен иртсе çÿренĕ чух мана асăрхамассерен — эпĕ вара, пĕчĕкскер, тăтăшах урамра выляса ларнă курăнать — «Ну, Марфушăна татсах илнĕ вĕт!» тетчĕ вырăсла. Кăмăлпа вара — анне пек. Вăл — чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Вăл тарăхнине нихăçан та курман эпĕ. Пирĕн çемьере кашни хăйĕн вырăнне пĕлнĕ. Арçынсем тулти ĕçсене тирпейленĕ, хĕрсем — тĕпелте, пÿрт-çурт таврашĕнче. Анне алла мăлатук тытса нихăçан та арçын ĕçне пурнăçласа çÿремен. Çав вăхăтрах атте авторитечĕ пысăк пулнă — анне ăна хирĕç сăмах чĕнмен, арçын мĕнле калать — çемьере çапла пулнă. Эпĕ те çаплах ÿснĕ — çынна усал сунмалла мар, кÿрентермелле мар. Шел, паян çывăх çыннăмсем чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ. Çапах вĕсем вĕрентни, ĕçе хăнăхтарни — ĕмĕр чĕрере».
Чăваш хушшинче артист профессийĕ пирки анлă сарăлнисенчен пĕри тесе калаймăн. Тухтăр, вĕрентекен, механизатор… çăкăр çитерекен профессисем шутланнă. Алина пуçне артист пулас шухăш епле пырса кĕнĕ-ши? «Телевизорпа яланах балет пăхма юрататтăм. Шутсăр балерина пулас килетчĕ. Çак ĕмĕт артист профессийĕ енне туртрĕ те. Ялта ачасем тăтăшах кĕтÿ пăхаттăмăр вĕт. Çакăн пек самантсенче вĕçĕмех тĕрлĕ сценка выляттăм — вĕсене хамах шухăшласа кăлараттăм. Айккинчен кам та пулин пăхса тăрсан «ку хĕрача ăсран тайăлнă» тесе те шухăшлĕ çав… 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Çĕнтерÿ кунне халалласа концерт йĕркелерĕмĕр. Эпĕ сăвă вуларăм. Концерт хыççăн ман пата математика вĕрентекенĕ Тамара Тихоновна пычĕ те пуласлăха сценăпа çыхăнтармаллине каларĕ. Унăн сăмахĕсем манăн ĕмĕте татах çунат хушрĕç ахăр.
Турă пÿрнĕ çулпа
10-мĕш класра вĕреннĕ чухне артист пулас ĕмĕтпе таçти-таçти театра та çыру ятăм. Пурте хурав-ларĕç — Беларуç таранах. Анчах эпĕ унта çити каяйрас çук ĕнтĕ. Драма театрĕпе хут вĕçтеретĕп. Тĕлĕнмелле те, Геннадий Терентьев манăн кашни çырăва хуравлатчĕ. Вĕсем кашни пилĕк çулта çамрăксене вĕренме яраççĕ иккен. Эпĕ вара кая юлнă. Ĕмĕт путланчĕ. Мĕн тăвас? Геннадий Те-рентьевич мана Çĕрпÿри культура училищине кайма сĕнет. Анчах… шкул хыççăн аттепе анне аппа Зина вĕренекен çĕрех документсем пама сĕнчĕç — вăл вара ЧПУ историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхи уйрăмĕн студенчĕччĕ. Аслисем каланинчен иртме хăнăхман. Кайса патăм до-кументсене. Хатĕрленÿ курсне çÿретĕп. Пичче патĕнче пурăнатăп. Ах, вĕрентекен пулас килмест! Хаçатра Пукане театрĕн пĕлтерĕвне курсан татах Терентьев патне çыртăм. Канаш ыйтрăм. Вăл мана Людмила Нянинăпа паллаштарчĕ. Ĕмĕт çĕнтерчĕ. Документсене университетран кайса илтĕм те Çĕрпĕве кайса патăм. Аттепе анне сăмахĕнчен иртсе курманскер çапла пĕрремĕш хут кăмăла ирĕке ятăм. «Ĕмĕр тăршшĕпех тринкки-тринкки тăвасшăн-и?» — терĕ атте çакна пĕлсен. «Тăватăп ĕнтĕ», — хăюлăхăм ăçтан тухрĕ-ши манăн?»
Алина Ивановна хăйне Турă юратать тесе çирĕплетет. Хореограф дипломне алла илсен на-правленипе Етĕрне райончи «Ленинская искра» колхоз клубĕнче ĕçлеме тивет. «Мана Аркадий Ай-дак Ленин пек туйăннăччĕ, — нумай çул каяллахи тапхăра таврăнать Алина Ивановна. — Ташă ушкăн-не 73 ача çÿретчĕ. Хăть те мĕнле костюм, хăть те хăçан çула тухма хăть те мĕнле транспорт, Шупашкара спектакль курма килмешкĕн автобус — тархасшăн. Нимĕнле кăткăслăх та пулман. Пĕрле вĕреннисен шалăвĕ 80 тенкĕпе танлашатчĕ, мана тÿрех 120 тенкĕ туса пачĕç».
Çакăнта Алина Ивановна пурнăçне пысăк витĕм кÿнĕ тепĕр çын çинчен сăмах пуçарма шăпах вырăнлă-тăр. Училищĕре вĕреннĕ чухне хĕрсем ушкăнри каччăсем патĕнче тăтăшах хăналаннă. Çав общежитирех Пукане театрĕнче вылякан Гена пурăннă. Театрта пĕр артистка декрет отпускне кайсан хайхи Гена Алинăна аса илнĕ: «Манăн ташлакан, театрта ĕçлеме ĕмĕтленекен пĕлĕш хĕр пур». Алина Шупашкара черетлĕ хут килсен çапла Етĕрнерен ĕç кĕнекине илмесĕрех репетицисене хутшăнма пуçланă. Каярахпа Ачак ачисене макăрта-макăртах — лешсем хăйсен юратнă хореографне ярасшăн пулман — Етĕрнепе сыв пуллашнă.
Артист пурнăçĕ пуçланнă. Виçшер уйăх гастрольсем… Тутарстанри чăваш ялĕсенче Алинăна пĕр яш куç хывнă. Малтанах хĕр хайхискерне асăрхаман та. Каярахпа çамрăксем хутшăнма пуçланă. Каччăн сасси, калаçăвĕ хĕр чунне тыткăнланă. Анчах пике ăна çывăха яман. Сăпайлă пике икĕ каччăпа пĕр харăс çÿрет-и вара?
Кĕçех Шупашкарпа Элмет районĕнчи Клемтел хушшинче çыру вĕçме пуçланă. Вĕçнĕ-вĕçнĕ те кĕтмен çĕртен… пач чарăннă. Сăлтавĕ каччăпа çыхăннă. Лешĕ туйăмĕсем çинчен çырма пуçланă иккен. Хĕрĕн вара, каларăмăр ĕнтĕ, савнийĕ пулнă. Вăл аякри чăваш йĕкĕчĕпе туслă çыхăну кăна тытасшăн. Çавăнпах çыру çырма пăрахнă хĕр. Анчах та пурнăç яланах ĕмĕтри пек пулса пымасть… Етĕрне йĕкĕчĕ, савнийĕ вара унтан пулнă, пĕр кĕтмен çĕртен урăххине качча илнĕ. Татах гастрольсем пуçланнă. Алинăсен ушкăнне, вăл çул Чăваш Ене юлмалла пулнине пăхмасăрах, каллех темшĕн Тутарстана янă. Хĕр хăй сисмесĕрех-ăнланмасăрах юрату авăрне лекнĕ. «Пĕр вырăнтан ывăçласа илтĕм те тепĕр çĕре куçартăм юратăва», — аса илет çакна вăл.
Афган çулăмĕ
Туйăмсем хăвăрт хĕрнĕ. Кĕçех каччă хĕре çураçма çитнĕ. Чăн та, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă Алинăна çавăнта çити никам та ярасшăн пулман: ашшĕ-амăшĕ те, театр дирекцийĕ те… «Маншăн вара тĕнче тикĕс», — хăй мĕн тунине хăй те ăнланман хĕр çав самантра. Вăл юратнă. Çавă кăна. Амăшĕ ашшĕне итлесе пурăннине курса ÿснĕскер упăшки хыççăн пĕр сăмахсăр аякри çĕре, мăшăрĕн тĕп килне, тухса кайнă. Хăйне мĕн кĕтнине çамрăк арăм, паллах, чухлама та пултарайман. Тĕлĕнмелле те, Афган, чăваш çĕрĕнчен пин-пин çухрăмра вырнаçнă Афган, çулăмĕ вăрçă çывăхне те пырса курман чăваш пикин чун- чĕрине çунтарнă, ĕнтнĕ, çуначĕсене хуçнă… Мăшăрĕ çарта интернационал тивĕçне пурнăçланă-мĕн. Аманнă. Çартан таврăнсан маларах туслă пулнă хĕрĕпе çемье çавăрма май килмен. Çакăн пек лару-тăрура арăм пулса тăнă Алина.
…Пÿлĕмре пĕр вăхăт шăплăх хуçаланать. Кăшт лăпланнă хыççăн хĕрарăм сăмахне малалла тăсать. «Больницăна çаклантăм. Мана чĕрĕ юлать тесе никам та шухăшламан… Сывалса тухнă хыççăн пĕрре вокзалта ларатăп. Тутар хĕрарăмĕ тем калать те калать. Эпĕ «аха»латса пуçа сулса ларатăп. Юлашкинчен хам ăна ăнланманнине пĕлтертĕм. Вырăсла. Унта тутарсем — чăвашла, чăвашсем тутарла ирĕклĕнех калаçаççĕ. Вăл тĕлĕнчĕ — эпĕ, чăваш, мĕншĕн тутарла пĕлместĕп? Хам Шупашкартан пулнине каларăм. Хайхискер ман çине тĕсесе-е пăхрĕ те: «Эсĕ, ăнсăртран, çав артистка мар пулĕ те?» — терĕ. Шăпах çавă иккенне пĕлсен çывăхах пычĕ, мана йăлт тытса пăхрĕ: «Эсĕ чĕрех-и вара, ачам?..» Малалла вулас...
Комментировать