Хăнара - Мускавсем

20 Мая, 2014

Куславкка - Атăл хĕрринче вырнаçнă хула. Вăл паллă çынсен кун-çулĕпе те çыхăннă, культура объекчĕ те сахал мар унта. Çавăнпа хулана хăнасемпе туристсем час-час килсе çÿреççĕ.

Çак кунсенче Мускаври «Вырăс усадьби» юлташлăх представителĕсем килсе кайнă. Раççейре упранса юлнă ĕлĕкхи çуртсемпе тата авалхи хуласемпе кăсăкланаканскерсем пирĕн республикăра туризм маршручĕсем йĕркелес тĕллевпе çул çÿреве тухнă. Куславккара вĕсем Николай Лобачевскин музей çурчĕпе тата Жомини баронăн усадьбипе паллашнă. Музей ĕçченĕсем хăнасене культура объекчĕсемпе вĕсен «хуçисем» çинчен каласа панă. «Вырăс усадьби» юлташлăх ертÿçи Вера Стерлина хула тăрăхĕн администрацийĕпе районти музей ĕçченĕсене паллă математикăн еткерлĕхне упранăшăн тав тунă, татах килсе кайма шантарнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.