Патăрьел районĕнче сăвăрсем ыйхăран вăраннă

3 Апр, 2018

ЧР Çут çанталăкпа экологи министерстви Патăрьел районĕнче хĕллехи ыйхăран вăраннă сăвăрсене курнине-асăрханине пĕлтерет. Халĕ вĕсем пĕлтĕрхи курăкпа тăранса пурăнаççĕ. Каярах хăйсен йăвине юсама пуçлĕç е çĕннине чавĕç.

Пуш-ака уйăхĕсенче сăвăр ами пĕтĕленет. 30-35 кунран çăмăлланать. Тин çуралнă çурасем 9-11 сантиметр тăршшĕ, 30-40 грамм таяççĕ. Пĕтĕ тата ĕмĕртекен амаран аçи уйрăм пурăнать. Сăвăр 50 кун таранччен çурисене ĕмĕртет.

 

Теги: 

Комментировать