Аграрисене — çăмăллăх

30 Мар, 2018

Банксем субсиди памалли йĕркене улшăну кĕртме палăртнă.

Малашне ял хуçалăх организацийĕсен пĕтĕм укçа çаврăнăшĕнчи парăмĕ /пени, штрафпа унăн проценчĕ/ 5% ытла мар тăк банксенчен çăмăллăхлă кредит илме ирĕк пулать. 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн коммерци ставкипе кредит уйăрма ыйтнисен килĕшÿ условине улăштармалла.

Ыйтăва çапла та татса пама пулать: парăм тивĕçне урăхлатас тĕллевпе çăмăллăхлă йĕркепе кредит илме тунă малтанхи килĕшĕве татса урăх банкпа çирĕплетмелле. Çураки ирттерме туянакан материалсемшĕн тенкĕпе кăна мар, чикĕ леш енчи компанисене ют патшалăхсен укçипе те тÿлеме юрать.

Ял хуçалăх организацине пĕтерес тапхăра пуçланисене çăмăллăхлă кредит памаççĕ. Унăн пĕр форминчен тепĕрне куçарнисем илееççĕ. Улшăнăва Раççей Правительстви çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăл коррупцие хирĕçле экспертиза витĕр тухать.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.